Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕрентекенсем ял-йыш асĕнче

Вĕрентекенсем ял-йыш асĕнче

Софья Павловнăпа Валентин Александрович Табаковсем Яманчÿрел шкулĕнче учительте ĕçленĕ. Яланах юнашар. Иккĕшĕ те кунта çуралса ÿсмен, çапах шăпа вĕсене чăн-чăн Яманчÿрелсем пулма пилленĕ.

Валентин Александрович Энтепере, Софья Павловна Лаш Таяпара кун çути курнă. Çамрăк мăшăрсем, çак ялта тăрăшнăран, кунтах хунав яма шутланă. Хăйсен тăрăшулăхĕпе çĕнĕ пÿрт лартнă, хуралтă çавăрнă. Пахчара вăй хунă. Ытти ял çыннисенчен юлман.

1950 çулхи ноябрĕн 9-мĕшĕнче Яманчÿрелĕнчи пуçламăш шкултан çичĕ çул вĕренмелли шкул туса хунă. Ку вăл питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм. Шкул директорĕ пулма Петр Комиссарова уйăрса лартнă. Çак вăхăтра шкул дирекцийĕ умĕнче питĕ пысăк задача тăнă: ĕçлеме пултаракан учительсен коллективне йĕркелесси. Шăпах çак çулсенче Табаковсем килнĕ те шкула.

Валентин Александрович чылай çул хушши ачасене вырăс тата чăваш чĕлхине, Софья Павловна математикăна вĕрентнĕ. Иккĕшĕ те ачасене питĕ пысăк тăрăшулăхпа пĕлÿ панă. Кашни ачана урок темине ăнлантарас, вĕренÿ шайне çĕклес тесе чунне панă. 1975 çулта Софья Павловна йывăр чирлесе ÿкнĕ. 27 çул ачасене пĕлÿ панă харсăр вĕрентекен.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче шкулта туристпа краеведени ĕçне йĕркелесе янă. Кунта Валентин Александровичăн тÿпи калама çук пысăк. Ачасене тăван ен историйĕпе кăсăклантарма пултарнă вăл. Çав вăхăтрах тăван тавралăх илемĕпе интереслентерсе экскурсисем йĕркеленĕ, классем похода çÿрессине ырă йăлана кĕртнĕ. Вĕренекенсем тĕп хуламăра те пĕрре мар çитсе курнă.

1967 çулта шкулта «Следопыты Октября» отряд йĕркеленĕ. Ăна запасри офицер-педагог В.Табаков ертсе пынă. Отряда çÿрекенсем тăван енпе çыхăннă материалсем нумай пухнă. Шкулта Ленин, Çар Мухтавĕн кĕтесĕсем уçăлнă.

В.Табаков çичĕ класс пĕтерсен Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. 1938 çулта ăна комсомол ретне илнĕ. 1941 çулта 18 çул тултарнă каччă. Тепĕр çулах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă, август уйăхĕнче ефрейтор пулса çапăçăва кĕнĕ. Фронтра çыравçă ĕçне пурнăçланă. Салтаксене кирлĕ япаласене шута илесси, кашни çапăçу хыççăн çухатусене тĕрĕслесси, учетпа отчет ĕçне тăвасси те унăн тивĕçĕ пулнă. Пур енчен те хăйне шанса панă ĕçе тирпейлĕн те яваплăхпа пурнăçланă, тĕрĕслĕхшĕн тăрăшнă. Çапăçу хирĕнче тăтăшах пулса мĕн чухлĕ пурлăх пĕтнине хăй куçĕпе курса ĕненнĕ. «Хăюллă та паттăр салтак», – тесе палăртнă ăна командирсем. Вăрçăри паттăрлăхшăн медальсемпе ордена тивĕçнĕ.

Тăван яла çĕнтерÿпе таврăнсанах 1946 çулта Сăрьел шкулĕнче ĕçленĕ. Унтан мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех – Яманчÿрел шкулĕнче. Ĕçленĕ хушăрах аслă пĕлÿ илнĕ. Шкулта 38 çул стаж пуçтарса директор çумĕнче, директорта та чылай вăхăт тăрăшнă пултаруллă педагог. Ачасене воспитани панă çĕрте тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ вĕрентекенĕн наградăсем те сахал мар. В.Табаков 2005 çулта çĕре кĕнĕ.

Табаковсене ял çыннисем, вĕсем вĕрентнĕ ачасем халĕ те ырăпа аса илеççĕ. Чăннипех те хисепе тивĕçлĕ вĕсем.

Роза МАКАРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code