Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕмĕрĕн чикки инçе мар

Ĕмĕрĕн чикки инçе мар

Ĕлĕкхи чăваш хĕрарăмĕсем йывăр ĕçре хуçăлнă пулсан та сывлăх енчен çирĕп пулни тĕлĕнтерет, савăнтарать. Аслă Пăла Тимеш ялĕнче 90-95 çулсенчи ватăсем — 17 çын. Вĕсенчен чылайăшĕ хăй тĕллĕнех хуçалăх тытса пыма мехел çитерет. Хăш та пĕрисем чăх-чĕп тытма та ỹркенмеççĕ, пурнăçа ỹпкелемесĕр, теприне аптратмасăр Турă панă куншăн тав туса пурăнаççĕ.

Çакăн пек çынсенчен пĕринпе, çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче 98 çул тултарса 99 çула кĕнĕ Елена Матвеевна Мартыновăпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçрăм. Унăн пурнăçĕпе, вулаканăмăрсем, сире те паллаштарасшăн.

1926 çулта Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи Матвейпа Евдокия Перепелкинсен çемйинче хĕр ача — Еля — кун çути курать. Унпа пĕр тăвансем тата Хĕветĕрпе Элекçей пулнă. Ку çулсенче ял халăхĕ пурте пĕр пекрех пурăннă: чухăнлăх хуçаланнă. Çăкăр çиес тесен ача-пăчан та пĕчĕкренех вăй çитнĕ ĕçсене пурнăçлама тивнĕ. Килти хуçалăх ĕçĕсем ытларах ачасем çине тиеннĕ. Çул çитсен Еля ялти пуçламăш шкула çỹреме тытăннă. Вăрçă çулĕсем питĕ йывăр пулнă, ашшĕпе тетĕшĕсем вăрçă хирĕнче тăшмана хирĕç çапăçнă. Виççĕшĕ те аманса таврăннă вĕсем. Еля 4 класс пĕтернĕ хыççăн амăшĕпе пĕрле ĕçе çỹренĕ. Хастарлăхне кура ертỹçĕсем сысна пăхма фермăна вырнаçтарнă хĕр ачана. Мĕн тĕрлĕ йывăр пулсан та нăйкăшман вăл, хăйĕн ĕçне тĕплĕ туса пынă, çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹпе палăрнă. Пăрчăкан евĕр ĕçчен хĕре кỹршĕ ял каччи Анатолий Орлов фермăранах мăшăр тума вăрласа кайнă. Анчах та çемье пурнăçĕ ăнман. Пĕр çулталăк ытларах пурăнсан мăшăрĕ тепĕр хĕрарăмпа çыхланса ялтан тухса кайнă. Еля «йывăр çын» пулса хунямăшĕпе тăрса юлнă. Çăмăл пулмасан та тỹснĕ çамрăк арăм, часах çут тĕнчене ывăл ача — Гена килнĕ. Ырми-канми ĕçленĕ хĕрарăм, ун аллинче 2 çын пурнăçĕ тытăнса тăнă. Хунямăшĕ çĕре кĕнĕ хыççăн Ельăран Иван Осипович Мартынов хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтать. Çăмăл мар ыйту тухса тăрать хĕрарăм умне. Йывăр чире пула арăмĕ вилнĕ Иванăн 7 ачи тăлăха юлнă пулнă. Кашни хĕрарăм йышăнма пултарайман хăйĕнчен тăван мар 7 чуна. Ачасене хĕрхеннипех пысăк утăма тума — Иванпа пĕрлешме хистенĕ. Çепĕçлĕхпе чун ăшшине туйнă май ачасем çамрăк хĕрарăма час хăнăхнă, ăна çепĕççĕн: «Анне», — тесе чĕнме пуçланă. Çемьере кĕçĕнни 2 çулта анчах пулнă. Ăна уйрăмах пысăк тимлĕх кирлĕ пулнă.

Мăшăр çемьене тутă тытас тĕллевпе пĕр ĕçрен те пăрăнман. Пус çумне пус хушас, ачасене тăрантарас, тумлантарас тесе тăрăшнă. Малалла пĕрлехи ачасем çуралса пынă: 4 хĕр те 1 ывăл тĕнчене килнĕ. Икĕ ярлă пăхман ачасене, пурне те пĕр пек тимлĕх уйăрса тĕрĕс воспитани пама тăрăшнă. Иван колхоз выльăхĕсене пăхнă, Еля уй-хирте ачасемпе ĕçленĕ, çурта тупăш кĕтĕр тесе хушма ĕçре — хуралта тăрăшнă.

Ачисем пурте ялти шкултан ăнăçлă вĕренсе тухса хăйсен пурнăç çулне суйласа илнĕ, çемьеленсе «йăва» çавăрнă. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тымар янă вĕсем: Галя — Шупашкарта, Валя — Канаш тăрăхĕнче, Санька — Ульяновск облаçĕнче, Марче, Петя, Вася, Лиза ялта юлнă. Шел пулин те, хăшĕсем пирĕнпе мар ĕнтĕ текех. Малтанхи мăшăрĕпе çуратнă Гена ывăлĕ, Мускавра тĕпленнĕскер, пурнăçран ир уйрăлнă. Пĕрлĕхре çуралнă ачасене ура çине тăратма вăй-хал кирлĕ самантра сасартăк чирлесе, пенси çулне çитеймесĕрех Иван çемьерен уйрăлать. Ельăшăн тĕнче ишĕлсе аннă евĕрех туйăнать. Хĕвел çуттине, ăшшине те çухатнă тейĕн. Вилнĕ çын хыççăн кайма çук — куллен апат ыйтса куçран 5 ача тилмĕрет. Хĕрарăма мĕн тери йывăррине ăнланса ялти шкулта вĕрентекенсем Тоньăпа Ольăна Патăрьелĕнчи интернат-шкула вырнаçтарма пулăшаççĕ. Хăйĕн тĕпренчĕкĕсене хăйĕнчен уйăрма тивнĕшĕн чунĕ татăлса йĕрет амăшĕн. Тулли мар вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн хĕр ачасене Шупашкарти вăтам шкула пĕтерме те майсем туса параççĕ. Малалла хĕрсем пурнăçне çĕршывăн тĕп хулипе çыхăнтараççĕ. Унта ĕçлесе, хăйсен пурнăçне йĕркелесе яраççĕ, чуна килĕшекен ĕçĕсенче тăрăшаççĕ.

«…»

Зинаида ПОРТНОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Елюк аппа Аня хĕрĕпе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code