Инкек-синкек куçа курăнса килмест теççĕ. Ку чăннипех те çапла.
Эпир те, ялти ытти çынсем пекех, выльăх-чĕрлĕх усратпăр. Анчах юлашки çулсенче тем амакĕ çакланчĕ, ĕнесем ăнми пулчĕç. Кăçал та лайăх сĕт паракан ĕне вилчĕ. Юрать, Росгосстрахра ăна кашни çулах страхлатпăр. Н.Иванова страховательпе тачă çыхăну тытатпăр. Çакă пире тепĕр ĕне туянма укçа-тенкĕ енчен пулăшу кỹчĕ. Страхламан пулсан 50-60 пин шыв пек юхса каятчĕ.
Çавăнпа та эпир кил-çурта та, хуралтăпа мунчана та, выльăх-чĕрлĕхе яланах страхлатпăр.
А.ЧУМАНОВ.