Вторник, 26 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕрленĕ вăрçă, çĕр чĕтреннĕ

Кĕрленĕ вăрçă, çĕр чĕтреннĕ

Тĕнчемĕр пултăр хĕç-пăшалсăр!
Пĕр шиксĕр пурăнăç тăвар!
Хĕрарăм ан тертлентĕр арсăр,
Уксах-чăлах ан юлтăр ар!
Петĕр ХУСАНКАЙ.

Ылханлă вăрçă. Çĕршыври ял-хулана салатнă, миçе çыннăн пурнăçне татнă, миçе салтака амантнă, çемьесене аркатнă, мăшăрсене уйăрнă. Амăшĕсене ачисемсĕр, ачасене ашшĕ-амăшĕсĕр… тăратса хăварнă.

Мирлĕ пурнăç ыйтăвĕсем

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕччен çĕршыври халăх вăрçă пирки тĕшмĕртме те пултарайман. Ял-хулари халăх хăйĕн пурнăçĕпе пурăннă, ĕçленĕ. Истори çул-йĕрĕпе каялла таврăнас пулсан, çакă паллă. 1941 çулхи февраль уйăхĕнче Çĕнĕ Тĕмер ял канашĕн çĕнĕ суйлавĕ пулса иртнĕ. Унта депутатсем пулма ялти сумлă çынсене – Е.С.Герасимова, Д.П.Петрова, А.П.Галкинăна, И.В.Краснова, М.Н.Уткинăна, И.А.Алексеева, А.С. Фроловăна, А.М.Мироновăна, А.Н. Никифорова суйланă. Февралĕн 25-мĕшĕнче Çĕнĕ Тĕмер ĕççынни депутачĕсен сессине депутатсене тата ялти 27 активиста чĕннĕ. Унта ял канашĕн председательне Егор Сергеевич Герасимова хăйнех хăварнă. Ял канашĕн секретарьне 1-мĕш суйлав округĕ тăрăх депутата суйланнă Иван Алексеевич Алексеева, унтах яланхи комиссисен йышне, вĕсен ертÿçисене çирĕплетнĕ. Вăрçă умĕнхи ял канашĕн ытти ларăвĕсенче, сессийĕсенче ытларах ял пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă: вăрман касса турттарса тухасси, çур акине хатĕрленесси, трахома чирне хирĕç кĕрешесси, шкул çурчĕсене юсасси, заем сарасси, выльăх-чĕрлĕх витисем юсасси тата ытти те. Акă, ял канашĕн пĕр сессийĕнче трахома чирне пĕтерес ыйтăва хускатнă. Александра Петровна Галкина трахома сестри пĕлтернĕ тăрăх, ялти 73 çемьере пурĕ 151 çын куç чирĕпе чирлĕ. Çав шутран 56 шкул ачи. Колхоз председателĕ Герман /Ярман ятпа çÿренĕ/ Николаевич Николаев чире хирĕç çине тăрса кĕрешме ыйтать. Çав сессирех 7 çул вĕренмелли шкул директорĕ Николай Иванович Викторов шкула юсама укçа çителĕксĕр уйăрнă пирки хыпарлать. Ун валли майне тупнă: чиркÿ çумĕнчи çурта сутмалла, укçине шкула юсама ямалла. Вăл вăхăтра чиркĕве ĕçлеме чарнă пулнă. Çавăнпа усă курса хурал пÿртне сутма йышăннă та. 1941 çулхи июнĕн 19-мĕшĕнче ялти вулав çуртĕнче ял канашĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Ку вăл вăрçă умĕнхи юлашки лару пулнă… Унта икĕ ыйту пăхса тухнă: политвĕренĕве лайăхрах йĕркелесси тата шкулти класс пÿлĕмĕсене хутма вутă хатĕрлесси çинчен. Пĕрремĕш ыйтупа парти райкомĕнчен килнĕ Романов тухса калаçать. Вăл клубра витринăсене çĕнетме, выставкăсем йĕркелеме хушса хăварать. Ял канашĕн председателĕ шкула хутса ăшăтмашкăн вутă хатĕрлеме ыранах пуçăнма шантарать. Анчах ун валли каярахпа вăхăт та, ĕç вăйĕ те пулмасть. Ун вырăнне кун йĕркинче фронта пулăшасси тĕп вырăнта пулса тăрать.

