Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Чи кирли — эпир ывăнар мар»

«Чи кирли — эпир ывăнар мар»

Çывăх вăхăтрах Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем патне пирĕн округран черетлĕ пулăшупа тепĕр ушкăн тухса каймалла. Унăн йышĕнче право йĕркине сыхлакан органсен ветеранĕ — Елчĕк тата Красноармейски районĕсен прокурорĕнче ĕçленĕ Николай Анатольевич Муллин та пур. Раççейĕн çĕнĕ регионĕсенче вăл кăçал пилĕк хутчен пулнă.

— Николай Анатольевич, çак çывăх мар, çав вăхăтрах хăрушă çула пĕр шутламасăр, йăпăр-япăр тухса кайма çук. Пĕрремĕш хут унта çитсе килнине аса илер-ха.

— Раççей Оборона министерствипе контракт çырса ятарлă çар операцине пĕрремĕш кунран хутшăнакансем пирĕн Тĕмер ялĕнчен те пулчĕç. Унтан 2022 çулхи кĕркунне вĕсен йышне мобилизаци йĕркипе çара илнисем тăчĕç. Ытти çынсем пекех мана та ятарлă çар операцийĕ мĕнле пыни хумхантармасăр тăма пултараймарĕ. Гуманитари пулăшăвĕ парас ĕçе пĕрремĕш кунран пуçласах хутшăннă. Кăçал çулталăк пуçламăшĕнче социаллă сетьĕн Тĕмер ялĕн пĕр ушкăнĕнче тăракансем салтаксене пулăшма укçа тата япала пуçтарчĕç. Çĕнĕ регионсене гуманитари пулăшăвĕпе çỹрекен Юрий Кузнецовран ыйтрăм ун чухне: «Ентешсем патне пуçтарнă тата укçапа туяннă япаласене, апат-çимĕçе мĕнле илсе çитерме пулать-ши»? Вăл Донецк облаçне черетлĕ пулăшупа кайма пуçтарăннăччĕ. «Пĕрле пыр», — пулчĕ хурав. Ун чухне аслă ывăл çар ретне тăма хатĕрленетчĕ. Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкĕшĕн пăшăрханать. «Вĕçлемелле ку вăрçа частарах, мĕн чухлĕ çамрăк пурнăçне татать. Çапла пултăр тесен фронта тыл пулăшни питĕ кирлĕ», — çак шухăша тĕпе хурса Юра чĕннипе пĕр тăхтамасăр килĕшрĕм. Хамăр ял çамрăкĕпе Дима Козловпа Донецк облаçне тухса кайрăмăр. Пĕр-пĕрне руль умĕнче улăштарса Донецк, Луганск облаçĕсене çитсе килтĕмĕр. Унта вăрçă мĕнле инкек кỹнине хамăр куçпа куртăмăр. Тепĕр уйăхран каллех çула тухрăм, унтан виççĕмĕш, тăваттăмĕш, пиллĕкмĕш хут… Малтан хамăр ентешсене пулăшма шутласа тухса кайнăччĕ, анчах пурин патне те çитеймерĕмĕр, ют салтаксем çуккине, пурте Раççей салтакĕсем пулнине шутласа илсе кайнă апат-çимĕçе кашнине валеçсе тухрăмăр. Иккĕмĕш хутĕнче хамăр округран кайнă салтаксем тăракан вырăнсене — палăртнă маршрутпа çул çỹрев йĕркелерĕмĕр.

— Ятарлă çар операцийĕн фрончĕ сарлака. Хăш таран çитсе килетĕр?

— Çапăçусем пыракан вырăнах кĕртменни паллă. Çулсем çинче блокпостсем вырнаçнă, пропусксемсĕр ирттермеççĕ малалла. Гуманитари пулăшăвне Мариуполь хулине илсе çитереççĕ, унта пушатса пĕчĕк автомашинăсемпе валеçеççĕ. Çапла эпир Луганск, Донецк, Запорожье, Херсон облаçĕсемпе иртекен фронт линийĕпе каятпăр. Такмак, Михайловка, Очеретня, Васильевка, Новомихайловка, Ясиноватая, Работино ятлă поселокпа пысăк ял ячĕсене çар сводкисенче час-часах илтме пулать. Çак тăрăхсенче пирĕн округри ялсенчен мобилизаци тата контракт мелĕпе çар службинче тăракан ентешсем нумай. Хамăр округран парса яракан ятарлă посылкăсене ентешсем патне алăран пама тăрăшатпăр. Пĕрре кайнă чухне фронт линийĕ тăрăх темиçе çĕр çухрăм çỹреме тивет. Эпир ыйтнипе хамăр республикăри кỹршĕллĕ округсенчен каякансем пирĕн ентешсене посылкăсемпе апат-çимĕç, ĕçмелли шыв, йăлара кирлĕ хатĕрсем леçсе параççĕ. Хамăр кайсан вĕсем мĕн ыйтнине тивĕçтеретпĕр. Кун пек чухне хамăрăнни, ютти çук.

— Мĕнле кĕтсе илеççĕ сире?

— Хамăр ентешсем пире тăванĕсене кĕтнĕ пек кĕтсе илеççĕ. Куçран пăхаççĕ… Вĕсенче тунсăхлани те, хурланни те, ырату-асап та, савăнни-хĕпĕртени те… пур. Çак куçсене куратăн та, хăв та хумханса каятăн. Тепĕр хут каймасăр мĕнле тăрăн?

