Ывăлĕ ашшĕ каласа панисене питĕ вăхăтлă çырса юлнă. Тĕлĕнмелле пархатарлă, чăн-чăн патриотла ĕç! Вăрçăра салтаксем паттăрлăх кăтартса орден-медале тивĕçнине тăтăшах вулатпăр-ха хаçат-журналта. Анчах кунашкаллине – вăрçăри чăнлăха туллин уçса панине ăçтан пĕлĕпĕр?
Нумай çынна «вăратнă» ку материал. «Малалла мĕн пулать-ши?» – тесе ыйтакансем те пулчĕç. Салтак пирки хĕрхенÿ туйăмĕсене те пытармарĕç вĕсем .
Авăн уйăхĕн вĕçĕнче редакцие Лаш Таяпари Сергей Трофимов пенсионер килсе кайрĕ. Вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчех ашшĕ, В.Трофимов (1911-1992) фронтовик каласа панисене çырса юлнă. Хăй вăхăтĕнче, саманине кура пулĕ, пичете сĕнмен.
Аса илÿре пин-пин совет салтакĕ утса тухнă вăрçăри кун-çул. Ăна вулакан патне çитермесĕр ниепле те май çук – чăнлăха пĕлмелле (пач улăштармасăр пичетлетпĕр).
…Эпир вăрçă пуçланнине хĕрарăмсем кĕтÿ хăваласа килсен пĕлтĕмĕр. Ун чухне, килти çынсемпе, «халь вăрçă пулать, халь вăрçă пулать» тесе калаçатчĕç. Урамра, ĕçре – калаçман, хăранă. Пирĕншĕн вăл кĕтмен япала пулнă.
Хĕрарăмсем пĕр чарăнми йĕреççĕ, вĕсене кура – ачапчасем. Эпир, арçынсем, пĕрле пуçтарăнса ял Советне кайрăмăр. Çул çинче кам мĕн çинчен шутлать, çавна калаçать. Вăрçă нумая пымасть, пирĕн çарсем часах нимĕçсене çапса салатаççĕ те каялла Берлина хăваласа каяççĕ. Тĕрĕссипе каласан, никам та нимĕн те пĕлмест. Тÿпери тăри сасси, тулăх пурнăç палли, часах хура кунсемпе шăпланĕ.
Лаш Таяпари ял Совечĕ умĕнче халăх питĕ нумай пуçтарăннă. Елчĕкрен килнĕ çын та пур. вăл ăнлантарнă тăрăх, чи малтан кам салтакра пулнă, кама вăрçăра çапăçма тÿр килнисем каяççĕ. Ыттисен ниçта та каймалла мар, вăрçа кайма кĕтсе тăрас пулать.
Пирĕн Ефим тетен, салтакра пулнăскерĕн, вăрçа 23-мĕш июньте тухса каймалла. Унăн салтака кайма ят тухсан районĕпе те 6 çамрăка кăна илнĕ. Манăн вара салтака выçлăх çулĕнче, 1932 çулта каймаллаччĕ, ун чухне районĕпе те 4 çамрăка çеç салтака илчĕç. Эпĕ лекеймерĕм салтак атти тăхăнма.
Вăрçа манăн 29-мĕш июньте каймалла пулчĕ. Килтен хуппипе пĕçернĕ çĕр улми, çăкăр чĕлли илтĕм. Килте урăх нимĕн те çук, çак апат анчах. Анне ман пата кăштăртатса пычĕ те (урипе аптăратчĕ вăл):
– Ывăлăм, аçу курнă нушана санăн курмалла ан пултăрччĕ, – терĕ тутăр вĕçĕпе куççульне шăлса.
Манăн атте 1914-1918 çулсенче Германи вăрçинче пулать. 1916 çулта тыткăна лекет. Унта вăл 1918 çулта урасăр пулса таврăнать. Ури пурччĕ-ха унăн, пÿрленсе юхса тăратчĕ. Каçран çывăраймасăр кăшкăрса выртатчĕ, питĕ нушаланса çĕре кĕчĕ.
– Турă сыхлатăр сана яланах усал-тĕселтен, – тесе пехиллерĕ. Кĕлĕ вуларĕ, мăйран хĕрес çакса ячĕ.
