Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Патшалăх тĕревĕ ял бизнесне аталантарма пулăшать

Патшалăх тĕревĕ ял бизнесне аталантарма пулăшать

Пĕчĕк тата вăтам бизнес мĕн пур сферăра, çав шутра агропромышленность комплексĕнче те анлăн сарăлса пырать.

Наци проекчĕсем, патшалăх программисем бизнеса аталантарма çул уçаççĕ. «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пайтаçăсем çăмăллăх кредичĕпе, лизингпа усă курма, производствăна аталантарма грант, субсиди илме пултараççĕ.

Патшалăх тĕревĕ хушма хуçалăх тытакансене хăйсем тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленме е фермер хуçалăхне уçма хавхалантарать. Çакна кура бизнесра çамрăксен йышĕ те хутшăнсах пырать. Вĕсем производствăра, туризмра, агропромышленность комплексĕнче, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ çĕрте, суту-илỹре тăрăшаççĕ. Елчĕк муниципалитет округĕнче те çакăн пек проектсем пурнăçа кĕреççĕ.

«Манăн бизнес» центр — Чăваш Енри пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшакан агентстви те «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн предпринимательсене финанс ыйтăвне татса пама пулăшать.

Юлашки çулсенче пĕчĕк тата вăтам бизнес АПК тытăмĕнче те анлăн сарăлса пынине куратпăр. Çакă та отрасле, предпринимательсене кỹрекен пулăшу вăйланнипе çыхăннă. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, регионта фермерсене — «Çемье ферми», «Агростартап», «Перспектива» программăсемпе грантсем параççĕ. Фермер ĕçне пуçăнакансем «Агростартап» программăпа уйрăмах анлăн усă кураççĕ. Гранта «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн уйăраççĕ. Иртнĕ çул республикипе илсен конкурсра çĕнтернĕ 35 çын патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Бизнес проектсене ĕçе кĕртме вĕсем валли 120 миллион тенкĕ уйăрнă. 16 хресчен (фермер) хуçалăхĕ федераци бюджетĕнчен 61 миллион тенкĕ, республика хыснинчен 19 фермер 59 миллион тенкĕ илнĕ.

«Перспектива» программа фермерсене бизнесра малтанхи утăмсем тума пулăшать. Республикăра çемье фермисемпе ял хуçалăх потребкооперацийĕсем те хушăнсах пыраççĕ. Чăваш Енре 36,6 пин çын хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленнĕ. Çакă, 2021 çулхипе танлаштарсан, икĕ хут ытларах. Ырă пулăм «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тата уйрăм предпринимательлĕх пуçарăвне пулăшасси» наци проекчĕ пурнăçа ăнăçлă кĕрсе пынипе те çыхăннă.

Палăртнă пĕтĕм программăсен тĕп тĕллевĕ ял бизнесне пуçăнакансене хавхалантарасси, пулăшасси тата отрасле çынсене ытларах явăçтарасси пулса тăрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code