1940-1950 çулсем Совет Союзĕнче пĕчĕк юхан шывсем çинче ГЭС тăвасси анлăн сарăлнă вăхăт пулнипе палăрса тăраççĕ. 1950 çул тĕлне пирĕн çĕршывра 6 пин пĕчĕк гидроэлектростанци пулнă. 1945 çулхи март уйăхĕнче Чăваш АССР Правительстви ял хуçалăхне çутăпа тивĕçтерес тĕлĕшпе ятарлă «О развитии сельской электрификации в Чувашской АССР» йышăну кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче 1946-1950 çулсенче 111 ялта электростанци тума план лартнă. Вĕсенчен 108-ĕшне шыв вăйĕпе ĕçлеттермелле тумалла пулнă. Ăна валли юрăхлă вырăн шырас, оборудовани илес тата проект тăвас ĕçе «Чувашсельэлектро» кантурне хушнă. Вырăнти ресурссене шута илсе республикăра дизель, шыв тата ăшă вăйĕпе ĕçлекен электростанцисем тăвас ĕç пуçланнă. Вĕсене уйрăм коллективлă хуçалăхсем е пĕчĕк предприятисем валли ăсталанă. Çак çулсенче Чăваш АССРĕнче ял хуçалăхне çутăпа тивĕçтерес тĕлĕшпе ÿсĕмлĕ ĕçсем туса ирттернĕ. Енчен те 1945 çулта республикăра 7 колхозпа 8 МТС çутă вăйĕпе усă курнă пулсан, 1955 çулта – 178 колхозпа 29 МТСа çутăпа тивĕçтернĕ.
Çакăн пек пĕчĕк ГЭСсем пирĕн тăрăхра Кĕçĕн Пăла çинчи – Елчĕк ялне, район больницине тата Аслă Пăла юхан шывĕ çинчи – Ворошилов ячĕллĕ колхоза çутăпа тивĕçтернĕ. Кĕçĕн Пăла çинчи ГЭСа мĕнле тунине тата усă курнине паллă таврапĕлÿçĕ Владимир Московский «Елчĕк ен» хаçатра анлăн çутатнăччĕ. Ун хыççăн манăн та Аслă Пăла шывĕ çинчи ГЭС пирки тата та тĕплĕнрех пĕлес шухăш çуралчĕ. Çавна май тĕрлĕ литературăпа, таврари ватăсемпе курса калаçма тÿр килчĕ. Статьяна Кушкă ялĕнче пурăнакан Илья Трофимов таврапĕлÿçĕ аса илĕвĕпе пуçлани вырăнлă пулĕ тесе шутлатăп:
– 1949 çулхи ăшă та хĕвеллĕ кĕрхи кунсем. Çак çул эпĕ Кушкăри 7 çул вĕренмелли шкулăн пĕрремĕш класĕнче вĕренме пуçланă. Пирĕн вĕрентекен, вăлах класс ертÿçи, Л.Ф.Дементьева пĕр кунхине уроксем хыççăн Аслă Пăла шывĕ хĕррине çут çанталăкпа паллашма экскурсине каяссине пĕлтерсен эпир, пĕчĕк шăпăрлансем, питĕ хытă савăнтăмăр.
Шкул çурчĕ хыçĕпе юхса выртакан Тимбайвар çырми тăрăх çурçĕрелле ял хĕррине çити кайрăмăр, масар çумĕпе иртсе Аслă Пăла Тимеше каякан çул урлă каçрăмăр та хĕвел тухăçнелле утрăмăр. Икĕ ял хушшинчи анлă улăх урлă каякан çула тăпра купаласа дамба хăпартнă. Аслă Пăла шывĕ эпир пыракан вырăнтан пĕр çухрăма яхăн аякра юхса выртать. Çуркунне çырантан тухакан шыва юхса кайма пĕве çине виçĕ йывăç кĕпер хывнă. Çак ĕçсене районăн 1933-1934 çулсенчи çул-йĕр тумалли программине тĕпе хурса пурнăçланă.
