Çăварни çитрĕ, иртрĕ те. Çуркуннене те кĕтсе илтĕмĕр.
Хĕлле кăçалхи пек йăваш иртнине çынсем 100 çулта та курманнине çирĕплетеççĕ синоптиксем. Апла пулин те хĕлле çуркуннепе тавлашнине иртнĕ шăматкунхине ирпе вăрансанах асăрхама пулчĕ: асар-писер тăман алхасрĕ, кĕске вăхăтра тавралăх шап-шурă тум тăхăнчĕ. Район центрĕнче çăварни уявĕ пуçланма, катаччи чупас вăхăт çитиччен вара çут çанталăк тăрук улшăнчĕ – чăн-чăн çуркунне çитнине систерекен сар хĕвелĕ тÿперен вăй выляса тухрĕ, вăл хăйĕн ăшшине çăварни уявне ирттерме килсе çитнисен пит-куçĕсем тăрăх сапаласа вĕсен чун-чĕрине хавхалану кÿчĕ.
…Елчĕкри «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕн умĕнче хаваслă кĕвĕ-çемĕ шăранчĕ. Уяв программинче, яланхи пекех, театрализациленĕ курав тĕп вырăн йышăнчĕ. Пĕр-пĕрне ниепле те çул парасшăн пулман «Хĕлле» тата «Çуркунне» тавлашнине кăтартакан, «Хĕл Мучи» тата ытти рольсене Татьяна Васильева /Яманчÿрел/, Татьяна Муллина /Кĕçĕн Таяпа/, Наталия Муллина /Кĕçĕн Таяпа/, Лариса Казначеева /Вăрăмхăва/, Юрий Кашкăр пит ĕненмелле кăтартрĕç. Уява йĕркелесе ертсе пыракансем Марина Демьяновăпа Анна Теллина пулчĕç.
Çăварни хăнисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин та саламлама манмарĕ. Уяв саламĕпе пĕрлех пурне те çутă малашлăх, ĕçре ăнăçусем сунчĕ.
Ял тăрăхĕсенчен килсе çитнĕ пултарулăх ушкăнĕсем сцена çинче хăйсен черетлĕ юрри-кĕввине шăрантарнă вăхăтра капăр тумлă, шерепеллĕ тутăрне пĕркеннĕ пике-хĕрарăмсем уявра пурне те икерчĕпе хăналарĕç.
Ăмăртусене хутшăнакансем те йышлăн пулчĕç.
Спорт комплексĕпе юнашарти площадкăра пĕр вăхăтрах Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем те çăварни кĕрекине йыхравларĕç. Уява йĕркелесе ирттерессишĕн кашни класс, кашни вĕренекен /хăйсен ертÿçисемпе пĕрле/ тивĕçлĕ тÿпине хывнăран вăл пит шеп, асра юлмалла иртрĕ.
Светлана АНАТОЛЬЕВА.