Ваттисем каланă тăрăх, çул çине каякана укăлча хапхи патне çитиччен кăна ăсатмалла. Çавăнпа кил умĕнчех хамăн виçĕ ачапа, арăмпа, аннепе, тăвансемпе ĕмĕрлĕхех сывпуллашрăмăр. Хама ăсатма килнĕ тăвансене урăх нихăçан та кураймăп тесе уйрăлтăм. Шалтан туртса кăларнă пек туйăнчĕ. Çак çĕр çинче манăн пурăнасси пĕр эрне е чи нумаййи – пĕр уйăх анчах юлчĕ иккен тесе иртнĕ пурнăçа аса илсе утрăм.
Лаш Таяпара, ял варринче, туллиех çынсем пуçтарăннă таврари ялсенчен: Вăрăмхăваран, Яманчÿрелĕнчен, Шăмалакран, вăрçă лашисемпе Канаша кайма пуçтарăннă. Пурте ыталанса йĕреççĕ, чун сисет вăл, урăх нихăçан та тăвансене, ял-йыша кураймастăн. Çавăнтах купăс калакан та, юрлакан та пур.
Елчĕкре кам пуррипе çуккине хушаматпа тĕрĕслерĕç те çав лашасемпех Канаша кайрăмăр. Ун чухне, хальхи пек, машина е автобус çÿремен.
Канашра сывлăха тухтăрсем тĕрĕслерĕç, командăсем çине пайларĕç. Каç пулсан, пуйăс çине ларса, Мускава кайрăмăр. Пуйăс çул тăрăшшĕпе ниçта та чарăнмарĕ, ир енне Орехово-Зуево станцинче анса юлтăмăр. Перрон çинче те, вокзалта та халăх пичкери пулăсем пек, лăк тулли. Килтен илсе тухнă апат-çимĕçе пуйăс çинчен çисе ятăмăр, çавах апат çиес килет.
Вокзалăн тепĕр енне каçрăмăр, пирĕн ушкăна тата çынсем хушăнчĕç, пĕтĕмпе 200 çын пуçтарăнтăмăр. Часах Мускав енчен килекен пуйăс çитсе чарăнчĕ. Санитарсем аманнă салтаксене машинасем çине тиеççĕ. Хăшин ури, теприн алли, ик ури те çуккисем те пур. Пурте бинт ăшĕнче. Вăрçăра çынсене вĕлереççĕ кăна мар, сусăр та тăваççĕ. Куласси, йăкăл-йăкăл тăвасси таçта кайса кĕчĕ.
Утатпăр çапла ир пуçласа каçчен. Ăçта каятпăр, никам та пĕлмест, калакан та çук. Тăватă çынна 1 буханка çăкăр параççĕ, çакăнпа кунĕпе тăранас пулать. Ăçта мая килет çавăнта çĕр каçатпăр. Ялсем витĕр тухнă чухне çурчĕсене шаккаса пăхатăн, кам та пулин шеллесе вĕри апат çитермĕ-ши, тетпĕр. Никам та уçмасть, никам та вĕри апат çитермест. Пурне те ăçтан вĕри апат пĕçерсе çитерĕн çакăн чухлĕ çынна. Çапах та эпир, Елчĕксем, пĕрле пыратпăр, махорка çурмалла пайлатпăр.
Кашни ир хушаматпа тĕрĕслеççĕ, çĕрле 7-8 çын çухалать ушкăнран. Ăçта çухалаççĕ, ăçта тараççĕ; Шутлатăн та тĕлĕнетĕн, кунта вăрçă мар вĕт, ма тармалла? Хăшĕ-пĕрисем супăнь çиеççĕ, ăнман курăк чăмласа аптăраççĕ. Ун пеккисене район центрĕнчи военкомата парса хăвараççĕ. Халран кайнисене, утайманнисене пăрахса хăвармаççĕ, хыçалта, лашасем кÿлнĕ урапасемпе турттарса пыраççĕ.
Вĕри апат çименскерсем кашни кун сахалрах та сахалрах кайса пыратпăр. Çапла вара Владимир, Вязники, Дзержинск хыçа юлчĕ. Мускавран хамăр еннелле, хĕвелтухăçнелле каятпăр. Çумри пĕр йĕп, çĕр çухрăм утсан, 1 пăт таякан пулать, теççĕ халăхра, тĕрĕсех иккен. Дзержинскран тухсан эпĕ халтан кайнă, тăна çухатнă. Нимĕн те астумастăп. Тăна кĕрсен хам урапа çинче выртнине туйрăм. Ман пек халран кайса утайманнисем татах та пур. Çапла вара Мускавран Чулхулана 14 кун утнă.
