Раççей Президенчĕн 2020 çулхи мартăн 25-мĕшĕнчи 206 номерлĕ тата 2020 çулхи апрелĕн 2-мĕшĕнчи 239 номерлĕ указĕсемпе килĕшÿллĕн, çĕршыври сантитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне тивĕçлĕ шайра упраса хăварас тĕллевпе Раççей Федерацийĕн территорийĕнче кăçалхи мартăн 20-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 30-мĕшĕччен ĕçлекенсемшĕн ?хăш-пĕр категорие кĕрекен ĕçченсемсĕр пуçне/ кану кунĕсем пулнине, çав вăхăтрах ĕç укçине вăхăтлă тÿлесси вăйра юлмаллине палăртнă.
Анчах та ЧР прокуратурине килекен пĕлтерÿсем хăш-пĕр ĕç паракан çак йĕркене уяманнине тата пăхăнманнине çирĕплетеççĕ. Ĕçлекен çыннăн прависене тивĕçтерес тĕллевпе республикăра, çав шутран пирĕн районта та «хĕрÿ лини» телефонĕ йĕркеленĕ. Енчен те ертÿçĕ указра палăртнă йĕркесене пăхăнмасăр ĕç укçине вăхăтра тÿлемен е «сăрă схемăпа» тивĕçтернĕ, е саккуна пăснă ытти тĕслĕхсем пулсан ĕç кунĕсенче 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен район прокуратуринчи «хĕрÿ лини» телефонĕ çине 8/83549/ 2-61-99, 2-59-05 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравлама ыйтатпăр.
ЕЛЧĔК РАЙОН ПРОКУРАТУРИ.