ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче тăван тавралăха сыхлассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене, федерацин «Экологи» проектне кĕрекен «Вăрмансене сыхласа хăварасси» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлакан ĕç-хĕле тĕплĕн сÿтсе явнă.
Çапла майпа федерацин «Экологи» проектне кĕрекен «Вăрмансене сыхласа хăварасси» регион проектне пурнăçлама пĕлтĕр вăрман патрулĕн пĕчĕк комплексĕсемпе кустăрмаллă тракторĕсене, пĕрле илсе çÿремелли радиостанцисем, хунав лартмалли машина тата ыт. те туяннă. Вăрмана вут хыпса илнине çийĕнчех палăртас тĕллевпе Шупашкар, Йĕпреç, Улатăр вăрманĕсенче пушар вырăнĕсене сăнаса тăма видеомониторинг йĕркеленĕ. 427,5 гектар вăрмана чиртен сиплессишĕн санитари мероприятийĕсене пурнăçланă. 6982 гектар çинче патологи тĕпчевĕ туса ирттернĕ. Ку чухне ешĕллĕхе сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăпа чир-чĕре, вĕсене хирĕç тăрайман лаптăксене, ÿсен-тăран мĕншĕн вăйсăрланнине е хăрнине, сăтăрçăсем еплерех сарăлнине уçăмлатнă.
2019 çулта хунав лартса, ăна çитĕнтерме май туса 709 гектара /планпа палăртнин 102 проценчĕ/ вăрман фондне тавăрнă. Вăрман культурисен вăрлăхĕсене 147, 6 килограмм хатĕрленĕ, хамăр питомниксенче шăтарма 3,92 килограмм акнă тата 6 миллион калчана пăхса çитĕнтернĕ. Министерство службисем 2810 мероприяти йĕркелесе вăрмана тĕрĕсленĕ. Полици сотрудникĕсемпе пĕрле ĕçе тата суту-илĕве явăçтармалли йывăçа ирĕк памасăр касма парас мар тесе 170 мероприяти ирттернĕ. Ăна саккуна пăсса каснипе, культурăсене сиенленипе-пĕтернипе çыхăннă преступление тата право йĕркине пăснине 84 тĕслĕх тупса палăртнă. Саккунсене пăхăнман пирки республикăн патшалăх экологи надзорĕ 58 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă, административлă право йĕркине пăснăшăн 268 ĕç пуçарнă, 1,14 миллион тенкĕлĕх штраф панă. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 181 субъектне административлă майпа асăрхаттарнă. Çынсен çырăвĕсене пăхса тухса рейдсем йĕркеленĕ, власть ирĕк памасăрах йăлари хытă каяш тăкса тултарнă 17 лаптăка шута илнĕ, тиесе яма ыйтнă хыççăн 13-шне пĕтернĕ.
Республикăн шыв хуçалăхне йĕркелессипе, çĕр айĕнчи çĕр тавар запасне палăртассипе çыхăннă ĕçсем çинчен те чарăнса тăнă. Ку чухне федерацин «Экологи» наци проектне, республикăн «Çут çанталăкпа чĕр тавар ресурсĕсене аталантарасси тата экологи хăрушсăрлăхне тивĕçтересси» патшалăх программине кăçал пурнăçласа тухмалли мероприятисене палăртнă.