Пятница, 15 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > «Цифра урокĕ» йыхравлать

«Цифра урокĕ» йыхравлать

Пĕтĕм Раççейри «Цифра урокĕ» вĕренỹ проекчĕпе килĕшỹллĕн чỹк уйăхĕн 25-мĕшĕччен шкулсенче хăйне евĕрлĕ — «Хушма лавкка» ятпа VK компанийĕн мероприятийĕсем иртеççĕ.

Коммерциллĕ мар «Цифра экономики» автономлă организаципе пĕрле Раççей Цифра министерстви тата Раççей Çут ĕç министерстви йĕркелекен проектра 1-4, 5-9, 10-11 классенче вĕренекенсем тĕрĕслеме пултараççĕ хăйсене. Унта хутшăнас тесен «Цифра урокĕ» проектăн сайтне кĕмелле те каталогра VK-ран урок суйласа илмелле. Занятие кирек хăш вăхăтра пуçăнма юрать: шкулта учительпе е килте хăв тĕллĕн, е çитĕннисемпе.

VK компани çавăн пекех Раççейри пĕтĕм шкулта уçă уроксем ирттерет. Унта Rustore, Учи.ру эксперчĕсем, регионти власть органĕсен представителĕсем тата çĕршыври IT-компанисен сотрудникĕсем хутшăнаççĕ.

«Цифра урокĕ» видеотехнологирен пуçласа мессенджерпа çыхăннă продуктсем таран паллаштарĕ. «Хушма лавккан» тытăмне, унăн технологийĕсене тишкерни вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене, педагогсене кăсăклă кăна мар, малашлăхра питĕ усăллă та пулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code