Чи малтанах машинасем тăвакан заводра апат çитерчĕç, тăраниччен. Унтан мунчара çăвăнтарчĕç, салтак тумĕсем тăхăнтартрĕç. Çапла вара эпир салтаксем пулса тăтăмăр.
Кун йĕрки çакăн пек иртетчĕ. 6 сехет çывăратпăр, 6 сехет вăрçă ĕçне вĕренетпăр, 12 сехет заводра ĕçлетпĕр.
Вăрçă ĕçне вĕреннĕ чухне хамăрăн хĕç-пăшала кăна мар, нимĕçсенне те кăтартса ăнлантаратчĕç. Эпир мĕнле вĕреннине вăрçăра нимĕç оценка парать терĕç. Çавăнпа та пурте тăрăшса вĕренеттĕмĕр, пĕлменнине ыйтатпăр. Юлашкинчен хамăрăн винтовкăпа персе лайăххисен шутне кĕме пултартăм, «стрелок» ятне илтĕм.
Заводра мĕнле кăна ĕç пур – пурне те ĕçленĕ. Çуртсем, пысăк цехсем кирпĕçпе купаларăмăр. Сывлăх енчен çирĕп пулнă эпĕ. Шывра ишме те, çуран чупма та кăкăр уçă пулнă манăн. Çавăнпа мана командира вĕренме кайма сĕнчĕç, анчах эпĕ килĕшмерĕм, вулама-çырма пĕлместĕп, шкул вĕренмен çамрăк чухне.
Виçĕ уйăх кун пек иртсе кайрĕ. Сентябрь вĕçĕнче манпа пĕр пăтăрмах пулчĕ. Уткин Миккуль, кÿршĕри Тури Туçаран, манран пропуск ыйтрĕ, хăйĕнне илме манса кайнă. Хăй хыткан, çÿллĕскер, аллисем кĕреçе пекчĕ. Завода черетпе, çын нумай кĕнĕ чухне кĕрсе кайнă. Тухма хăтланса пăхать, пропусксăр кăлармаççĕ. Лайăх юлташ, ма пулăшас мар; Пропуска кăлартăм та тыттартăм çакна. Вăл ман пропускпа тухнă чухне тытса чараççĕ. Мĕнле, ăçтан ку пропуск; Мана çийĕнчех начальник патне чĕнтерчĕç. Çур сехет «мунча» кĕртрĕç, сĕтеле çапа-çапа вăрçаççĕ. Çакăнтан ăнлантăм: документа никама та памалла мар, манса та хăвармалла мар.
Пире, туртакан çынсене, 1 эрнере пĕр кашăк махорка параççĕ. Ăна эпир 3-4 кунра туртса пĕтеретпĕр тата 3-4 кун туртмасăр нушаланатпăр. «Чим-ха, –шутларăм эпĕ, – начальник документ туса парсан килтен махорка илсе килеетĕп». Начальнике паллатăп, мана «мунча» кĕртекенни. Темиçе кун аптăратсен 4 кунлăха ячĕ. Халĕ хăйне те махорка илсе килсе парас пулать ĕнтĕ.
Паянах, каçпа ĕç хыççăн, тухса утас пулать. Ыйткалакана çил хирĕç тенĕрен, эпĕ тухрăм кăна, çумăр витререн тăкнă пек çума пуçларĕ. Кĕрхи çумăр каçпа тытăнсан ирччен çăвать, çаплах пулчĕ. Чулхуларан Арзамаса машинăпа арар-аран çитрĕм. Путăк-шăтăк. Ялсем витĕр машинана тĕртсе тухатăп, хăямат, ялĕсем пурте çырма-çатрана ларса тухнă. Ну нушалантăм машина тĕртсе. Тул çутăлнă çĕре Арзамаса çитсе ÿкрĕм. Кунта хĕвелтухăç еннелле каякан пуйăссем чарăнмаççĕ. Хыçалти вагона пынă çĕртех сиксе ларас пулать. Çамрăк чухне вăй пулнă çав, ним мар сиксе лартăм. Çумăрĕ çаплапах çăвать, чарăнса илсен хĕвелĕ курăнкалать. Пуйăс Канаша çитичченех сиксе юлтăм. Чупса, утса, çула май тĕл пулнă лавсемпе ларса кăнтăрла иртсен яла çитрĕм, иккĕмĕш кунхине. Манăн кая юлма юрамасть, 4 куна ĕлкĕрес пулать. Анне мана курсан:
– Ай, ывăлăм, ырăпах çÿретне эс? – терĕ аллисемпе сулкаласа.