Малалла утнăçемĕн тĕлĕнмелли тупăнсах пычĕ, пиртен сылтăм енче «КИМ» колхозăн /Кушкă ялĕ/ 3-мĕш, 4-мĕш бригадисен хуçалăхĕ вырнаçнă, кунтах лаша витисем. Улăх хĕррипе çырма тĕпĕнче шыв шăнкăртатса юхать, унăн çумĕпе çухрăм çурă ытлашшипех утсан часах эпир Аслă Пăла шывĕ варринче çынсем ĕçленине асăрхарăмăр. Класс ертÿçи пире кунта Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи В.В. Зайцев ертсе пыракан Ворошилов ячĕллĕ колхоз шыв вăйĕпе усă курса электроэнерги паракан станци туни çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Эпир курма пынă вăхăта ГЭС çурчĕ пулмалли вырăна, Пăла шывĕн сулахай енне, тăпра купаласа типĕтнĕччĕ, шывĕ вара сылтăм, Кушкă енĕпе юхса выртатчĕ. Ĕçлекенсем Пăла тĕпĕнче сăвайсем çапатчĕç. Эпир пынă вăхăтра çак йывăр ĕçе алă вăйĕпе ĕçлетчĕç.
Илья Матвеевич Аслă Пăла Тимешре пурăннă, тăхăр çул бригадирта, 24 çул хушши ферма заведующийĕнче вăй хунă В.Н.Диомидов каласа панине те çырса илнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, Ленин, Октябрь Революцийĕн, «Хисеп Палли», Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕсен, «Хăюлăхшăн», «Ĕçре палăрнăшăн» медальсен кавалерĕн аса илĕвĕнчен:
– Çак вăхăтра колхозра ултă бригада шутланнă, колхозниксем пысăк тупăшлă тыр-пул туса илес тесе ырми-канми тăрăшнă. Хĕллехи вăхăтра агрокружока çÿренĕ, анасем çинче юр тытнă, çуркунне килсерен чăх-чĕп каяшĕ, кĕл пуçтарнă. 1947 çулта тырă ăнса пулнă, 40 гектарлă лаптăкран 1 гектар пуçне 35,2 центнер тĕш тырă туса илнĕ. Çак ÿсĕмсемшĕн СССР Верховнăй Совечĕн Указĕпе В.В.Зайцев колхоз председательне, Г.И.Емельянов бригадира, М.Д.Лаврентьева тата А.Е. Петрова звеньевойсене Социализмла Ĕç Геройĕ ятне панă, чылай колхозник тĕрлĕ орденсемпе медальсем илме тивĕçнĕ.
Тыр-пул нумай туса илнине пула ĕç кунĕ тăрăх 16 кг тырă валеçсе пама май килнĕ. Колхозăн отчетлă пухăвне килнĕ ВКП?б/ Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Т.А.Ахазов: «Пĕр ĕç кунĕ пуçне 8-шар кг тырă парсан та çителĕклĕ, ыттине авăртса Хусан хулине çăнăхла кайса сутмалла та укçа тумалла. Çав укçана Аслă Пăла шывĕ çинче колхоз валли ГЭС тунă çĕре ямалла», – тесе ăнлантарнă. Колхоз членĕсем çак шухăшпа килĕшсе йышăнăва пĕр саслăн пулса алă тăратса çирĕплетнĕ.
Чăваш ял хуçалăх институчĕн пĕрремĕш ертÿçи пулнă Н.Н.Никитин, çак вăхăтра колхоз агрономĕ:
– Енчен те унччен çурхи шыв пирĕн хирсенчи пулăхлă тăпрана юхтарса каятчĕ пулсан, малашне эпир шыва пăхăнтарса Пăлари юшкăна хире каялла транспортерпа илсе килмелле тăватпăр, – тесе тухса калаçнă.
Ку ĕнтĕ колхоз малашнехи пурнăçра ял хуçалăхĕнче электричество вăйĕпе туллин усă курма тĕллев лартнине пĕлтернĕ.
Ялти В.Емельянов, П.Плотников сумлă ватăсем ГЭС тунă çĕрте ĕçленĕ вăхăтсене аса илсе статьяна анлăлатма пулăшрĕç. Вăл çулсенче Виссарион Васильевич тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланă, Петр Андреевич ĕçлекенсем патне шыв турттарнă.
