Çамрăк ăрăва вĕрентсе пĕлỹ парас, Тăван çĕршыва юрăхлă ỹстерес тивĕçе ашшĕ-амăшĕпе пĕрле вĕрентекен пурнăçлать. Пирĕн пурнăçра вĕрентекенĕн тỹпи питĕ пысăк вырăн йышăнать. Шкул ачисене пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме те вăлах пулăшать. Шăпах вĕсем пире çĕршыва кирлĕ çынсем пулма, пĕр-пĕринпе хутшăнма, савăнăçа пĕрле пайлама, инкекре пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентеççĕ. Хальхи вăхăтра вĕрентекенĕн пĕлтерĕшĕ татах анлăланчĕ. Çамрăк ăру мĕнле çитĕнесси унран нумай килет-çке.
Кашни çыннăн хăйĕн пĕчĕк çĕршывĕ пур, çуралнă вырăнĕ, савнă шкулĕ тата юратнă вĕрентекенĕ. Эпĕ Энтепе ялĕнче çуралнă, Кушкăри вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренетĕп. Пире пултаруллă та тавçăруллă, ырă кăмăллă вĕрентекенсем пĕлỹ параççĕ, тĕрĕс воспитани парас тесе тăрăшаççĕ. Эпĕ ытларах Елена Васильевна Ягудина урокĕсене кăмăллатăп. Вăл пирĕн класс ертỹçи, биологипе хими предмечĕсене вĕрентекен. Саккăрмĕш класс ачисен — иккĕмĕш «амăшĕ».
Пирĕн класра пурĕ 14 ача. Вĕсем тĕрлĕ ялсенчен çỹреççĕ. Унта тутарĕ те, чăвашĕ те пур. Апла пулин те эпир питĕ туслă пурăнатпăр. Çак туслăха кунсерен çирĕплетме, упрама пире Елена Васильевна вĕрентекен пулăшать. Кирлĕ вăхăтра пулăшу аллине тăсма та, сĕнỹсем пама та пултарать. Эпир унăн урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, мĕншĕн тесен вăл пире пĕлỹ тĕнчинчи çĕнĕлĕхсемпе нумай паллаштарать. Чылай чухне уроксене компьютер технологийĕпе, «Точка роста» центр хатĕрĕсемпе усă курса ирттерет. Пур шкул ачипе те анне пек, тус-тăван пек вăл. «Лайăххисемпе» «япăххисем», «пуяннисемпе» «чухăннисем» çук унăн, çавăнпах пулĕ ăна кашни ача чун-чĕререн хисеплет, хаклать. Учитель те шкул ачисене юратупа ачашлăх парнелет.
— Чунра хавхалану пулмасан педагог профессийĕ савăнăçпа киленỹ кỹреймĕ, — палăртать вĕрентекенĕмĕр.
Елена Васильевна Ягудина (Алексеева) Аслă Пăла Тимеш ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ. Ачисем вĕреннĕ çынсем пулччăр тесе Василий Никитичпа Екатерина Никандровна ырми-канми тăрăшнă. Мал ĕмĕтлĕ Елена Алексеева вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн тĕп хуламăрти пединститута химипе биологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Учитель профессине алла илнĕ хыççăн çамрăк специалиста Сăрьел шкулне биологипе хими учителĕ пулса ĕçлеме янă. Унта пилĕк çул ĕçленĕ хыççăн вăл хăй вĕреннĕ тăван шкулта биологи предметне вĕрентме пуçланă. Хальхи вăхăтра Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вăй хурать. Шкул ачисене тĕрĕс воспитани парас тесе тăрăшать, биологипе хими предметне вĕрентет.
Елена Васильевнăсăр шкулти, округри мероприяти сайра иртет тесен те йăнăш пулас çук. Вăл вĕрентекен ачасем çулсеренех районти олимпиадăсенче, наукăпа практика конференцийĕсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Юратнă вĕрентекенĕм биологи учителĕсен тĕнче, Раççей, республика шайĕнче иртекен методика фестивалĕсене, конкурсĕсене те хастар хутшăнать, çĕнтерỹçĕ ята та час-час тивĕçет. Кашни çулах шкулта вăрман, кайăксен кунне, предмет эрнине, тĕрлĕ-тĕрлĕ конкурссем ирттерет. Кăçал Чăваш Енре Экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курмалли çулталăк тесе палăртрĕç. Çак çулталăка халалласа Елена Васильевна «Вконтакте» сайтра «Мир заповедной природы» страница та уçнă, унта тăтăшах шкулта иртекен мероприятисем пирки çырать, çут çанталăка упрамалли пирки палăртать. Ку ĕçе вĕренекенсене те явăçтарать. Хаклă вулаканăм, асăннă сайта кĕрсе эсĕ те паллашма пултаратăн ку страницăпа. Вуласа пĕлмелли, кăсăкли, çĕнни нумай унта.
Е.Ягудина ăста педагог çеç мар, юратнă анне те, ырă кăмăллă асанне те. Мăшăрĕпе пĕрле икĕ ача пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. Ачисене те ĕçе юратма, çынна хисеплеме хăнăхтарнă.
— Ачасене шкул валли мар, пурнăç валли ăс парса çитĕнтермелле, — тет ман юратнă вĕрентекенĕм.
Эпĕ хамăн вĕрентекенпе чăннипех те мăнаçланатăп, унран ырă тĕслĕх илетĕп, ăна сывлăх тата телей сунатăп.
Карина МИХЕЕВА, Кушкă шкулĕ.