Пятница, 15 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Патшалăх пулăшăвĕ тĕревлет

Патшалăх пулăшăвĕ тĕревлет

Владимир ПУТИН, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ:

«Юлашки вăхăтра ял хуçалăх производстви пысăк технологиллĕ отрасль пулса тăчĕ. Раççей аграрийĕсем тунă çитĕнỹсемпе ăнăçлăх çут çанталăкран килмеççĕ. Ку вăл — ĕçре усă куракан пысăк технологисем те, наука тĕпчевĕсем те, ял хуçалăх предприятийĕсене килекен патшалăх пулăшăвĕ те, хăйсен ĕçне парăнса вăй хуракансем те».

Наци проекчĕсемпе патшалăх программисем вăя кĕнĕренпе мĕн пур сферăра, çав шутра агропромышленность комплексĕнче те бизнеса аталанма çул уçăлчĕ.

Аш-какайран хатĕрленĕ продукцие туянас кăмăллă çынсем яланах йышлă. Анчах хуçалăхсенче туса илекен аш-какая ĕçлесе хатĕрлекен цехсем пур çĕрте те пулманран (уйрăмах яллă вырăнсенче) ку продукцие туянас текен патне тỹррĕн çитерме çăмăлах мар. Ку ыйту темиçе çултанпах çивĕч тăнине шута илсе республика ертỹлĕхĕ те вырăнта туса илекен ял хуçалăх продукцийĕсене ĕçлесе хатĕрлемелли цехсем ытларах хута ярасси, хăйсен ĕçне йĕркелес кăмăллă çынсене хавхалантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрассине малти вырăна хурать. Кĕçĕн Таяпари Александр Викторов предприниматель шăпах çак мелпе усă курма шутланă та. Иртнĕ ырă вăхăтри «Таябинка» хуçалăхăн юхăннă ферминчи объекта реконструкци туса выльăх пусса тирпейлекен цех уçнă: производство линийĕсем, сивĕтмĕшсем, сĕтелсем, ĕçре усă курмалли тĕрлĕрен хатĕрсем вырнаçтарнă. Унтанпа 5 çул та иртнĕрен, цеха хута ярса ăнăçлă ĕçлеттернине халĕ çирĕплетсех калама пулать.

Ĕçпе хавхаланнă тавçăруллă çамрăк хальхи вăхăтра çырла туса илесси те малашлăха шантаракан пĕлтерĕшлĕ ĕç шутланнине ăнланса илнĕ. Вăл çĕр çырли çитĕнтерме тытăннă. Пуçламăшĕ ăнăçлă пулнă. Кăçалхи сезонра вăл лартнă лаптăксенче тухăçлă çĕр çырли çитĕнтернĕ. Ăна пуçтарса ĕлкĕрме пулман, мĕншĕн тесен çĕр çырлине нумай çын хапăлласа туяннă. Сăмах май каласан, çĕршывра çырла сахал туса илеççĕ, ăна хальчченех 75 процент чухлĕ урăх çĕршывсенчен туяннă. Апла пулсан, малашне вырăнта çырла туса илни тупăш кỹрессе шанма пулать.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code