– Документпа, веçех йĕркеллĕ, – тетĕп ăна ыталаса.
Ун чухне вăрçăран тарса килекенсем те пулнă. Ухмахсем, мĕн виличчен çынран пытанса пурăнас пулать, ку мана валли мар. Часах пирĕн пата тăвансем, кÿршĕ-аршăсем пуçтарăнчĕç. пурте хăйсен упăшкине, ывăлне, тăванне курнипе-курманнине пĕлесшĕн.
– Вăрçа кĕмен-ха, хатĕрленетпĕр кăна. Лайăх салтаксене, пĕр 10 çынна, командир киле кайса килме ирĕк пачĕ. Пуçтарăнатăп та каялла каятăп, халех каймасан – ĕлкĕрейместĕп, – терĕм вĕсене, хамăн 3 ачана та чĕрçе çине лартса.
Кутамккана мĕн кирлине чиксе тултарнăччĕ кăна, мана сельсовета чĕнеççĕ. Васкаса тухрăм, хирте арăмпа сывпуллашрăм, пĕтĕм çын, çитĕннĕ ача-пăча тырă вырнă çĕрте ĕçлеççĕ.
Сельсоветра, ытти çынсемпе пĕрле, милиционер та ларать. Вăл манăн документсемпе паллашнă хыççăн:
– Халь юр çуннă вăхăтра сана киле янă? – терĕ хулпуççисене сиктерсе.
– Чи лайăх салтаксене кăна киле кайса килме ирĕк пачĕç, – терĕм эпĕ. – Эсир, – каларăм сельсоветрисене, – манăн документа киле пырса тĕрĕслеме пултарнă вĕт-ха, мĕн милицие чăрмантармалла. Таркăн вăл каçпа çÿрет, ман пек кăнтăр кунĕнче çÿремест. Милицин капла та ĕçĕ мăй таранах пуль.
Милиционера çакă килĕшрĕ пулмалла, Елчĕке хăйĕн тăрантасĕпе мана та лартса кайрĕ.
Çул çинче эпĕ 3-мĕш кун, паян 23-мĕш сентябрь. Кĕрхи ĕçсем вĕçленмен-ха, пĕтĕм халăх уйра, ача-пăча пучах пуçтарать. Çумăр çусан та вырма пăрахмаççĕ. Канашалла çитсе пынă май хирти халăх нушаланнипе шеллерĕм.
Канашра Мускавалла каякан пуйăссем никама та лартмаççĕ. Перрон тăрăх унталла та кунталла чупатăп. Халь ларса каймасан манăн пуçа касаççĕ, ĕлкĕрейместĕп. Сисмесĕрех каç пулчĕ. Танксем тиенĕ состав çумне тата вагонсем çаклатнă вăхăтра пĕр командирпа калаçса илтĕм, махорка пама пултăм. Документсене тĕрĕслесен ларма ирĕк пачĕ. Çапла вара Арзамаса чиперех çитрĕм.
Кĕрхи çумăр хыççăн çĕр час типмест. Арзамасран Чулхулана каякан машинасене тĕртсе каçпа 10 сехете çитрĕм.
– О-о, çитрĕн-и, йĕркеллех-и санăн? – савнăçпа кĕтсе илчĕ начальник. – Санăн полку, 1 сехет иртрĕ пуль, Мускава тухса кайрĕ. Эпĕ сана списока кĕртнĕ, санăн вĕсене хуса çитес пулать, -ăнлантарчĕ ним пулман пек.
Ак тамаша, мĕнле хуса çитмелле пуйăс? Лашапа мар вĕт эпĕ, машина та çук. Халь васкани ним тума та кирлĕ мар. Лайăх шутламалла, мĕнле хуса çитмелле полка. Вăл хăй те ăнланать, эпĕ çуран командăна хуса çитейместĕп. Часах такампа телефонпа калаçса илчĕ. Эпĕ, çул çинче ывăннине пăхмасăр, вокзала чупса çитрĕм те Мускавалла каякан пуйăс çине ларса ĕлкĕртĕм.
