Пятница, 15 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пысăк тĕллевсемпе

Пысăк тĕллевсемпе

Пуçару проекчĕпе килĕшỹллĕн Елчĕк территори пайĕнче çулсерен пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ.

Юлашки çулсенче ял çыннисем масарсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртессине тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Ку тĕлĕшпе Патреккелсемпе Ĕнелсем маттур. Вĕсем картасене пĕтĕмпех çĕнетсе улăштарма пултарчĕç тата ытти ĕçсене те анлă çул пачĕç. Кăçал Елчĕксен тăрăшулăхне те палăртмалла: икĕ масара та тимĕр карта тытнă, вăхăтлăх çурта çĕнетнĕ, масара пырса кĕрекен çула асфальт сарнă.

Çитес çул Елчĕк ялĕн Титов урамĕнче (халăхра «поселок» теççĕ) пурăнакансем те тỹрех икĕ проектпа усă курса масар территорине хăтлăх кĕртесшĕн: карта тытмалла, хапха, çурт тумалла. Пĕтĕмпе 1921587 тенкĕлĕх.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code