Петров Василий Петрович

Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче Хĕрлĕ Çарта службăра тăрасси яш-кĕрĕмшĕн пысăк чыс шутланнă. Мĕншĕн тесен çара сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп, тĕреклĕ, пуçламăш шкултан кая мар пĕтернĕ çамрăксене суйласа илнĕ. 1939 çулта сывлăхлă кашни çыннăн çарта службăра пулмалли çинчен ятарлă саккун тухать. Ку вăл çак вăхăтра тĕнчере çар лару-тăрăвĕ улшăннипе çыхăннă. Хĕвел тухăçĕнче Хасан кÿлли, унтан Халхин-Гол юхан шывĕ патĕнче Японипе Совет Союзĕ хушшинче çар конфликчĕсем пулса иртнĕ. Европăра фашистла Германи уççăнах вăрçа хатĕрленнĕ. Çавна май Совет Союзĕн çар йышне тата техникине ÿстерме тивнĕ. Унччен учительсене çара илмен. 1939 çулта учителе вĕренсе тухнă Василий Петрович Петрова, Василий Порфирьевич Логунова, Алексей Нестерович Галкина тата ыттисене çара илнĕ. 1939 çул хыççăн ялта салтак юрри час-часах илтĕннĕ. Тĕнче пысăк вăрçă умĕнче тăнă, ял çынни вара хăйĕн пурнăçĕпе пурăннă.

1941 çулта кĕрхи тата çурхи культурăсем парка çитĕннĕ, пысăк тухăç пама шантарнă. Каярахпа çавăн пек пулнă та. Çĕнĕ Тĕмерсем вăрçăн пĕрремĕш çулĕнче нихçанхинчен пысăк тухăçлă тыр-пул пухса кĕртнĕ. Кĕлетсем çитменнипе ăна вăхăтлăха хупăнса тăнă чиркĕве те хунă.

Хурлăхлă хыпар

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи çарĕсем пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕнĕ. Çакăн çинчен халăха кăнтăрла иртсен СССР Совнаркомĕн Председателĕн çумĕ В.Молотов радиопа пĕлтернĕ. Çавăн хыççăнах чиркÿпе клуб хушшинчи лапамра митинг пулса иртнĕ. Унта тухса калаçнă ял канашĕн ĕçтăвкомĕн председателĕ Егор Герасимов, колхоз председателĕ Герман Николаев, шкул директорĕ Николай Викторов, Александр Никитин агроном фашистсем сĕмсĕррĕн тапăнса кĕрсе вăрçă пуçланине питленĕ, Çĕнтерÿ совет халăхĕ енче пуласси çинчен каланă. Тепĕр кунах çарта пулнă арçынсене фронта кайма повесткăсем пама тытăннă. Мирлĕ вăхăтри пек темиçе эрне салтак юрри юрласа çÿреме вăхăт паман. Чылай чухне алла повестка илнĕ çыннăн темиçе сехетренех Елчĕкри çар комиссариатне çитмелле пулнă. Июлĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ ял канашĕн сессийĕнче тĕнчери лару-тăру çинчен тата фронта пулăшасси пирки калаçу вăраха пыман: ял канашĕн председателĕ Егор Герасимов, шкул директорĕ Николай Викторов, Александр Никитин агроном патшалăх умĕнчи заданисене пурнăçлама, парăмсене татма чĕнсе каланă. Çак сесси хыççăнах ял канашĕн председательне Е.Герасимова, секретарьне Иван Алексеевич Алексеева, кăшт каярах Деомид Петрович Петров депутата çара илсе кайнă. И.Алексеевпа Д.Петров вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă. Е.Герасимов тăван яла аманса таврăннă. Ял канашĕн август уйăхĕн 20-мĕшĕнче пулса иртнĕ сессийĕнче ял канашĕн председательне Егор Порфирьевич Логунова, секретарьне Александра Петровна Галкинăна суйланă.

