Юнкун Шупашкарти П.П.Хузангай ячĕллĕ культура керменĕнче «Раççейшĕн. Çĕнтерỹшĕн» ыр кăмăллăх концерчĕ иртнĕ.
Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕскере, ытларах пирĕн тăрăхран тухнă юрăçсем хутшăннă: 10-н ытла. Пухăннă укçа-тенкĕ пĕтĕмпех салтаксен саккасĕсене пурнăçлама кайĕ. Мероприятие хутшăннă округ пуçлăхĕ Леонард Левый çĕршыв хỹтĕлевçисене пулăшассинче хастарлăх кăтартакансене Тав хучĕсемпе чысланă.