Кирек хăш тапхăрта та этемлĕхе тĕрлĕ хăрушлăх пусарса тăнă. Паян терроризм пуç çĕклесшĕн. Пурнăç пĕр тикĕс аталанса пынă вăхăтра сасартăк унта та кунта теракт вут-çулăмĕ хыпса илет. 2001 çулхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Нью-Йоркра, 2002 çулхи юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Мускаври Норд-Остра, 2004 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Бесланра, 2005 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Нальчикре, 2011 çулхи кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мускаври аэропортра, 2011 çулхи ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче Минскри метрора, 2011 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче Волгоградра, кăçал пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Мускав облаçĕнче… çĕр-çĕр çын террористсенчен шар курчĕ. Усал ĕç тума услам хăвалать. Укçа-тенкĕ серепине кĕрсе ỹкнисем пĕтĕм тĕнчене парăнтарасшăн, хăйсемпе килĕшменнисене, вĕсене итлеменнисене, пăхăнманнисене тĕп тăвасшăн.
Хамăра терроризмран хỹтĕлес тесен иккĕленỹллĕ çынсемпе калаçăва кĕме, палламан çынсенчен сумка е пакет йышăнма, хуçасăр сумкăсене тĕкĕнме юраманнине пурте пĕлетпĕр. Кирек ăçта та хуçасăр сумка е тĕркев, пăралуклă е шнурлă япаласене асăрхасан полици пайне, учреждени е организаци ертỹçине, транспорт хатĕрĕ çинче пулсан водителе пĕлтермелле. Асăрханă япалана алăпа тытма, вырăнтан вырăна куçарма, пăрахма, çĕре чавса чикме, пăралуксене тĕкĕнме юрамасть.
Тимлĕ пулар. Тимлĕх инкекрен упрать.
Л.ЕГОРОВА.