Укçа-тенкĕ, строительство материалĕсем хатĕрлесе çитерсен 1949 çулта пысăк калăпăшлă стройка пуçланнă. Колхоз чĕнсе илнĕ специалистсем ятарлă приборсемпе усă курса шыв хăвăртлăхне, палăртнă вăхăтра мĕн чухлĕ юхнине виçнĕ, пĕвелесен шыв мĕн чухлĕ пуçтарăнма пултарассине тĕрĕсленĕ. Ятарласа килнĕ специалистсем, вырăнти колхоз ĕçченĕсем, таврари ялсенчен килнĕ çынсем çанă тавăрса вăй хунă. Шалăва рабочисене куллен тырăпа тÿленĕ, вĕри апатпа тивĕçтернĕ. Ытти колхозсен тырă çителĕксĕррине шута илсен, çак тÿлев пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Апат пĕçерме пулас çуртăн хĕвел анăç енне хăмаран çапса ятарлă сарай туса лартнă. Рабочисене апат пĕçернĕ çĕрте Елена Петрова повар тăрăшнă.
Стройкăра куллен 100 яхăн çын вăй хунă. Вĕсене строительсен бригадирĕ А.И.Плотников ертсе пынă. Стройкăри ĕçсен ытларах пайне алă вĕççĕн пурнăçланă, лашасемпе те анлăн усă курнă. Хăйăрне Шăмалакран, чулне Тутар Республикинчи Тăмпай ялĕнчен, цементне Канаш е Пăва хулинчен турттарнă. Строительство материалĕсене турттарма колхозăн ГАЗ-АА, халăх хушшинче калакан «полуторка» тата Çĕрпÿ хулинче вырнаçнă «Чувашсель-электро» организацинчи Василий вырăс çынни çÿрекен ЗИС-150 автомашинăсемпе усă курнă. Вăл вăхăтри гараж ертÿçи Ф.А.Перепелкин автомашинăсене кăлтăксăр çÿреттерес тесе нумай тăрăшнă. Малтанласа сăвайсене алă вĕççĕн çапнă, кайран дизель-молотпа усă курнă. Унта А.П.Флотский, ун хыççăн А.А.Перепелкин пысăк тăрăшулăх кăтартнă. Çурта купаланă çĕрте кирпĕч хуракансем, штукатурка тăвакансем Н.Т.Ивановпа Исеккел тутарĕ пулнă. Кунтах хăмаран çапса тунă сарай туса лартнă, унта 40 см пысăкăш пĕрене кĕрекен хăма çурмалли рама вырнаçтарнă. А.Н.Козлов, Д.Р.Курицын рамщиксем, вĕсене пулăшакансем Аркадий Ягинпа /Исемпел/ В.В. Емельянов шаннă ĕçе яваплăхпа пурнăçланă.
ГЭС çуртне туса пĕтернĕ хыççăн машинăсен залне икĕ турбина вырнаçтарнă, вĕсем икĕ шлюз витĕр юхакан шыв вăйĕпе çаврăннă. Турбинăсем 1951 çулхи октябрь уявĕ тĕлне электроэнерги пама тытăннă. Çапла ĕнтĕ Аслă Пăла юхан шывĕ çинчи ГЭС витесене тата ял çыннисен çурчĕсене çутăпа тивĕçтернĕ. Гидроэлектростанци çуртне, пĕвене пăхса тăма тата сыхлама Исемпел çыннине Ф.Сорокина шаннă.
Малтанхи çулсенче юхан шыва Кушкă ялĕ енчи айлăмран тăпра илсе пĕвеленĕ. Каярахпа пĕвелемелли тĕревсене ятарласа Канаш хулинчи вакунсем юсакан заводра швеллертан тутарнă. Çуркунне вĕсене пĕр тĕнĕлĕнчи штырьне кăларса шыва йăвантарнă, пăр кайса пĕтсе шыв чаксан тĕревсене тăратса йывăç бруссемпе пĕвеленĕ.
1955 çулхи утă уйăхĕн 2-5-мĕшĕсенче Шупашкарти 6-мĕш номерлĕ вăтам шкулти Г.С.Жирнова биологпа вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ колхозра экскурсире пулнă. Хуçалăхăн тĕрлĕ объекчĕсемпе паллашнă май вĕсем ГЭСăн машина залне те кĕрсе курнă.