Вагонта туллиех салтаксем, офицерсем те нумай. Мана та командира вĕренме кайма ÿкĕтлерĕç, халĕ вĕсем вĕренсе пĕтернĕ пулмалла, фронта каяççĕ. Ăнсăртран хăлхана хамăн хушамата тата «Чувашия» тесе каланине илтрĕм.
– Эпĕ ку, эпĕ кунта! – кăшкăртăм алла çÿлелле тăратса.
– Документăрсене кăтартăр, – терĕ çамрăк офицер ман ума çитсе.
Вăл часах çар билетне вуласа тухрĕ те мана хăйĕнпе пĕрле пыма хушрĕ. Юнашар вагонта, те полковник, те майор, манăн документсемпе паллашнă хыççăн хăйсен полкне списока кĕртрĕç. Çапла вара манăн никама та хăваласа çитмелле пулмарĕ, çĕнĕ командăна лекрĕм.
Çурçĕре Мускава çитрĕмĕр, тепĕр вокзалтан пуйăс çине ларса Яхрома станцинче анса юлтăмăр. Пирĕн ротăра 100-120 çын, пурин те минометчика вĕренес пулать. Минометсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Пире полковой миномет текеннине вĕрентрĕç. Вăл 3 пайран тăрать: урисем, труба тата сĕтелĕ 17 килограмм таять, унăн лямки пур. Çакна манăн йăтса çÿрес пулать вырăнтан-вырăна куçнă чухне. Çурăм хыçне хурса параççĕ те кутамкка пек йăтса утатăн. Эпĕ 6-мĕш номер, минăсене ещĕкпе расчет патне илсе пымалла. Ещĕксене окоп хыçне лашасемпе турттарса пыраççĕ. Вĕсене тĕрлĕ çĕре хурас пулать, пĕр çĕре купалама юрамасть. Тăшман снарячĕ ÿксе çурăлчĕ иккен юнашар, пĕтĕм мина пĕтет.
Октябрь пуçламăшĕнче хĕллехи тумтирсемпе тивĕçтерчĕç, машинасем çине лартса фронта илсе кайрĕç. Темиçе çырма урлă каçрăмăр, кĕперĕсем йывăçран, йĕри-тавра тĕттĕм вăрман. Темĕнле хулана кĕтĕмĕр, тахăшĕ вуласа ĕлкĕрнĕ: Клин. Чăвашла – Савăл, çавăнпа ăна лайăх астуса юлнă.
Вокзалта тăратпăр, часах пуйăс килсе чарăнчĕ. Вагонсенчен салтаксем анма тытăнчĕç, строя тăратрĕç те, тамаша, пĕр 14-16 çулхи çамрăксем. Шинелĕсене кĕскетнĕ пулин те, çавах вăрăм, юр çине лексе тăраççĕ. Пырса ан тĕкĕн, пурте çĕлĕкĕсене чалăш лартнă. Ай-яй, çак ачасен çĕршыва хÿтĕлеме тÿр килнĕ пулсан фронтра ĕçсем чаплах мар пулмалла.
Вокзалта апатланнă хыççăн батальонсем çине пайласа тухрĕç. Икĕ салтака 1 винтовка,10 штук патрон тата 2 граната пачĕç. Малалла лашасемпе кайрăмăр, каç пулсан Теряево текен пысăк ял е пĕчĕк хула, кирпĕчрен купаланă çуртсем те чылай, чиркÿ те пур. Юханшыв юхса иртет. Ун хĕррипе окопсемпе траншейăсене халăх малтанах чавса хунă.
Çакăнта октябрь пĕтиччен тăтăмăр. Кăнтăр енче çапăçу кĕрленине илтме пулатчĕ. Çав уйăх йĕпе-сапаллă пулчĕ, каçран шыв шăнмалăх сивĕтетчĕ. Мускавра 7-мĕш ноябрьте парад ирттернине хаçат урлă пĕлтĕмĕр. Фронтра ĕçсем япăх пыраççĕ пулсан та, парад ирттерни вăй хушать, паллах. Çирĕп тăма хистет, чунра шанчăк çуралать.
Пирĕн тĕле нимĕçсем мотоциклсемпе е машинасемпе пыра-пыра каяççĕ. Хăш чухне минометран переççĕ те çухалаççĕ. Эпир хирĕç пеместпĕр, патронсемпе минăсем шутлă кăна.
