Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ĕçе хăй еккипе ямалла мар»

«Ĕçе хăй еккипе ямалла мар»

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый администрацин тата территори пайĕсен ертỹçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлура кун йĕркине кĕртнĕ тăватă ыйтăва пăхса тухрĕç.

Малтанах Леонард Левый инвалидсен обществин округри уйрăмĕн председательне Людмила Анисимовăна юбилей ячĕпе саламласа Хисеп грамотипе тата парнепе чысларĕ. Людмила Алексеевна асăннă пĕрлĕхе чылай çул ăнăçлă ертсе пырать. Унти хастарсем пурнăçпа тан утаççĕ, тĕрлĕ шайри культурăпа спорт мероприятийĕсене активлă хутшăнаççĕ.

Хĕллехи тапхăра хатĕрленсе

Чỹк уйăхĕн пуçламăшĕнчех хĕл паллисене куратпăр: юр чылай кун ирĕлмесĕр тăрать, сывлăш температури те минус енне куçрĕ. Çут çанталăкăн черетлĕ тапхăрĕ темĕнле кĕтменлĕх те кăларса тăратĕ. Çавна май «ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă общество ăна кĕтсе илме хатĕр-и?

Вячеслав Сядуков директор пĕлтернĕ тăрăх, предприяти республика пĕлтерĕшлĕ 55,4 километр, вырăнти шайри 138,9 км çула пăхса тăрать. Çавăн пекех округ центрĕпе — 7 км. Юрлă-пăрлă çулсене сапма 4 пин тонна хăйăр хатĕрленĕ. Ятарлă техника та çитет, анчах кадрсемпе çивĕч: КамАЗ водителĕсемпе трактористсем кирлĕ. Автомашинăсен хуçисен ĕç укçи пĕчĕк теме çук — 24 кунра 50-55 пин тенкĕ ĕçлесе илме пулать.

Территори пайĕсен администрацийĕсем ялсен урамĕсене хĕллехи вăхăтра кам «шефа» илесси пирки халех татăлмалла. Иртнĕ юрлă-тăманлă тапхăр хăш-пĕр ялпа пысăк чăрмавсем кăларса тăратнине манас марччĕ.

Эсĕ тỹленĕ-и?

Коммуналлă хытă каяш турттарса тухнăшăн тỹлесси пирки пырать сăмах. Ку ыйтăва округ администрацийĕн строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Евдокимова уçăмлатрĕ. Вăл каланинчен çакă курăнать: иртнĕ çулсенче округ пулăшушăн тỹлессипе республикăра малтисенчен пĕри пулнă пулсан, халĕ регион кăтартăвĕнчен 10 процент сахалтарах: 73,24. Территори пайĕсенчен чи кайрисем вара — Кĕçĕн Таяпасем. Вĕсен кăçалхи 11 уйăхри тỹлев проценчĕ 63,36 процентпа çеç танлашать. Уйрăм ялсенчен Тăрăмсемпе (90 процент) Елчĕксем (79,95) малта пыраççĕ пулсан, Кĕçĕн Шăхальсем (52,81), Каркаларсем (55,97), Яманчỹрелсем (56,22) вара округа каялла туртаççĕ.

— Япăх капла. Ку ĕçе хăй еккипе ямалла мар, — терĕ округ пуçлăхĕ.

Аса илтеретпĕр: яллă вырăнсенче пурăнакансен пĕр уйăхра çын пуçне 57,23 тенкĕ тỹлемелле. Хуласенчи нумай хваттерлĕ çуртсенче, танлаштарма, 59,73 тенкĕ.

Кил-хуçалăхра пухăнакан çỹп-çапа контейнера пăрахатпăр пулсан, тỹлев пирки манмалла мар. Çырмапа усă кураканăн та тỹлес пулать: штраф.

ГТО

ыйтăвĕ çĕкленнĕрен Леонард Васильевич «Улăп» ФОК инструктор-методистне Петр Смирнова «Тивĕçлĕ шайра, лайăх йĕркелесе пыратăр», — тесе мухтарĕ. Ку вăл, çавăн пекех, физкультура учителĕсене калани те. Чăн та, халĕччен призерсен йышĕнчен тухман пулсан, кăçалхи 3-мĕш квартал пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕн округ 5-мĕш вырăна куçса ларнă. Тăрăшулăха ỹстерсен хăнăхнă позицисене тавăрма кирлех.

Резервсем вара çук мар. Вĕренỹ, сывлăх сыхлавĕн, культура, пушар чаçĕн ĕçченĕсемсĕр пуçне ытти сферăра тимлекенсене те явăçтарма тăрăшмалла. ГТО нормативне пурнăçлакансене налук вычечĕ те параççĕ…

Округ пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕç-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Марина Павлова хальхи канашлура та маларах шута илнĕ куçман пурлăх объекчĕсен хуçисене тупса палăртассипе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ…

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code