ГЭС пĕви урлă çуран каçса çÿреме те май пулнă, тимĕр тĕревсен уратисем çине хăма сарнă, каçнă чухне алăпа тытса пыма айккинчи тĕревсем çине ятарлă троссем карăнтарнă. Анчах та ГЭС колхоз ыйтăвне тивĕçтереймен, вăл çуркуннехи шыв вăйĕпе çеç лайăх ĕçленĕ. Çакна шута илсе 1953 çулта ялăн хĕвел тухăç енне йывăçран тунă электростанци хăпартнă. М.С.Спиридонов художник çак çĕнĕ йывăç çурта хытă хут çине сăрăсемпе ÿкернĕ картина халĕ те упранать. Нумай чухне йĕтемри тата ял хĕрринчи «Нефтянка» двигательпе ĕçлекен электростанцисем çутă панă. Колхозри йывăр ĕçсене механизациленĕ май çак электростанцисен хăвачĕ пушшех чакнă. Çавна шута илсе 1958 çулта колхоза Шупашкартан килнĕ Г.И.Охотников инженер-строитель ертсе пынипе кирпĕчрен электростанци туса лартнă. Унта вырнаçтарнă генератора 300 лаша вăйĕллĕ танк двигателĕпе ĕçлеттернĕ. Колхозри электростанцисене Т.М.Дмитриев электрик пăхса тăнă. Çутăна ирхине 5 сехетре çутнă та çутăлсан сÿнтернĕ, каç сăнĕ çапсан çутса çĕрле 10 сехетре чарнă. Йывăç электростанци çурчĕ пушансан унта тракторсене юсама пуçланă, каярахпа арман тунă. Унта ял çыннисем валли çăнăх авăртма тытăннă.
Колхозри электростанци ялсене электрификацилеме пуçланичченех ĕçленĕ. Пирĕн района 1968 çулхи Октябрь уявĕ тĕлне пĕтĕмпех электрификациленĕ. Çак пулăм хыççăн хуçалăхăн техникине электростанцин кирпĕч çуртĕнче юсама пуçланă, кунтах токарь станокĕ, урапасене сапламалли агрегат та вырнаçтарнă. Çул урлă машинăпа трактор паркĕ, тимĕрçĕ лаççи пулнăран çак питĕ меллĕ юсав мастерскойĕ шутланнă.
Малалли çулсенче ГЭС ĕçлемен пулсан та унăн пĕвине ХХ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенче колхозсем саланса кайичченех çуркунне уçса-хупса тăнă. Шыв тарăннипе усă курса колхоз кантăр акнă вăхăтра сулăсем туса кантăр шÿтернĕ, курăк, пахча çимĕç анисене шăварнă. Пĕвеленĕ Пăла шывĕ сарлака пулнипех ĕнтĕ ХХ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен варринче Аслă Пăла Тимеш ялĕнче кÿршĕллĕ Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски районĕсем хушшинче шывра ишес енĕпе ăмăртусем те ирттернĕ.
Ял çыннисем газ плитисем вырнаçтарса баллонпа усă курма тытăнсан ГЭС çуртне баллон упрама йĕркелесе ячĕç, çуртăн хĕвел тухăç енĕнче хурал тăракансене валли пĕчĕк йывăç çурт лартрĕç. В.П. Васильев ял халăхне газ баллонĕсемпе тивĕçтерме тытăнчĕ. Хуралçă пулса А.П. Санти вăй хучĕ. Çĕнĕ склад тунă хыççăн ГЭС çурчĕн маччи-урайĕсене çĕмĕрсе, унта та кунта сĕтĕрсе пĕтерчĕç, çурт юхăнса кайрĕ, Пăла шывне те пĕвелеме пăрахрĕç.
2016 çултан пуçласа Аслă Пăла Тимеш ял çамрăкĕсем пуçарнипе В.Ф.Петров предпринимателĕн пилораминче ятарлă бруссем çурса юхан шыва çĕнĕрен пĕвелеме тытăнчĕç. Çамрăксем тăрăшнипе плотина умне ял халăхĕ валли шыва кĕмелли ятарлă вырăн ăсталарĕç, кунтах сулхăнра канма беседка туса лартнă, шашлăк пĕçерме мангал та вырнаçтарнă.
В. ПЛОТНИКОВ.