Социаллă страховани тытăмĕнче вăй илнĕ кăçалхи çĕнĕлĕхсенчен пĕри — «Харпăр хăйĕн социаллă информаци навигаторĕ» (социаллă ПИН) ĕçлеме пуçлани.
Ăна сусăр ачасене техникăн реабилитаци хатĕрĕсене тивĕçтермелли ирĕкпе туллин усă курма пулăшас, вĕсене илессипе çыхăннă ĕç-пуçа ансатлатас, çул çитмен инвалидсене ку енĕпе паракан патшалăх пулăшăвĕн пахалăхне ỹстерес тата ашшĕ-амăшне реабилитаци хатĕрĕсене илмелли майсем çинчен пĕлтерес тĕллевпе йĕркеленĕ.