Салтаксен шăпи тĕрлĕрен

Тимофеев Петр Ильич

…Вăрçăра шăпа кашни салтакшăн тĕрлĕрен килсе тухнă. Пĕрисемшĕн пĕрремĕш атака е фронт çулĕн пуçламăшĕ аманнипе вĕçленнĕ. Вĕсем тăван килĕсене чиперех çаврăнса çитнĕ. Теприсем пĕрремĕш çапăçурах пуçĕсене хунă. Виççĕмĕшĕсен темиçе çул вăрçă асапне тÿсмелле, вăрçă вĕçленес умĕн йывăр сусăрланмалла е ĕмĕрлĕхех пурнăçран уйрăлмалла пулса тухнă.

Александрпа Леонид Романовсем ялтан иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенчех тухса кайнă, аслă пĕлÿ илнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Совет Çарĕн аслă офицерĕсем Сталинград патĕнчи çапăçусенче пуçĕсене хунă. Вĕсен шăллĕне Аркадий Михайлович Романова çара 1941 çул вĕçĕнче илнĕ. Волхов фронтĕнчи 2-мĕш Ударлă армин 311 стрелковăй полк йышĕнче çапăçнă вăл. 1942 çулхи март уйăхĕнче йывăр аманнă, 6 уйăх госпитальсенче сипленнĕ. Вăрçă хыççăн учителе вĕренсе тухнă, 30 çул ытла шкулта ĕçленĕ. Унăн шăллĕ, Вячеслав Михайлович Романов, вăрçă çулĕпе утса тухнă, Ленинград хулинче пурăннă, 1993 çулта вилнĕ. Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнă Нина Михайловна Романова /Гриценко/ çарта медицина сестри пулса службăра тăнă. Вăрçă хыççăн медицина институтне пĕтернĕ. Халĕ Харьков хулинче пурăнать.

Андреевсен килĕнчен виçĕ ывăл фронта тухса кайнă, виççĕшĕ те вăрçă хирне выртса юлнă. 1903 çулта çуралнă Иван Андреевич Андреев капитан 1945 çулхи январăн 22-мĕшĕнче сурансене пула 205-мĕш медсанбатра вилнĕ. Вăталăххи, Николай, 1942 çулхи май уйăхĕн 10-мĕшĕнче, кĕçĕнни Федор 1944 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче çапăçура пуçĕсене хунă.

Васильевсен йăхĕнчен 5 тăван – Андрей, Григорий, Гурий, Ксенофонт, Павел Аттелĕхĕн Аслă вăрçинчен таврăнайман.

1916 çулта çуралнă Василий Алексеевич Козлов вăрçă вучĕ витĕр тухнă, автоматчик пулса çапăçнă. Çапăçури паттăрлăхшăн икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Вăрçă хыççăн Мускава пурăнма юлнă. 1946 çулта хулара автомашина айне пулса вилнĕ.

1925-1926 çулсенче Хĕрлĕ Çарăн кадрти çарĕнче службăра тăнă Степан /ялта Тябук тесе чĕннĕ/ Спиридонович Кирилловăн 1941 çулхи август уйăхĕнче алла тепĕр хут пăшал тытмалла пулнă. Хĕвел анăç фронтĕнче малтанах 25-мĕш артиллери полкĕнче, унтан мотострелоксен 14-мĕш гварди пулемет батальонĕнче санинструктор пулса çапăçнă. Унăн Мускав патĕнчи çапăçусене хутшăнма тивнĕ. 1942 çулхи июль уйăхĕнче, килтен тухса кайни çулталăк çитсен, йывăр аманнă. Пуля унăн ÿпкине шăтарса кĕнĕ. Салтак ăна мĕн виличченех кăкăр çинче çĕклесе çÿренĕ, вăл унăн ĕмĕрне кĕскетнĕ. С.Кирилловăн çар билечĕ çине çырса хунă пĕрремĕш награда – 173383 номерлĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ. 1942 çулхи август уйăхĕнче панă ăна.

