Петр АНИСИМОВ, «Хĕрÿ точкăсенче» çапăçнă ветерансен пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕ, Афганистан вăрçин инваличĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи:
— РФ Конституцине кĕртме палăртнă тÿрлетÿсенчен чи пĕлтерĕшлисен шутне Раççейре пурăнакансен шухăшĕпе историе урĕхлатса кăтартма ирĕк памалла марри кĕрет. Çавăн пекех çамрăксене патриот воспитани парасси, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки пулас ăрусем валли астăвăма упрасси социаллă блокри ытти ыйтуран кая мар пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем Тăван çĕршыва, тăрăха, халăха, культурăна тата историе хисеплессине пырса тивеççĕ.