Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ытлашши шывсăр пулмалла

Ытлашши шывсăр пулмалла

Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен Еврази экономика союзĕн «Пулă тата унăн продукцийĕн хăрушсăрлăхĕ çинчен» техрегламентăн куçăм тапхăрĕн йĕрки вăйне çухатнă.

Çапла майпа пулă суту-илĕвĕпе çыхăннă, çын сывлăхне хÿтĕлес тата ултавран хăтăлас тĕллевпе йышăннă пĕлтерĕшлĕ документсенчен пĕри вăя кĕрет. Ăна пилĕк çĕршыври ученăйсемпе специалистсем хатĕрленĕ. Техрегламент тĕп тĕллевĕ – пулă продукцине хăрушсăр тăвасси – ăна тытнинчен, ĕçлесе тирпейленинчен пуçласа сутасси таранах. Документра чĕр тавара чĕркесси, упрасси тата турттарасси таранах палăртса каланă.

Техрегламентра пăр сийĕ мĕн чухлĕ пулмаллине палăртнă. Унăн йывăрăшĕ шăнтнă пулăра 5 процентран, тасатнă рак йышшисенчен хатĕрленĕ продукцире 7 процентран ытла пулмалла мар. Пулăн чăн виçине пăр сийĕнчен уйрăммăн кăтартмалла. Унсăр пуçне, пуçласа тепĕр норма – мыщца тĕртĕмĕнчи нÿрĕк мĕн чухлĕ пулмаллине палăртнă. Çакăн тĕллевĕ – продукцие тĕрлĕ шĕвекпе тултарассине сиресси.

Çавăн пекех ку документра ветпрепаратсен юлашкийĕ мĕнле шайра пулма пултарни çинчен те каланă. Аквакультурăра усă курма пултаракан антибиотиксен е çын сывлăхĕшĕн сиенлĕ ытти эмелсен, сăмахран, пулă продукцийĕнче вуçех пулмалла мар е вĕсен виçи пĕчĕк пулмалла.

Малашне пулла ăçта тытнине те палăртмалла пулĕ. Тĕслĕхрен, «палтус черный гренландский».

Сутлăха биотоксинлă тавар кăларма юрамасть е упранă чухне ирĕлтернине, çавăн пекех тĕртĕмсем тĕлĕнчи температура 18 градусран пысăкрах пулсан.

Асăннă документ уйрăмах ачасен апат-çимĕçĕ тĕлĕшпе тимлĕ пулма хистет. Çулталăк тултарман пепкесем валли апат-çимĕçе ятарлă производствăра е технологи тĕлĕшĕнчен уйрăлса тăракан цехра хатĕрлемелле. Çулталăкран иртнĕ ачасем валли тутăна вăйлатакан япаласем, фосфатсем тата ыт. те хушмалла мар.

Çак тата техрегламентăн ытти требованийĕсене тивĕçтермен продукцие сутлăха кăларсан груза чарса лартма е штрафлама /100 пин тенкĕрен пуçласа 1 миллион тенкĕ таран/ пултараççĕ.

Паллах, пулăра паразитсем пулмалла мар – хăть чĕрри, хăть вилли. Палăртмалла, пулă пахалăхне тата хăрушсăрлăхне палăртас тĕллевпе Россельхознадзор çулсерен çак тавара ятарласа лабораторисенче тĕпчет. Кăçал, сăмахран, Чăваш Республикинчи пулă ĕрчетекен хуçалăхсенчи продукцие Мускаври тата Хусанти лабораторисене тĕпчеме леçнĕ. Паразитсен тĕлĕшпе кăна мар, пестицидсем тата радионуклидсем, çавăн пекех наркăмăшлă ытти япаласем пуррине тĕрĕсленĕ. Кунсăр пуçне чĕрĕ пулă чирлĕ маррине уçăмлатнă: ботриоцефалез, бранхиомикоз, филометроидоз текен чирсемпе, пĕтĕмпе – 10 проба. Пулă хăрушсăрлăхĕ тата пахалăхĕ енĕпе те тĕпчевсем ирттернĕ – 23 проба.

Пробăсен ытларах пайне Патăрьел, Куславкка, Пăрачкав, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне районĕсенчи пулă тытакан пĕвесенчен илнĕ. Çакăнта палăртма кăмăллă, Чăваш Енрен иккĕленÿллĕ проба тухман – пирĕн тăрăхри пулă хăрушсăрлăх тата пахалăх енĕпе те тивĕçлĕ шайра.

Специалистсен хăш-пĕр канашĕ: чĕрĕ пулă туяннине ним те çитмест паллах. Ытларах чухне вара шăнтнине е шăнтса ирĕлтернине туянатпăр. Паха пуллăн /хăть чĕррин, хăть шăнтнин/ куçĕ таса, мăкăрăлчăк тата тăрă пулмалла. Тĕтĕмленĕ пулăра вара канцерогенсем пуррине манар мар. Вĕрилле тĕтĕмленĕ чухне фенол, кислотасем, бензапирен кăларать тĕтĕм. Тĕтĕмленĕ пулла нумайрах пахча çимĕçпе çиме сĕнеççĕ.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code