Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тыл ĕçченне — 95 çул

Тыл ĕçченне — 95 çул

Курнавăш ялĕнче пурăнакан тыл ĕçченĕ Раиса Смирнова 95 çулхи юбилейне паллă тунă. Раиса Николаевна ăспа-тăнпа пурăнать, хăйĕн урипе утса çỹрет. Унăн ачалăхĕ вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăтра иртнĕ. Çамрăк çулĕсене пархатарлă профессине халалланă — фельдшер-акушер пулса тăрăшнă. Раиса Никоновна мăшăрĕпе Александр Петровичпа 5 ача çуратса ỹстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Ачисем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ.

Ĕç ветеранне Курнавăш территори пайĕн начальникĕ Алексей Мартышкин, Вера Турхан тĕп специалист-эксперт, культура ĕçченĕ тата общество палатин членĕ Раиса Горшкова, ветерансен вырăнти канашĕн членĕ Дария Смирнова, хĕрарăмсен вырăнти канашĕн председателĕ Надежда Мартышкина саламланă, сумлă ĕçшĕн тав тунă. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă открыткине те вуласа панă килнĕ хăнасем. Курнавăш ялĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи «Палан» ансамбле çỹрекенсем юбиляра савăк юрăсемпе саламланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code