Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кирек мĕнле ĕçре яваплăх кирлĕ

Кирек мĕнле ĕçре яваплăх кирлĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикунхи йăлана кĕнĕ канашлăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Патăрьел районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнинчен пуçларĕ.

Олег Алексеевич паллашнă объектсенчен пĕри – Шăнкăртамри «Хĕвел анăç» микрорайон. Николай Миллин, хăй те çав тĕл пулăва хутшăннăскер, шăпах унти çĕнĕлĕхсене уçса пачĕ те канашлура.

Халăх йышĕ чакса мар, çулсерен ÿссе пыракан тутар ялĕнче ятарлă программăсемпе усă курса курăмлă ĕçсем чылай пурнăçлаççĕ. 2014-2015 çулсенче «Хĕвел анăç микрорайонне çуртсем тăвас тата хăтлăхпа тивĕçтерес» республика программипе килĕшÿллĕн çĕнĕ урамсене 4 километрлă автоçулпа çыхăнтарнă, çав инçĕш чухлех шыв пăрăхĕсем, шыв башни тата 3 пушар резервуарĕ вырнаçтарнă. Николай Петрович вара тĕплĕнрех çав кун уçăлнă предприятисем пирки чарăнса тăчĕ.

Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса унта аш-какая тирпейлекен «Баракат» тата сĕте тирпейлекен «Эко Продукт» кооперативсем хута кайнă. Чылаййăн ĕçлĕ пулнисем вĕсенчи вĕр çĕнĕ оборудованисемпе кăмăллă пулни куç кĕретех. Цехсемпе пÿлĕмсенче тап-таса, çап-çутă. Асăннă предприятисенче туса кăларнă продукцие вырнаçтарас проблема та çук: хăюллă та правур çамрăксем ăна пĕрле уçнă лавккарах сутаççĕ. Марат Шамбазовпа Дамир Земдиханов хатĕр продукцие малашне республика территорийĕнче çеç мар, ытти регионсенче те сутма палăртаççĕ.

Презентаципе паллаштарнă май Н.Миллин хăйĕн кăмăлсăрлăхне те пытармарĕ:

– Пирĕн ăçта çавăн пек çамрăксем? Экономистсен вĕсене тупмалла, сĕнмелле, пулăшмалла…

Аслă Çĕнтерÿ юбилейĕ çывхарсах пырать. Ăна тĕплĕн хатĕрленсе уявласси пирки кăрлачăн 20-мĕш кунĕнчи канашлурах сăмах пуçарнăччĕ, организацисен чылай ертÿçине ятарлă ĕçсем те сĕнсе хăварнăччĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕррремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый çав тапхăра кĕскен пĕтĕмлетÿ турĕ. Вăл палăртнă тăрăх, хальлĕхе Аслă Çĕнтерÿ уявĕн сĕмĕ район центрĕнче те, ялсенче те туйăнмасть. Вырсарникун тĕлне Елчĕкре тăватă вырăнта çеç курма пулнă тĕрлĕ баннерсене.

Историллĕ паллă кун çитиччен уйăх ытларах çеç юлчĕ. Унпа çыхăннă мероприятисем, тен, 2-3 сехете кăна пырĕç, апла пулсан та вăл яланлăха асра юлма кирлĕ. Çапла пултăр тесен пĕр уйăх мар, çулталăк хатĕрленмелле. Малашнехи канашлусенче яваплă кашни ертÿçĕ хăйне çирĕплетсе панă ĕçсене мĕнле пурнăçласа пынипе паллаштарĕ.

Кирек мĕнле çурт çинче — пайтаçă лавкки, ЯХПК правленийĕ, пĕчĕк предприяти, патшалăх учрежденийĕ, почта çыхăну уйрăмĕ… пĕтĕм вырăнта ятарлă баннерсем пулмаллах. Ырана хăвармасăр тумалли ĕç ку.

«Стройэнергосервис» сахал яваплă общество директорĕ Александр Нягин хăй ертсе пыракан коллективăн иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Пĕтĕмпе илсен юсавпа строительство ĕçĕсене 44 миллион та 623 пин те 337 тенкĕлĕх пурнăçланă. Вăл шутран Елчĕкри Мир урамĕнче 27 хваттерлĕ 3 хутлă çурт /11 489 250 тенкĕ/ хута янă, Юбилей тата Андреев урамĕсенчи çурт тăррисене /3 688 178 тенкĕ/ юсанă, тĕп больницăра туса ирттернĕ ĕçсен калăпăшĕ те пысăк – 3 миллион та 944 пин те 361 тенкĕлĕх тата ытти те.

Строительсем контракт йĕркипе республикăри хăш-пĕр районсенче те тĕрлĕ ĕç тума пултарнă. Патăрьел тăрăхĕнчи Пăлапуç Пашьел ялĕнче 5 миллионлăх кану паркĕ, Улатăр хулинче, Шăмăршăпа Комсомольски ялĕсенче шывпа, çутăпа тивĕçтерекен тытăмсене 10 миллион та 496 пин те 707 тенкĕлĕх улăштарнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин 27 çынлă коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пулнине палăртрĕ.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те хускатрĕç.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code