Пятница, 15 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çар служби — тĕп тивĕç

Çар служби — тĕп тивĕç

Чăваш Республикин Конституцийĕн 56-мĕш статйинче çакнашкал йĕркесем: «Тăван çĕршыва хỹтĕлесси Раççей Федерацийĕн гражданинĕн чыслă ĕçĕпе тивĕçĕ пулса тăрать.
Раççей Федерацийĕн гражданинĕ федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн çар службинче тăрать».

Çар службин хисепĕпе сумлăхĕ юлашки çулсенче ỹсрĕ. Сроклă тапхăра çар ретне тăракансен услови те лайăх: пухăну вырăнĕнчех ятарлă тумпа, ăçта çити кайнине кура çул çине типĕ апатпа тивĕçтереççĕ, пуйăспа виçĕ талăк ытла каймалла пулсан вĕри апата та тивĕçлĕ. Çавăн пекех ĕç укçин банк карттине, кнопкăллă телефон, «Позвони маме» текен çăмăллатнă тариф «симкине» параççĕ. Çар чаçĕсенче условисем лайăххине те илтме пулать ĕнерхи салтаксенчен. Тепĕр тесен, пĕр çуллăх служба хăнăхса çитмелĕх кăна вĕт. Çĕршывăн çамрăк хỹтĕлевçисене ятарлă çар операцийĕ пыракан е ытти хĕрỹ вырăнсене ямаççĕ.

Совет саманинче çамрăксем хушшинче çар службинчен пăрăнса юлакансем пулман та пулĕ. Вунă класс пĕтернĕ хыççăн повестка парасса кĕтсе кăна тăнă — иккĕленỹллĕ шухăш пулма пултарайман. 1977 çулхи çуркунне Тăрăм ялĕнчен кăна тỹрех çиччĕн çар ретне тăнăччĕ.

Çар пурнăçĕ — аса илỹсен «рейтингĕнче» чи çиелте тăракан пулăм. Вун-вун çул иртсен те манăçа тухмасть салтак аттиллĕ кун-çул. Службăра туптаннă туслăх та, вăхăт иртнĕ май, çирĕпленсе çеç пырать.

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 31-мĕшĕ — кĕрхи призыв кампанийĕн тапхăрĕ. Комсомольски тата Елчĕк çар комиссариатĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пĕтĕмĕшле лару-тăру ку енĕпе аван. Округри 24 каччă, çар тумне тăхăнма хатĕрленекенсем, шухăш-кăмăл тĕлĕшĕнчен çирĕп пулнине çирĕплетеççĕ. Хăшĕ-пĕри Конституцире палăртнă тивĕçе пурнăçлама тытăннă та ĕнтĕ.

Анчах Тăван çĕршыва хỹтĕлессинчен пăрăнса юлакансем те пур. Республикипе илсен вĕсен шучĕ 1400-тен те иртет. Ку вăл виçĕ батальон ытларах вĕт! Пирĕн округри 6 таркăн (кавычкăна илме кирлĕ мар) та çак йышра. Пайăррăн асăнмăпăр вĕсене. Чи пысăк «стажли» — Лаш Таяпа территори пайĕнчен: вăл 9-мĕш призывран пăрăнать ĕнтĕ. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем темĕнле преступника та тăрă шыв çине кăлараççĕ те, унашкал хăравçăсемпе меммесене тупса палăртассипе профилактика операцийĕсем ирттермелле мар-и?

Мĕншĕн тесен киревсĕр тĕслĕх илĕртỹллĕ, теççĕ. Çамрăксенче патриотлăх туйăмĕ вăй илсе пынă, ентешсем ятарлă çар операцийĕнче хăйсен пурнăçне хĕрхенмесĕр нацистсемпе çапăçнă май тỹнтерле пулăма аталанма парас марччĕ.

Çар службинчен пăрăнакансен тĕлĕшпе саккун ĕçлемест мар. Калăпăр, повестка илнĕ хыççăн çар комиссариатне пымасан çамрăка РФ Административлă кодексĕн 21.5 статйипе килĕшỹллĕн айăплаççĕ: штраф виçи маларах 500-3000 тенкĕ пулнă пулсан, 2023 çултан — 10-30 пин тенкĕ таран. Енчен те йыхрав хутне илме темиçе хутчен те пымасан уголовлă ĕç (328 ст.) пуçарма пултараççĕ. Ун пек чухне таркăна 200 пин тенкĕ штрафлама, икĕ уйăх ирĕксĕр ĕçлеттерме, ултă уйăха арестлеме е 2 çула ирĕксĕр хăварма право пур. Вăтăр çул тултарнă хыççăн ăна çар билечĕ мар, хут татки — справка çеç параççĕ.

Чылай çул каялла «Улăп» ФОКра иртнĕ хĕрỹ точкăсенче пулнă ветерансен республикăри спорт фестивалĕнче Кипеç ялĕнче çуралса ỹснĕ Алексей Кирилловпа сăмахлани аса килчĕ. Вăл афган вăрçи витĕр тухнă, десантник. Ăна «Хăюлăхшăн», «Вăрçăри паттăрлăхшăн» медальсемпе наградăланă. Мирлĕ тапхăрта II степень «Аварисĕр ĕçленĕшĕн» паллăна тивĕçнĕ. Алексей Петрович каланă тăрăх, ывăлĕн сылтăм хул пуççи çывăхĕнче тур палли пулнăран призыв комиссийĕ ăна «не годен» тесе палăртнă. Онкологипе çыхăннă ỹт çинчи пăнчă çарта пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратма пултарнăран.

Анчах аслă шкулта вĕреннĕ çамрăк хăйĕн шухăшĕнчен чакман: çар ретĕнче пулмаллах. Черетлĕ комисси ларăвĕнче майор каллех хирĕçлет ăна. Кăмăлсăр каччă коридорпа иртсе пыракан полковникран «пулăшу» ыйтать. Аслă офицер ун хутне кĕрет. Вара Денис алла диплом иличченех салтак тумне тăхăнать. Ашшĕ пекех — десантник!

Сăмах май, десантник юнĕ хĕрĕсенче те пур-тăр çав. Ольга — парашют спорчĕн Раççей спорт мастерĕ, бокс енĕпе Чăваш Ен чемпионки. Виктория та парашютистка. Иккĕшĕ те тухтăр пулса ĕçлеççĕ. Акă, вĕсем, юнашарах патриотсем.

…Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленес умĕн тата каярах нумай салтакăн служба тапхăрĕ палăртнинчен ытларах та тăсăлнă. Тăрăм ялĕнчи Илья Трофимов, 1944 çулта хĕсмете тăрсан, 7 çул сыхланă мирлĕ пурнăçа. Отпуска та сахал килнине калатчĕ. Унăн çамрăклăхĕн чи хаваслă çулĕсем çавăнта иртнĕ теме пулать. Çапах та ỹпкелешсе калаçнине илтмен.

Пĕр çул вара вăл мĕн? Каç выртсан ирхине вăранмалăх кăна. Тăван çĕршыва хỹтĕлессинчен пăрăнакансем сивлеве çеç тивĕç. Вĕсен ашшĕ-амăшĕн çирĕп сăмахĕ те кирлĕ кунта.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code