1943 çулхи мартран пуçласа 1944 çулхи июль уйăхĕччен 115-мĕш санитари батальонĕнче санинструктор пулнă. 1944 çулхи çулла пĕтĕм фронтра хĕрÿ çапăçусем пуçланнă. Темиçе кунтанах пĕр атакăра 41 çулхи салтак алăран аманать. Госпитальте выртнă чухне хăйне «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе наградăлани çинчен пĕлет. Икĕ хут аманнă салтак вăрçă вутне 3-мĕш хут 1944 çул вĕçĕнче кĕрет. 101-мĕш гаубично-артиллери полкĕн йышĕнче вăрçă вĕçленичченех çапăçать. 1945 çулхи июльте тăван яла каялла çаврăнса çитет.

1947 çулта ытти наградăсем те салтака тупаççĕ. III степень «Мухтав» орденĕпе «Германие çĕнтернĕшĕн» медале районти çар комиссарĕн аллинчен илет.

«Манăн та черет çитрĕ»

Петр Алексеевич Кабусев /1913-2000 ç.ç./ /Капуç Элекçейĕн аслă ывăлĕ. Элекçей ывăлĕсемпе хĕрĕсем Кабусев тата Алексеев хушаматсемпе çÿренĕ тата çÿреççĕ/ Хĕрлĕ Çарăн кадрти службинче тăман. Ура лапписем юрăхсăррипе илмен ăна çара. Анчах çĕршывшăн йывăр вăхăтра ун пек кăлтăксене пăхса тăман. Хăй вăрçăра пулни çинчен çапларах каласа панăччĕ вăл: «1941 çулхи август уйăхĕ. Мăрсаккай çĕрĕ çинче ял халăхĕпе пĕрле капансем тăватпăр. Ачаран пĕлекен уй, тулли кăмăлпа ĕçлетпĕр. Инçех мар Елчĕк-Канаш çулĕ. Ун тăрăх пĕр вĕçĕмсĕр лавсем куçаççĕ. Ытларах Канаш еннелле каяççĕ. Тырă тиенĕ, салтак ачисем ларнă лавсем иртеççĕ. Шăпах çав вăхăтра хире ял канашĕн исполнителĕ хăпарчĕ:

– Петюк, санăн паян каçхинене Елчĕке, çар комиссариатне çитмелле, – терĕ.

– Манăн та вăрçа кайма черет çитрĕ иккен, – тесе шутлатăп та капан çинчен анма тăратăп.

– Петюк, тăхта ĕнтĕ кăштах, капана тăрламалли нумай юлмарĕ вĕт, çак ĕçе санран лайăхрах тăваканни çук, – теççĕ аялтан кĕлте ывăтса паракансем.

Капана тăрласа тата çур сехет иртрĕ. Хам çав вăхăтра хĕвел çине пăха-пăха илетĕп. Вăхăт питĕ хăвăрт шунă пек туйăнать. Çав вăхăтрах хам ăшра: «Савхи эпĕ салтака каясса пĕлет-ши;» – тесе шутлатăп.

Пуçтарăнма вăхăт памастчĕç ун чухне. Эпĕ вăрçа каясси çинчен илтсенех Антун тетепе Михал тете килчĕç, ытти тăвансем пуçтарăнчĕç. Элпуçпе Кармалти, ытти ялсенчи тăвансем кăна мар, Тĕмерти тăван-пĕлĕш те вăрçа кайнине пĕлеймесĕрех юлчĕç. Пĕр çаврăм салтак юрри юрларăмăр, эрех-сăрине ĕçрĕмĕр – салтак лаши хапха умĕнче тăрать ĕнтĕ. Виçĕ сехетре пуçтарăнса салтака тухса кайрăм çапла.

