Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Пур ĕçре те пуçаруллă

Пур ĕçре те пуçаруллă

Кĕçĕн Таяпа территори пайĕнчи ялсенче те пуçару бюджечĕн программипе килĕшỹллĕн нумай ĕç туса ирттереççĕ.

Таяпа Энтринчи масар патне каякан çула халăхран укçа пухса малтанах çурри таран вак чул сарма пултарнăччĕ. Кăçал вара çак çула площадка туса масар хапхи таранах çитерчĕç.

Арман касси çыннисем те кăмăллă. Урама пырса кĕмелли çĕр кĕпере çурхи шыв юхăмĕ сиенлес хăрушлăх пысăкчĕ. Кĕпере те тĕплĕн юсарĕç. Арман кассинчи урама унчченех вак чул сарса хытарнăччĕ-ха. Апла пулин те Аслă Елчĕк ялне тỹррĕн каймалли çул çине тухма йывăрччĕ, Галкинсемпе Борисовсен хушшинчи хутлăхра кĕркуннепе çуркунне çумăр çусан пырса кĕме çук пылчăк çăрăлатчĕ. Кăçал çак хутлăха вак чул сарса хытарнă та, аялти кас çыннисене çỹлти касса çитме те, Аслă Елчĕке те çăмăллăнах тухса çỹреме май пулса тăчĕ. Таяпа Энтри ялĕнчи урамсене пурне те пĕр пылчăк курмасăр çỹремелле турĕç. Çуркуннепе кĕркунне те урана резина атă тăхăнса курмастпăр халĕ, хулари пек сăранран çĕленĕ атăсемпе анчах çỹретпĕр. Ĕлĕкхи пек пылчăк çăрманни ял сăн-сăпатне пĕтĕмпех улăштарса ячĕ. Халĕ ял çыннисен çурчĕсен умĕнче те питĕ тирпейлĕ, нихăш кил умĕнче те кирлĕ мар япала выртнине кураймăн.Тирпей-илем чи малтан асфальт сарнă урамсенчен пуçланчĕ. Вĕсене курни тата Кĕçĕн Таяпа ял администрацийĕн специалисчĕсем çирĕп ыйтни мĕнпур хуçалăха тирпей-илеме хăнăхтарчĕ. Умри пахчасенче унчченхи пек хур-кăвакал усракан çук халĕ, пурин пахчинче те илемлĕ чечексем ешереççĕ. Хытарнă çулсен икĕ айккипе çуртсен умĕнче курăк ешерет, ỹссе кайсан вĕсене çулса тикĕслесех тăраççĕ. Апла пулин те хăш-пĕр пурăнман, хуçасăр çуртсен умĕсенче çум курăк ашкăрса кайнисем ялта тĕл пулаççĕ-ха. Вĕсене хулари ачисен е тăванĕсен пăхса тăмалла тесе калас килет.

Таяпа Энтри ялĕ çулсерен илемленсе пырать, ял инфраструктури те çĕнелет. Ялта çỹп-çап пухмалли контейнерсем вырнаçтарнă, вĕсен алăкĕсене хупсах тăнăран урама çỹп-çап сапаланмасть. Ача-пăчана вылямалли ятарлă площадка та пур, йĕри-тавра тимĕр решеткеллĕ пахча тытнă. Çĕнĕ фельдшер пункчĕ хута кайрĕ. Вăл ял варринче вырнаçнăран аякранах илемлĕн курăнса ларать. Унта кирлĕ оборудовани вырнаçтарнă, шалта питĕ хăтлă та ăшă. Çак вырăнтах часавай туса лартнă. Культура çуртне те юсаса çĕнетнĕ, нумаях пулмасть унта газ та кĕртрĕç. Газ кĕртессине «Пуçару бюджечĕ» пулăшнипе пуçăннă. Çакăн валли ял халăхĕ те 170 пин тенке яхăн укçа пухса панă. Укçа пухассишĕн Татьяна Шадрикова яваплă пулчĕ. Çак ĕçре ăна Ангелина Софронова пулăшса пычĕ.

Ял инфраструктурине çĕнетес тĕлĕшпе тимлекен пуçаруллă çынсем пурри савăнтарать. Вĕсем: Сергей Борисов — Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн депутачĕ, Петр Васильев — ял старости, Владимир Петров — округ администрацийĕн строительство пайĕн специалисчĕ, Валерий Шадриков пенсионер, Елена Петрова — округри ветерансен канашĕн председателĕ, Ангелина тата Геннадий Софроновсем — Культура çурчĕн ĕçченĕсем. Ирина Ванюшина библиотекарь тата ялти фермерсем те пур ĕçре те пуçаруллă, вĕсем ял халăхне пĕтĕм ĕçе пурнăçлама явăçтарма пултараççĕ. Çакăн пек çынсем ертсе пынипе ял пурăнать, унăн малашлăхĕ тата та лайăхрах пуласса шанас килет.

О.МИРОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code