Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрçă ветеранĕ -100 çулта

Вăрçă ветеранĕ -100 çулта

Мария Диомидовна Абрамова мана яланхиллех ăшшăн кĕтсе илчĕ. Çĕр çула çитнĕ тесе те калаймăн ăна: ăсĕ-тăнĕ çивĕч, кашни пулăма тата цифрăна асра тытать, ыйтусем çине тулли хуравсем парать.

Патреккелте çуралса ỹснĕскер, ялти, çав вăхăтрах районти хыпарсене йăлтах пĕлсе тăрать.

— Патреккел ялĕнче халĕ чи асли Александра Добронравова, — тет вăл васкамасăр.

— Ăстан пĕлетĕр хыпарсене?

— Хаçат вулатăп эпĕ. «Елчĕк ен» хаçата пичетленсе тухма пуçланă кунранпах çырăнатăп. Паллакансемпе телефонпа калаçатăп. Шел, иртнĕ çул декабрĕн 14-мĕшĕнче, кин больницăра выртнă вăхăтра, ỹкрĕм. Аяк пĕрчи икĕ шăммине хуçтарса вăрах сиплентĕм. Ỹкни çеç сиен кỹчĕ-ха мана. Çакăн хыççăн урасем утмаççĕ, куçсем япăхланчĕç кăштах. Пỹртре хам тĕллĕн те çỹрекелеттĕмччĕ. Кинпе ывăл пулăшнипе мунчана та хам тĕллĕнех утса каяттăмччĕ-ха та эпĕ.

— Мунчана инçе каймалла-и?

— Ара, инçе мар, кунта çул урлă анчах каçмалла, — тет вăл, — Тавах кинпе ывăла. Вĕсем мана пĕчĕк ача евĕрех пăхаççĕ.

Мария Диомидовна çине пăхатăп та тĕлĕнетĕп. Хăйĕн ĕмĕрĕнче мĕн чухлĕ хура-шур курнă, асап тỹснĕ пулĕ вăл, вăрçă нуши витĕр тухнă, çапах та пурнăç сулмакĕ хуçайман ăна: таса куçĕсем ăшшăн тинкереççĕ, çак çын ĕмĕрĕпех тỹрĕ чунлă та мал ĕмĕтлĕ пулнине, ырра шанса шав малалла утăмланине çирĕплетеççĕ.

Мария 5 ачаллă çемьере кун çути курнă. Ашшĕпе-амăшĕ Диомид Семеновичпа Евгения Алексеевна ĕмĕрĕсене тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ. Мария ачасенчен чи асли пулнă. 1921 çулхи Георгий шкултан вĕренсе тухсан строитель профессине алла илнĕ, Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçлансан унта тухса кайнă, хыпарсăр çухалнă. Елизавета (1926 çулта çуралнă) шкул хыççăн Элекçей Тимеш ялне Иван Васильевич Кузьмина (вăл вăрçă ветеранĕ пулнă) качча тухнă, каярах Мускавра пурăннă вĕсем. Нина (1928 ç.) Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче ĕçленĕ. Шел пулин те, пурнăçран уйрăлнă вĕсем пурте. Абрамовсен кĕçĕн ывăлĕ Василий (1934 ç.) çемйипе Патреккел ялĕнче пурăнать.

Мария 1919 çулхи нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче кун çути курнă. Шкул хыççăн Патăрьелĕнчи педагогика техникумĕнче вĕреннĕ, унтан Шуршу, Патреккел, Аслă Елчĕк шкулĕсенче кĕçĕн классен учителĕнче ĕçленĕ. Вăрçă пуçланнă çул вăл районти учительсен профсоюз комитечĕ йĕркеленĕ санитари дружинникĕсен 6 уйăхлăх курсĕнче вĕреннĕ. 1943 çулхи январĕн 8-мĕшĕнче çамрăк учителе (Аслă Елчĕк шкулĕнче вĕрентнĕ вăл ун чухне) вăрçа илсе тухса каяççĕ. М.Абрамова Мускав хулине сывлăшран тапăнса кĕресрен хỹтĕлекен фронта лекет, кунта вĕсене прожекторпа ĕçлеме хăнăхтараççĕ. Мускав енне вĕçекен тăшман самолечĕсене прожекторсемпе çутатасси вĕсен тĕп тивĕçĕ пулса тăрать. Çав вăхăтрах нимĕçсен истребителĕсене хирĕç çĕкленекен хамăрăн самолетсене те çутатаççĕ вĕсем. 1945 çулхи кăрлач уйăхĕнче М.Абрамова тăракан 6-мĕш зенитпа прожектор полкне Берлина илсе кайма тĕллев лартнă. И.Конев маршал ертсе пыракан 1-мĕш Украина фронтне илсе çитернĕ вĕсене малалла шăпа. Полк Величка хулинче чарăннă, Германи енчен вĕçсе килекен самолетсене прожекторсемпе çутататасси тĕп тĕллев пулнă. Çакăнта вĕсем пирĕн халăх фашистсене çапса аркатса Аслă Çĕнтерỹ тунă хыпара илтеççĕ:

— Çав тери ырă хыпар, пысăк савăнăç пулчĕ вăл пирĕншĕн. Çĕрле куç хупмасăр эпир киле каясси пирки ĕмĕтлентĕмĕр, шăкăл-шăкăл калаçрăмăр.

