М.Калашников туса хатĕрленĕ АК-47 автомат тĕнчипе палăрнă. Тĕнчере çак пăшалăн 100 миллиона яхăн тĕслĕхне туса кăларнă, унпа çĕр ытла çĕршывра усă кураççĕ.
Михаил ачаранах тĕрлĕ техникăпа интересленнĕ, вĕсен тытăмне тĕпченĕ. 1938 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă йĕкĕт. Вăрçа 1941 çулта августра кĕнĕ, октябрь уйăхĕнче Брянск патĕнчи хĕрÿ çапăçусенче йывăр аманнă. Госпитальте сипленнĕ вăхăтра маларах пуçне кĕртнĕ шухăшпа – автомат-пăшал тăвас ĕмĕтпе çунатланнă.
Михаил Калашников 1942 çултан Наукăпа тĕпчевĕн тĕп полигонĕнче тăрăшнă, çакăнта вăл 1944 çулта хăй тĕллĕн заряд илекен карабин тĕслĕхне ăсталанă.
1946 çулта автоматсене тĕпчес тĕллевпе йĕркеленĕ конкурсра Калашниковăн автоматне кăтартнă. Конкурс хыççăн АК-47 автомата ĕçлесе çитерме сĕнÿ пулнă. 1949 çулта автомата тĕпрен ĕçлесе çитерсен çакăн йышши 1500 автомат туса кăларнă. Çак çулах унăн хуçине Сталинăн пĕрремĕш степеньлĕ премине тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ парса чысланă. 1958 çулта Социализмлă Ĕç Геройĕ ята, 1971 çулта техника наукисен докторĕн ученăй степеньне парса хисепленĕ, ытти награда та чылай. 1994 çулта генерал-майор званине тивĕçнĕ. Ижевскри машина тăвакан заводра конструкторта, тĕп конструкторта ĕçленĕ.