«Ограниченно годный» тесе илчĕç мана салтака. Анчах малти линиех илсе кайрĕç. Пĕр офицер çуна, урапа тума пĕлекенсем шыраса çÿрет ротăсем тăрăх. «Эпĕ пĕлетĕп», – тетĕп. Чăнах та, урапа-çуна тăвасси маншăн çăмăл ĕçчĕ. Хуçалăх взвочĕн командирĕ мана ырласа пĕтерейместчĕ. Ĕçе тĕплĕ, шанчăклă тума тăрăшнă. Анчах малти линире çапăçусенче салтаксем сайралса юлсан çывăхри тылсенчен, хуçалăх взвочĕсенчен, ытти службăсенчен салтаксене илме тытăнатчĕç. Хаяр çапăçусем пынă вăхăтра хуçалăх взводĕнче тепĕр чухне икĕ-виçĕ салтак çеç юлатчĕ, ыттисене пурне те малти линие яратчĕç. Хуçалăх взвочĕн командирĕ мана ялан тытса юлатчĕ. Анчах пĕррехинче пĕр çын юлмиччен маршевой ротăна куçарчĕç. Ку вăл 1944 çулхи çулла пулчĕ. Ункăна лекнĕ тăшман ушкăнĕ ăна татса тухас тесе талпăнать. Пире çав ушкăна пĕтерме ячĕç. Шăпах çавăн чухне ураран питĕ йывăр амантрĕç. Нимĕçсен çурăлакан пули ура шăммисене ватса пăрахрĕ. Çулталăка яхăн тĕрлĕ госпитальте выртрăм, çаплах ураланаймастăп. Вăрçă та пĕтрĕ, аманнă салтаксене килĕсене яма пуçларĕç. Хам çине тăрса ыйтнипе кăларчĕç. Çĕпĕрти госпитальтен икĕ костыль çине çакăнса çитрĕм. Суран мана тата çирĕм çула яхăн нушалантарчĕ, вăл вĕçĕмсĕр пÿрленсе тăратчĕ. 60-мĕш çулсенче çеç ура йĕркене кĕчĕ».

Вăрçă хирĕ анлă

Миллион-миллион салтакран тăракан çарта ентешсем пĕр-пĕринпе ăнсăртран тĕл пулни çинчен сахал мар илтнĕ эпĕ. Акă, Афиногент /Хунькка/ Васильевич Краснов йывăр аманнă Иван Иванович Козлова курни çинчен унăн хĕрĕ Феврония Ивановна район хаçатĕнче «Юр çинчи юн» статьяра çырса панăччĕ. И.Козлов тăван яла таврăнайман. Алексей Иванович Ивановпа /Хăяр Элекçейĕ тесе чĕннĕ/ Михаил Ильич Никитин /ялта Мăтьăк Михалĕ тенĕ/ та вăрçă хирĕнче тĕл пулнă. Иккĕшĕ те тăван яла чĕрĕ çаврăнса çитнĕ. Леонид Марковпа Василий Алексеев кавалеристсем те пĕр-пĕринпе курнăçнă.

1918 çулта çуралнă Иван Осипович Осипова Хĕрлĕ Çара 1940 çул пуçламăшĕнче финн вăрçи пынă вăхăтра илнĕ. Çар присягине июнĕн 27-мĕшĕнче тытнă. 1944 çулхи çуллаччен Карели фронтĕнче, Хĕрлĕ Ялавлă 54-мĕш стрелковăй дивизин 81-мĕш стрелковăй полкĕнче автоматчик пулса çапăçнă. Нумай хутчен тăшман тылĕнче разведкăра пулнă, çав вăхăтра юр çинче темиçе талăк выртни те пулнă. Каярахпа Хĕвел тухăç Пруссие ирĕке кăларма хутшăннă. 1945 çулта СССР Верховнăй Главнокомандующин И. Сталин Маршалăн Тав хучĕсене икĕ хутчен илнĕ. 1943 çулта пĕр çапăçура çăмăл суранланнă. Хĕвел тухăç Пруссинче 1945 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче сылтăм чĕркуççинчен çурăлакан пульăпа питĕ йывăр аманнă, госпитальте тăватă хутчен операци тунă хыççăн урине татнă. Фронтра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн III степень Мухтав орденĕпе, «Хастарлăхшăн» медальпе наградăланă.