Анчах та вĕсен ырă ĕмĕчĕ тепĕр кунне татăлнă. Японипе СССР хушшинчи хирĕç тăрăва пула вĕсен полкне Краково хулине илсе кайнă, кунта 3 уйăха яхăн тытнă.

— Августра эпир тинех киле кайма хушу илтĕмĕр. Киле таврăннă чух поезд çинче хамăр ял çыннине Семен Соловьева тĕл пултăм. Эпĕ хамăр ялтан пĕчченех пулнă май Семен тетене курсан çав тери савăнтăм. Çапла çитрĕмĕр эпир киле, — сăмахне малалла тăсать кинеми.

Яла таврăнсан Патреккелĕнче, Аслă Елчĕкре вĕретекенре тăрăшать Мария Диомидовна. 1949 çулта вăл Таяпа Энтри каччипе Владимир Николаевич Щипцовпа пĕрлешет. Çемьера икĕ ача кун çути курать: Валерий (1951ç.) тата Борис (1954 ç.)

— Упăшкаран 35 çултах тăлăха тăрса юлтăм эпĕ. Кĕçĕн ача çуралсан, 1954 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕччĕ ун чухне, тепĕр сехетренех пурнăçран уйрăлнă мăшăрăм. Электромонтерта тăрăшатчĕ вăл. Юпа çине улăхнă та, юпи çĕрĕшнĕрен юпипе пĕрлех йăванса кайнă. Ăна юлашки çула та ăсатаймарăм эпĕ. Ачана йывăр çуратнипе мана хускалма та хушмарĕç. Çак хăрушă хыпара та, паллах, мăшăрăма пытарнă хыççăн çеç пĕлтерчĕç. Киле сентябрĕн 24-мĕшĕнче тин кăларчĕç. Аслă ачана аннесем патне леçнĕччĕ вăл вăхăтра. Киле çитрĕм те çав тери пушă пулса кайрĕ чунра…, — çапларах аса илет вăл вăхăта ветеран-фронтовик.

Асапĕ çăмăл мар пулсан та тỹснĕ хĕрарăм, йывăр хуйха ачисемпе, ĕçпе пусарса пурнăç сукмакĕпе шав малаллах утăмланă. 2 ачине пĕчченех ура çине тăратнă. 1953-1979 çулсенче Елчĕкри «Солнышко» ача садĕнче тăрăшнă, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 48 çулпа танлашнă. 1976-1977 çулсенче вăл «Солнышко» ача сачĕн çĕнĕ çуртне хăпартас ĕçе йĕркелесе пынă. Пысăк тăрăшулăха кура кĕске вăхăтра хута яма май килнĕ ăна.

— Çав çулсем сывлăх çине тарăн йĕр хăварчĕç. Йывăр чирлесе больницăрах сипленме тиврĕ, — тет М.Абрамова.

Паянхи кун М.Абрамова Елчĕк ялĕнче Борис ывăлĕпе тата Галина кинĕпе пурăнать. Борис Владимирович çыхăну уйрăмĕнче электромеханик пулса тăрăшнă, Галина Алекссевна культура сферинче ĕçленĕ. Аслă ывăлĕ Валерий Владимирович Владимир хулинче пурăннă. Тепĕр асаплă та йывăр хуйха тỹссе ирттернĕ амăшĕ — шел пулин те, 1995 çулта сарăмсăр пурнăçран уйрăлнă Валерий. Аслăмăшĕн чунне 2 мăнукĕ тата 7 кĕçĕн мăнукĕ ăшăтаççĕ, кунта час-часах килсе çỹреççĕ вĕсем. Аванах туять-ха паян 100 çулхи вăрçă ветеранĕ хăйне.

— Хăш чухне юн пусăмĕ ỹсет. Ỹснине антарма çăмăл, чакса кайнине вара хăпартма йывăртарах, — тет Галина Алексеевна кинĕ. Пỹлĕмсенчи кашни кĕтес хĕрарăм ĕçчен те типтерлĕ пулнине çирĕплетеççĕ. Галина Щипцова тĕрленĕ тата çыхнă хатĕрсем хваттере илем кỹреççĕ.

«Мĕнре ши çыннăн вăрăм ĕмĕр пурăннин вăрттăнлăхĕ?» Çак ыйту çине кинеми çапла хурав пачĕ: «Туррăн ирĕкĕ пулĕ ĕнтĕ. Эпĕ ĕмĕр тăршшĕпех тирпейлĕ те тỹрĕ, тĕрĕс пурăнма, хама яланах алăра тытма, çынпа çын пек пулма тăрăшнă.»

Ветеран кăкăрĕ çинче Тăван çĕршыв аслă вăрçин орденĕ (2 степень), «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулĕсенчи аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» тата юбилей медалĕсем йăлтăртатаççĕ, арчинче вăрçă вăхăтĕнче пысăк паттăрлăхпа хăюлăхшăн 6-мĕш зенитпа прожектор полкĕн штабĕнчен панă Хисеп хучĕ упранать.

Çутă та ырă малашлăхшăн çапăçнă вăрçă ветеранне, ĕмĕрне чыспа тата сумпа ирттернĕ ватăна пĕр ĕмĕрхи юбилей ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх телей сунар.

Елена ПЕТРОВА. Сăн ỹкерчĕкре: Мария Абрамова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code