Çумăр çунă хыççăн çанталăк кĕр енне кайни сисĕнет. Шăпах кăмпа татмалли вăхăт пырать халĕ. Çавна май вăрман кучченеçне çисе сиенленес хăрушлăх та çук мар.
Кăмпасене çамрăкла пуçтармалла. Типсе кайни, хуртланни, ытлашши ÿсни, лăймакаланни, пăнтăхни юрăхсăр.
Наркăмăшлă кăмпасем вĕретсен те, тăварласан та хăйсен сиенлĕ хутăшĕсене çухатмаççĕ. Çиме юрăхлисене те чĕрĕлле тутанса пăхассинчен аякка пăрăнăр.
Кăмпапа наркăмăшланнин малтанхи паллисем çинĕ хыççăн 6-10 сехетрен сисĕнеççĕ. Хырăм тулса тăрать, касса ыратма пуçлать, хăсас килет. Вăй пĕтни сисĕнет, пуç ыратма тытăнать. Хăв тĕллĕн сипленни усăсăр, врача чĕнмелле. Эрех-сăра ĕçессине хирĕçлемелле, вĕсем наркăмăшлă япаласене организмра саланма пулăшаççĕ çеç. Вар-хырăма тасатма тăрăшмалла. Врач киличчен, сиенленнĕскере, вырăн çинче вырттармалла.
Пĕлнĕ-пĕлмен кăмпана татмалла та мар. Пĕр хут вĕретнĕ шыва сыпса ан пăхăр. Пасартан кăмпа туянас тесен лаборатори тĕрĕслевĕ витĕр тухнисене çирĕплетекен талонне кăтартма ыйтăр. Çулсем хĕрринчи йывăçсем айĕнче çитĕннĕ кăмпасене те татма сĕнмеççĕ.
И.УБАСЕВА,
эпидемиолог тухтăрăн пулăшуçи.