Суббота, 16 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Предприятисен ĕç тухăçлăхĕ ỹснĕ

Предприятисен ĕç тухăçлăхĕ ỹснĕ

2018 çулта старт илнĕ «Ĕç тухăçлăхĕ» наци проекчĕ кăçал вĕçленет. Çĕршывĕпе унта 6,5 пин ытла предприяти хутшăннă. Вĕсенчен 4 пин ытла организацин тупăшĕ 318 миллиард тенкĕ ỹснĕ.

Ĕç тухăçлăхне ỹстерни штата чакарни патне илсе пырать. Ĕçрен хăтарнă çынсене вара çĕнĕрен вĕрентсе кадрсем кирлĕ çĕре яраççĕ, çапла майпа кадрсем çитменнин ыйтăвне ăнăçлăн татса параççĕ.

Ĕç тухăçлăхĕ пысăкланнине кура Раççей экономики те хăвăрт ỹссе пырать. 2024 çулхи кăтартусемпе çĕршывăн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕ малтан палăртнинчен ытларах ỹснĕ. Апрель уйăхĕнче вăл 2,8 процент ỹсессе кĕтнĕ пулсан, халĕ ку кăтарту 369 процентпа танлашать.

Наци проектĕнче наставничество тытăмĕ пысăк вырăн йышăнать. Вăл перекетлĕ производство культурине сарма, нумай çул ĕçлекенсен опытне тата вĕсен пĕлĕвне çĕнĕ ĕçченсене пама пулăшать.

Наци проекчĕ пурнăçа кĕнĕ май предприятисен производствăри çухатăвĕсем чакаççĕ. Сăмахран, «Релематика» компанире перекетлĕ производство технологийĕсене ĕçе кĕртсе производство процесĕ пыракан вăхăта 120 сехет кĕскетнĕ. Кашни ĕçченĕн пĕр уйăхра пурнăçланă ĕçĕ 20 процент ỹснĕ.

«Ĕç тухăçлăхне ỹстересси — пирĕн регионри тата çĕршыври экономикăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Наци проекчĕ пулăшнипе предприятисем ỹсĕмĕн çĕнĕ йышши инструменчĕсемпе усă курма пултараççĕ, çав шутра квалификациллĕ экспертсен консультацийĕсем, ĕçченсен вĕрентỹ программи, çăмăллăхлă финансировани. Çаксем пĕрле ĕç процесĕсене лайăхлатма, хушма ресурссем хатĕрлеме тата тăкаксене чакарма май параççĕ», — тесе палăртнă ЧР экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code