Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕршыв историйĕнчи пĕлтерĕшлĕ пулăм

Çĕршыв историйĕнчи пĕлтерĕшлĕ пулăм

Бородино хирĕнче йывăр çĕнтерÿ тунă хыççăн вырăс çар пуçлăхĕсен умне çивĕч ыйту тухса тăрать: Мускав хулине çапăçусăрах французсен аллине парса хăвармалла е тепĕр çапăçăва кĕмелле?

Сентябрĕн 13-мĕшĕ çĕршыв историйĕнче пĕлтерĕшлĕ пулăмпа асра юлнă – Мускав çумĕнчи Фили ялĕнче çак темăпа çар пуçлăхĕсен канашĕ иртнĕ. Ирпе 5 сехетре Михаил Фролов хресчен çуртне М.И.Кутузов, М.Б.Барклай-де-Толли, Л.Л.Беннигсен, Д.С.Дохтуров, А.П.Ермолов, П.П.Коновницын, А.И.Остерман-Толстой, Н.Н.Раевский, Ф.П.Уваров, К.Ф.Толь, П.С.Кайсаров пуçтарăннă /унта миçе çын пулни паллă мар, мĕншĕн тесен протокол хатĕрлемен/.

Барклай-де-Толли Мускав хулине çапăçусăрах хăвармалла, çакă вырăссен çарне упраса хăварма май парĕ тенĕ. Беннигсен çапăçăва кĕме хистенĕ. Нумайăшĕ унăн шухăшне ырланă. Çак тавлашăва М.И.Кутузов татса панă. Вăл хăйĕн шухăшĕнче Мускава çухатнипе Раççей пĕтменнине палăртнă, çапла сĕннĕ:

– Тăшмана çĕнтерме тĕрĕс-тĕкел, çирĕп çар кирлĕ. Çар пĕтсен Мускав та, Раççей те пĕтет. Чакмалла!

Çакăн евĕр приказ пама М.И.Кутузова пĕрре те çăмăл пулман, мĕншĕн тесен çĕршывăн тĕп хулине тăшман аллине пама хăрушă пулнă, çав вăхăтрах вăл хăйĕн должноçне çухатма та пултарнă.

Патшапа унăн таврашĕсем ку шухăша еплерех йышăнассине никам та пĕлмен. Паллă çар пуçлăхĕ тĕрĕс утăм тунине вăрçăра пирĕн çарсем çĕнтерни кăтартса панă. Шăпах çак канаш пĕлтерĕшне А.Д.Кившенко ÿнерçĕ хăйĕн «Филири çар канашĕ» ĕçĕнче /1880 ç/ сăнласа кăтартнă.

О.ЕГОРОВА,
Шăмалакри тĕп шкул учителĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code