Тăван яла таврăнсан И.Осипов клуб заведующийĕнче тăрăшнă, сĕт пуçтарнă, колхозри çăмăл ĕçсене хутшăннă. Фронтовик 1980 çулта вилнĕ.

Йывăр аманса, хăрах урасăр, алăсăр таврăнакансем ялта татах пулнă. Кăнтăр урамĕнче пурăннă Евлогий Алексеевич Скворцов /Евлук тесе чĕннĕ/ та И.Осипов шăпине пайланă. Фронтра вăл пулеметчик пулса çапăçнă. Вăрçă нушине сахал мар тÿснĕ, хăрах урасăр юлнă. Утса çÿреме питĕ йывăрччĕ ăна. Çавăнпа патшалăх иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче мотоколяска панăччĕ. Ялти йĕпе-сапара пылчăк çăрăлнă, хĕлле урамсене юр хÿсе лартнă вăхăтра унпа питех тухса çÿреймен. Вăрçă суранĕсене пула вăл та 60 çула çитичченех пурнăçран уйрăлса кайрĕ.

1927 çулта район йĕркеленсен çĕнĕрен суйланнă ял канашĕн ĕçтăвкомĕн председателĕ Кирилл Федорович Федоров фронта вăрçă пуçланнă çул кайнă. Калинин фронтĕнче стрелоксен 36-мĕш бригадин йышне кĕнĕ 8-мĕш батальонра çапăçнă, икĕ хутчен аманнă. Ржев патĕнчи хаяр çапăçуран сыввăн тухайман.

Унăн ывăлĕ Александр, 1924 çулта çуралнăскер, 18 çула çитичченех салтак шинелĕ тăхăннă. Халĕ Тĕмер ялĕнче пурăнакан кĕçĕн шăллĕ Владимир Федоров пиччĕшĕ 1942 çулта вăрçа кайнине тĕлĕкри пек астăвать. Амăшĕ, Лидия Осиповна, пиччĕшне лайăх пĕлнĕ çынсем каласа хăварнă тăрăх, вăл питĕ тĕреклĕ, çивĕч каччă пулнă. Çамрăклах Канашри элеватора лавпа тырă леçме çÿренĕ. Пăрçа тултарнă йывăр миххе çурăм çине хурса çÿлелле çăмăллăнах, сĕлĕ миххи пек çĕклесе хăпарнă. Хăйне нихăçан та кÿрентерме паман. Йывăр аманнă хыççăн сурансене пула 1944 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче вилнĕ.

Çĕр юнпа шăварăннă

Калинин облаçĕнчи Ржев районĕнче питĕ хаяр çапăçусем пынă. Хĕрлĕ Çарăн 1941 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче Мускав патĕнче пуçланнă контрнаступленийĕ 1942 çулхи март уйăхĕнче вĕçленет. Икĕ енĕ те оборонăна куçаççĕ. Анчах вăл лăпкă пулман. Мускав çак тăрăхран 240-260 çухрăмра тăнă. Кунта кашни пусăм çĕр юнпа шăварăннă. Ржев районĕнче пирĕн 100 пин яхăн салтакпа офицер пуç хуни паллă. Хулара тата район территорийĕнче совет салтакĕсене пытарнă 40 масар шутланать. Вĕсенчен пĕринче – Ржев районĕнчи Кокошилово ялĕнчи тăванла масарта 2100 салтакпа офицер ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă. Çавăнта пытарнă Çĕнĕ Тĕмер ялĕнче 1901 çулта çуралнă Александр Нестерович Галкин хĕрлĕ армееца. Салтак арăмĕ Агапия Дмитриевна патне 1942 çулхи май уйăхĕн 3-мĕшĕнче янă çырура 263-мĕш медсанбат командирĕ А.Галкин тăван çĕр-шывшăн пынă çапăçура çар присягине пурнăçласа тата хăюлăхпа паттăрлăх кăтартса йывăр аманни, суранĕсене пула вилни, ăна Кокошиловăри тăванла масара пытарни çинчен çырса пĕлтернĕ. Салтакăн 4 ачи тăлăха юлать. Халĕ Тĕмерте унăн ывăлĕ Владимир Александрович пурăнать.

