Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пиччĕшĕсен çулĕпе

Пиччĕшĕсен çулĕпе

Тăрăм ялĕнчи Никита Герасимовичпа Мария Тихоновна Скворцовсем ултă ачана пурнăç парнеленĕ. Кил хуçи Тăван çĕршывăн аслă вăрçи витĕр тухнă. Кăмăлĕпе çирĕпчĕ вăл, мăшăрĕ ăна хирĕçле – питĕ сăпайлăччĕ. Ачисем çак икĕ палăрăма ĕçченлĕхпе пĕтĕçтерсе çитĕннĕ. Виççĕшĕ тава тивĕçлĕ ята тивĕçни ашшĕ-амăшĕн воспитанийĕн кăтартăвĕ мар-и?

Тĕп сăмахăм кĕçĕнни пирки пулĕ. Маларах – аслисем çинчен кĕскен.

АНАТОЛИЙ

1947 çулта çуралнă. Çĕнĕ Пăвари вăтам шкултан, Тутарстанри Пăва хулинчи ПТУран, Шупашкарти строительство техникумĕнчен вĕренсе тухнă. 1966-1969 çулсенче Совет Çарĕн Германири ушкăнĕнче службăра тăнă, медале тивĕçнĕ. «Рассвет» колхозра трактористра, тĕп хулари агрегат заводĕнче слесарь-монтажникра вăй хунă. 1977-1996 çулсенче – акционерсен «Монолитстрой» обществин аслă прорабĕ.

Республикăра малтанхи, çавăн пекех опытлă монолитчиксенчен пĕри, 3 çул Лаос çĕршывĕнче пысăк щитлă опалубкăсене юсас тĕлĕшпе инструкторта тăрăшнă, Арменири çĕр чĕтренĕвне пула арканнă Ленинакан хулинче çурт-йĕр çĕклеме хутшăннă. Шăллĕ Федор та хăйĕн тÿпине хывнă унта.

Анатолий Скворцов – III степень Ĕç Мухтавĕн орденĕн кавалерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ /1991/. 1996 çулта вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

ЕЛИЗАВЕТА

1951 çулта çут тĕнчене килнĕ. Елчĕк вăтам шкулне, Тамбов облаçĕнчи Мичуринск хулинчи апат-çимĕç промышленноçĕн техникумне пĕтернĕ. Ун хыççăн 35 çул пĕр вырăнта – Шупашкарти эрех заводĕнче мастерта, участок тата цех начальникĕнче ĕçленĕ. Чăваш Республикин апат-çимĕç промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ?2004/.

МИХАИЛ

Чи кĕçĕнни. 1961 çулта кун çути курнă. Елчĕкри вăтам шкулта, Чăваш ял хуçалăх институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Хĕсметре пулнă. Калинин облаçĕнчи Сандов райĕçтăвкомĕн Госсельхознадзор тĕп инженерĕнче, Шупашкарти «1-мĕш Стройтрест» акционерсен уçă обществинче мастерта, прорабра, директорта, генеральнăй директорта тăрăшнă. Ăна Казахстан комсомолĕн Тĕп Комитечĕн кĕмĕл медалĕпе, Раççей Федерацийĕн строительствăпа промышленность ĕçченĕсен профсоюзĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ /2004/, 2006 çулхи строительство отраслĕнчи республикăри чи лайăх предприниматель.

19 çул каялла М.Скворцов Стройтрест никĕсĕ çинчех «СКАТ-2000» строительство предприятийĕ йĕркелет. Ĕç-пуç урапа пекех çавăрăнма тытăнать. Паян пурлăхпа финанс тĕлĕшĕнчен ура çинче çирĕп тăракан фирма вăл. Тĕрлĕ объект çĕклекен 80 çынлă коллективăн географийĕ те анлă: Чулхула облаçĕнче тата Тăвай районĕнче пăру витисем, Шупашкарта «Межавтотранс» тата «Тароупаковка» акционерлă обществăсен склачĕсем…

Михаил Никитичпа тĕл пулма питĕ хĕн. Пĕр вырăнта тăмасть вăл, ялан объектсенче. Хальхинче, тем вăхăтран, Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкассинче аран тĕл пулма тÿр килчĕ. Сăрă туса кăларакан цех тăваççĕ иккен унта.

– Михаил Никитич, пĕтĕм çĕре епле ĕлкĕретĕр? –ыйтатăп унран.

– Ĕлкĕрес пулать. Халĕ, акă, Шупашкар районĕнчи «Атлашевский» хуçалăха çитсе килмелле-ха. Тепĕр тесен, прорабсем пур кашни вырăнтах. Опытлă та, шанчăклă та.

Палăртнине вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлама хăнăхнă коллектив харăсах пилĕк объект çĕклет. Конкуренци хăратмасть вĕсене. Проект сĕнекенсем черет тăраççĕ темелле. Строительсем тимĕр конструкцисем туса кăларакан хăйсен цехне уçнă. Ал айĕнчи материалсемпе объектсенче анлă усă кураççĕ. Ĕç хăвăртлăхне ÿстерме те май парать вăл – таçтан кÿрсе килмелле мар.

– Сирĕн йыш, çавăн пекех ĕç калăпăшĕ те пĕчĕк мар. Апла тăк шут ĕçченĕсен сывлама та вăхăт çук пулĕ? — каллех тĕпчетĕп пĕлĕшĕме.

– Ĕлкĕреççĕ. Иккĕн те.

– Мĕнле иккĕн?

– Çапла, иккĕн.

Михаил Никитичăн мăшăрĕ Тамара Алексеевна, хĕрĕ Лариса çак фирмăрах тимлеççĕ. Ывăлĕ – Семен – «Ренетранс» сахал яваплă общество директорĕ.

Палăртмасăр иртес мар: Михаил Никитичăн виçĕ пиччĕшĕ те, хăй пекех, строитель пулнă. Паян Федор Никитичăн ĕçне Алексей малалла тăсать: вăл – «Союзстройинвест» ООО тĕп инженерĕ. Скворцовсен иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ – Василий Тихонов – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ.

…Чылай чухне канмалли кунсенче те производство çаврăмĕнчех пултаруллă строитель. Пушă вăхăтра, вĕсен уйрăм çурт, тĕрлĕ ĕçре канăçлăх тупать. Каçсерен час-часах хут купăсне тăсса ярать. Шкул çулĕсенчех питĕ шеп вылятчĕ вăл. Пултарулăхĕ кÿршин, Михаил Баймушкин хĕресне ашшĕн çăмăл аллинчен куçнă ăна. Сывă пурнăç йĕркине йăлана çирĕп кĕртнĕскер, кашни эрнерех институтра пĕрле вĕреннисемпе волейболла вылять.

Тăрăм ачи ертсе пыракан «СКАТ-2000» ăнăçлăн, пĕр тикĕссĕн малаллах çаврăнать…

Кĕскен:

– Юратнă çыравçă?

– Дейл Карнеги.

– Апат?

– Тулă пăтти.

– Çулталăкри чи лайăх вăхăт?

– Пур вăхăт та килĕшет.

– Çынра мĕне ытларах хаклатăн?

– Таса кăмăла.

– Пурнăçра мĕн канăç памасть?

– Тĕрĕс марлăх.

– Юратнă каларăш?

– Пархатарлă ĕç пурнăçлама кăмăл пултăр, майĕ яланах тупăнать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code