Чăваш чĕлхи – пирĕн тăван чĕлхе. Ăна атте-анне парнеленĕ, хамăрăн çепĕç чĕлхепе эпир мĕн пĕчĕкрен куллен калаçса ÿсетпĕр.
Валем Ахун çыравçă чăваш чĕлхи çинчен çапла çырать: «Анне панă кăкăр сĕтĕнче, хам çуралса ÿснĕ çĕрĕм-шывăм сывлăшĕнче, çĕр çыннин тарĕпе тăварланнă çăкăрта, тăрна куçĕ пек тăрă çăл куçри сиплĕ шывра туятăп эпĕ санăн вăйна-хăватна, илемне, ачаш чĕлхем, тăван чĕлхем! Тăван чĕлхем – анне чĕлхи!»
Сĕм авалтан пуçласа пирĕн халăхăн вуншар-вуншар ăрăвĕ туптаса, якатса хальхи чĕлхемĕре тунă. Мăн асаттесем пире çак чĕлхене усă курма кăна паман – ăна упраса хăварма те пехиллесе каланă. Ачисене тăван чĕлхене вĕрентмен чăваш хăйĕн аллипех ăрăвĕн чăвашлăхне касса татать, ют халăха кăларать. Атте-анне чĕлхи манмалли, вăтанмалли япала мар. Вăл çул çине тăракана кĕлмĕçпе танлаштарнă пулăттăм.
Мĕн тума кирлĕ-ха чăваш чĕлхи; Çакнашкал ыйтăва час-часах илтме пулать. Паян хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ тăван чĕлхен кирлĕлĕхне туйманнипе ялсенче ачисене вырăсла калаçтарса çитĕнтереççĕ. Çакă Елчĕк ялĕнче те палăрать. Темшĕн-çке атте-анне чĕлхинчен вăтанса, вырăсланса пыратпăр. Нумай чăвашран халĕ: «Чăваш чĕлхи Канаша çитиччен çеç кирлĕ, инçе каяс пулсан вара унта йăлтах вырăс чĕлхи хуçаланать», – тенине илтме пулать. Пире килтен вăрăм çула кăларса янă чухне те яланах тăван чĕлхепе ыр сунса кăларса, ăсатса яраççĕ. Ялта чăваш пулса хулара хăвна темле тытсан та пур пĕрех вырăс пулаймастăнах. Халăха пĕтерес тесен çав халăхăн чĕлхине вĕрентме чар кăна.
Паллах, чĕлхемĕре упраса хăварас ĕçре çемьен, ашшĕ-амăшĕн, педагогсен витĕмĕ пысăк. Эпир те, «Шевле» ача садĕнче ĕçлекенсем, тăван чĕлхене, йăхран йăха, ламран лама куçса пыракан йăла-йĕркесене упраса хăварас тесе çине тăрса тăрăшатпăр, мĕншĕн тесен шкулчченхи тапхăр ача аталанăвĕшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Хальхи вĕренÿ ĕçĕнче пулса иртекен улшăнусенче те чи малтанах сапăрлăх ыйтăвĕсем мала тухаççĕ. Ачасене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен аталантарасси питĕ вырăнлă. Сапăрлав ĕçĕнче вара ÿнер витĕмĕ питех те пысăкки курăнать. Коллективрах пĕчĕккисен литература аталанăвĕн никĕсĕ хывăнать. Мĕн авалах чăваш çынни хăйĕн ачине ĕçченлĕхе, ăсталăха юмах хыççăн юмах хывса вĕрентнĕ.
Сăмахлăхăн çак жанрĕпе кăсăклантарас тĕллевпе хамăрăн ĕçре çĕнетнĕ чăваш юмахĕсем лартатпăр. Уяв, сăпка, чĕнÿ-йыхрав юррисене, йăпату сăвви-такмакĕсене, ташă сăввисене кĕртме тăрăшатпăр. Вĕсене ачасем кăмăлласах йышăнаççĕ. Юмахсемсĕр пуçне вăйăсем те вылятпăр. Кунта та йăпатмалли-илĕртмелли такмаксемпе, шăпа ямалли сăвăсемпе усă куратпăр. Юмахсемпе вăйăсем шăпăрлансене ÿсме тата пур енлĕ аталанма май параççĕ.
«Тăван чĕлхемĕрçĕм… Асаттесен пилĕ, асаннесен тупи, кукамайсен пехилĕ, кукаçисен тилмĕрĕвĕ, анне юрри, атте ÿкĕчĕ, аппа такмакĕ, пичче вĕрентĕвĕ, шăллăм тавĕ, йăмăкăн ачашлăхĕ, хурăнташсен, кÿршĕсен ырă кăмăлĕ…» – тенĕ пирĕн ентеш Геннадий Волков академик. Çак сăмахсене тĕпе хурса эпир ашшĕ-амăшĕпе те тачă çыхăнура ĕçлеме тăрăшатпăр, тĕрлĕ мероприятие /ваттисен кунĕ, анне уявĕ, чăвашлăх кунĕ, сăпка юрри кунĕ, чăваш сăввисен конкурсĕ…/ явăçтаратпăр.
Манăн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи – сумлă та тĕреклĕ, вăл йăхсене пĕрлештерет, несĕлсен пĕрлĕхне çирĕплетет. Эпĕ, манăн ĕçтешсем, ыттисем чĕлхе аталанăвне çирĕплетессипе пĕрле вăй хурсан усси пулатех. Упраса хăвармаллах пирĕн хамăр чĕлхене, мĕншĕн тесен чăваш чĕлхи – хальхи вăхăтăн – XXI-мĕш ĕмĕрĕн, пирĕн пулас чăваш ачисен чĕлхи.
В.НИКОЛАЕВА,
воспитатель.