Юрий Кузнецовпа Донецк облаçĕнчи Ясиноватая ялĕ патĕнче чăваш салтакĕсем малти линирен тухасса кĕтсе тăратпăр. Хамăр регион номерĕсене курса чăвашсем автомашинисене чарса калаçасси час- часах пулать-ха. Пĕринче Кавалта çуралса ỹснĕ Саша Ильинпа Донецк тăрăхĕнче чĕрĕк ĕмĕр иртсен тепĕр хут тĕл пултăм. Вăл çапла каларĕ: «Сире курсан хама Елчĕкре пулнă пекех туйрăм». Спецназовец тăшман тылне кайса çỹрени, вăрçăра вĕсемшĕн чи хакли шыв пулни, шыв çукран çамрăк тырă сĕткенне сăрхăнтарса ĕçни çинчен каласа панине итлерĕм те, ĕçмелли шыва пин çухрăмран турттарса килни усăсăр пулманнине тепре ăнланса илтĕм.

— Çапăçакан салтаксене фронтра кирлĕ хатĕрсемпе çĕршыв мĕншĕн туллин тивĕçтермест тесе калаçнине илтме пулать хăш-пĕр чухне. Кун пирки мĕн калама пулать?

— Пирĕн салтаксем апат-çимĕçпе, тумтирпе, ытти кирлĕ япаласемпе тивĕçтересси лайăхланса пынине палăртаççĕ, анчах фронтра паян пĕр япали пур — ыранах вăл çителĕксĕр. Ĕçмелли шыв пирки маларах каларăмăр, вăл нихăçан та ытлашши мар, мĕншĕн тесен тăшман ăна хăй хыççăн наркăмăшласа хăварать. Çи-пуç та çапăçусем вăхăтĕнче час çĕтĕлет, хуралса каять. Ăна çуса тасатма та май çук. Пĕтĕмпех çĕнни кирлĕ. Апат-çимĕçĕ те тĕрлĕрен пулни лайăх. Вăрçăра окоп çуртисем, маскировка сеткисем, медицина хатĕрĕсем, эмелсем, тăшман дронĕсене хирĕç кĕрешмелли пăшалсем, вĕсенчен пемелли хатĕрсем нихăçан та ытлашши пулмаççĕ. Çарта халĕ дронсене хирĕç кĕрешмелли тĕрлĕрен пăшалсем кăна мар, вĕсенчен пемелли тĕрлĕрен хатĕрсем пур иккен. Аслă Елчĕкри Андрей Кузьмин предприниматель, акă, тăшман дронĕсене хирĕç кĕрешмелли пăшалтан пемелли хатĕр ăсталать. Çапла вара çапăçакан çара мĕн кирлипе тивĕçтерессинче тылри халăх пулăшăвĕ пысăк вырăн йышăннине 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи аван кăтартса панă. Ятарлă çар операцийĕн вăхăтĕнче те вăл хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман.

— Эсир паян çак пулăшăва туятăр-и?

— Паллах. Халăхăн, округри предпринимательсен пысăк пайĕ салтаксене пулăшма тăрăшни курăнать. Округри А.Нягин, А.Филимонов, Андрейпа Александр Светловсем, А.Туманов, В.Ершов, Н.Головин, И.Пчелов, пирĕн ентеш — Вăрнарти СОМ ертỹçи Ф.Волков предпринимательсен ырă ĕçĕсене палăртмалла.

Елчĕк округĕнче салтаксене пулăшас ĕçе оперативлă штаб йĕркелесе ертсе пырать. Унта власть представителĕсем те, çак ĕçе чунтан парăннă активистсем, сăмахран, эпир çỹлерех асăннă Юрий Кузнецов, Надежда Семенова тата ыттисем кĕреççĕ. Оперативлă штаб ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем ыйтнă япаласене пуçтарас, çула тухма хатĕрлес енĕпе ĕçлет.

Волонтерсен тепĕр ушкăнĕ Раççейĕн çĕнĕ регионĕсене шывпа апат-çимĕçрен пуçласа генераторпа çăмăл автомашина таран леçет. Çак ушкăна М.Кузнецова, Д.Козлова, В.Анисимова, А.Кузьмина, Д.Судакова, А.Головина, В.Чернова, А.Смирнова, А.Романова, вĕсемпе пĕрле Комсомольски округĕнчи Сĕнтĕр, хамăр округри Лаш Таяпа, Аслă Таяпа ялĕсенчи чиркỹсен настоятелĕсене Олег Андреева, Сергей Козлова, Василий Иванова кĕртетпĕр. Шупашкарта хĕрарăмсен ушкăнĕ типĕтнĕ апат-çимĕç хатĕрлет, ăна та салтаксем питĕ кĕтеççĕ.

Салтаксене пулăшассине предпринимательсен, халăхăн тата ытларах пайне явăçтарсан курăмлă ĕçсем туса ирттерме пулĕччĕ. Çак тĕллевпе октябрĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче ыр кăмăллăх концерчĕ иртет. Унта пухăннă укçа-тенкĕ пĕтĕмпех ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшма каять. Хăшĕ-пĕрин шучĕпе концерта кĕмелли билет хакĕ пысăк. Çакна манар мар, паян пирĕн обществăра халăхăн пысăк пайĕ вăрçă нушине пĕлмесĕр пурăнать. Çав вăхăтрах ачи — ашшĕне, ашшĕ-амăшĕ — ачине, арăмĕ — упăшкине яланлăха çухатнă çемьесем пайтах. Çак çухату хакне нимĕнле виçепе те виçеймĕн.

Ятарлă çар операцийĕ виççĕмĕш çул пырать. Пирĕн округран мобилизаци йĕркипе кайнă виçĕ ача ашшĕ, «Крот» ятпа вăрçăра çỹрекенскер, çапла калани асран тухмасть: «Çынсем ывăнчĕç те пулĕ, чи кирли — эпир ывăнар мар». Ку сăмахсем çумне нимĕн те хушса калаймăн.

Николай АЛЕКСЕЕВ калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code