Ржев çĕрĕ çинче пирĕн ытти ентешсем те çапăçнă. Александр Васильевич Гордеев лейтенанта Теленково ялĕнчи, Илья Никитич Никитина Гусево ялĕнчи тăванла масарсене пытарнă. Çак тăрăхра çапăçнă Илья Данилович Данилов хыпарсăр çухалнă, Прокопий Петрович Козлов çав çулах, август уйăхĕн 14-мĕшĕнче Ржев хули патĕнче çапăçура вилнĕ.

А.Галкинăн шăллĕ Алексей çар ретне 1939 çулта тăнă. Службăра вăл манăн куккапа – Александр Ильич Тимофеевпа пĕрле 20-мĕш танк полкĕнче пулнă. Иккĕшĕ те Т-34 танк механик-водительне вĕреннĕ, вăрçа пĕрлех кĕнĕ. Александр Ильич тытса пыракан танк 1942 çулта Сталинград патĕнче А.Галкин куçĕ умĕнчех снаряд пырса тивнипе çунса кайнă, механик-водитель танкран тухайман.

Манăн тепĕр кукка – аннен кĕçĕн шăллĕ Петр Тимофеев – вăрçă пуçланнă чухне шăп 15 çул тултарнă. 1943 çулхи ноябрь уйăхĕнче 17 çултан иртнĕ каччă салтак шинелĕ тăхăннă. Пирваях Ульяновск облаçĕнчи Барыш хулинче 27-мĕш автополкра шофера вĕренет. 1944 çулхи апрель уйăхĕнчен вара фронтра. 172-мĕш санитари ротин водителĕ çулла Белоруссие нимĕçсенчен ирĕке кăларма хутшăнать. Июль уйăхĕнче аманать. Сывалсан вăрçă вĕçленичченех аэродромсене пăхса тăракан 833-мĕш батальонра службăра тăрать, самолетсем патне бомбăсем, снарядсем, ытти хĕç-пăшал, фронта кирлĕ ытти япаласем турттарать. Тăшман самолечĕсем сывлăшран тапăнса пирĕн автомашинăсене боеприпассемпе пĕрле сывлăша сирпĕтнине пĕрре мар курать, тÿссе ирттерет – хăйне Турă сыхлать. Ăна «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн», «Берлина илнĕшĕн» медальсемпе наградăланă. 1945 çул вĕçĕнче тăван яла таврăнать. Пĕр вăхăт колхозникра, вулав çурчĕн заведующийĕнче тăрăшать, унтан уй-хир бригадине ертсе пырать, кладовщик пулать. Тĕмер ялĕ 1960 çулсенче 7 яла пĕрлештерсе тăнă «Звезда» колхозăн комплекслă бригада бригадирĕнче ĕçлерĕ. 1972 çулхи март уйăхĕнче йывăр чире пула вăхăтсăр çĕре кĕчĕ.

17 çул тултарнă-тултарман çапăçакан çара илнĕ çамрăксем ялта пайтах пулнă. Уйрăмах 1943 çулта тата каярах палăрать çакă. Вĕсем арçын шутне кĕреймесĕрех вăрçă вут-çулăмне лекнĕ.

Çĕршыври кашни хулара тата ялта çакăн евĕр паттăрсем пулнăран, тыл çирĕп ĕçленĕрен çĕнсе илнĕ эпир Аслă Çĕнтерĕве. Çавăнпа та унăн хакне нихăçан та манас марччĕ, ентешĕмĕрсен вăрçăри паттăрлăхĕ пирки ăруран ăрăва куçарса пырасчĕ.

Николай АЛЕКСЕЕВ,
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code