Батальон полка çити ÿсрĕ. Юханшыв леш енчен кашни каçах салтаксемпе офицерсем килсе пĕрлешетчĕç. Вĕсем лайăххине нимĕн те каламасчĕç, хăрушă, чăтма çук хăрушă тетчĕç.
Лайăх астăватăп: 13-мĕш ноябрьте, каçа хирĕç, нимĕçсен енчен 2 салтак кĕпер урлă каçрĕç. Траншея патне çитсен йăванса кайрĕç те тăраймаççĕ. Аран-аран ăнлантарчĕç: Вязьма хуранĕнчен тухаççĕ иккен. Пирĕн командир аптăрарĕ: те ĕненмелле, те çук. Комиссарпа канашласа илчĕç те пĕр взвода ушкăна хирĕç кайма хушрĕç. Пурте тĕттĕме тинкеретпĕр, тепĕр çур сехетрен килни курăнма пуçларĕ. Хăйсем кăна мар, лашисем те выçăпа халран кайнă, аран утаççĕ. Пĕр 300 салтак тата çавăн чухлех халăх, темĕн чухлĕ ача-пăча. Лашисем 30 ытла та пурччĕ пуль. Хĕрарăмсемпе стариксем кăна мар, салтаксем те йĕреççĕ сасăпа. Хăтăлтăмăр, çитсе ÿкрĕмĕр теççĕ пурте. Эпĕ питĕ тĕлĕнтĕм, пĕр ачи те нăйкăшмасть те, йĕмест те. Кĕпе аркинчен çакăннă пулсан та. Куçĕсем «хÿтĕлĕр, тархасшăн, ан чакăр» тенĕнех туйăнчĕç. Пурне те землянкăна вырнаçтарса тухрĕç. Эпĕ урапа çинче ларакан пĕр ачана йăтрăм та землянкăна кĕтĕм. «Ан йĕр, ачам, ан йĕр», – тетĕп. Ак ара, салтак пулчĕ кайрĕ ман ача. Куçĕнчен куççуль юхать, пĕр чарăнми кулать, калаçаймасть те. Часах кухня килчĕ. Халран кайнă салтака хам алăпа апат çитертĕм.
Тул çутăлсан ывăннă лашасене кунта хăварчĕç, пирĕн лашасене кÿлсе пурне те тыла ăсатрĕç.
18-мĕш ноябрьте паян пулса иртнĕ пек астăватăп. Ирхи апат çинĕ хыççăн шăв-шав, кăшкăрашу. «Çĕнтерÿ, çĕнтерÿ!» теççĕ. Почта килнĕ, «Красная Звезда» хаçата салтаксем хушшинче салатаççĕ. Пирĕн пек вулама пĕлменнисене вуласа параççĕ. 16-мĕш тата 17-мĕш ноябрьте Дубосеково ялĕ патĕнче Панфилов генерал ертсе пынипе нимĕç çарĕсене çапса аркатнă. Кунта ирĕксĕрех «Ур-ра!» кăшкăратăн, çĕлĕксене çÿлелле ывăтакан та пур. Пĕр-пĕрне ыталатпăр, пĕчĕк ачасем пек сиккелетпĕр. Çав тери хăпартланса кайса, хамăр фашистсене çапса аркатнăн туятпăр. Маларах, апат çинĕ чухне те тĕксĕммĕн çÿреттĕмĕр, кашни шутланă, ахăр, ну, хăçанччен чакмалла? Халĕ шанчăк çуралчĕ, çапăçма пултаратпăр.
Панфилов иккĕмĕш кунĕнче вилет, ăна çавăнтах пытарнă. Вăл граждан вăрçинче Чапаев дивизийĕнче командир пулса çапăçнă. Çакă та мана питĕ хавхалантарса ячĕ, Чапаевпа çапăçнă пулсан чăвашсемшĕн тăванпа танах вĕт.
Çав кунах пире Рокоссовский генерал приказĕпе паллаштарчĕç. «Пĕр утăм та каялла чакмалла мар!» Вилсен те пуçа хĕвеланăç еннелле хурса вилмелле. Çăмăл аманнисен те тыла кайма юрамасть, çапăçма чарăнмалла мар. Боеприпас çителĕксĕррипе нимĕçсене çывăха ярсан кăна пеме тытăнмалла.
Каç пулсан тата пĕрер ывăç патронсем пачĕç. Кунта çакна каламалла: револьвер, винтовка, автомат, пулемет патронĕсен калибр – 7,62 мм, пур пăшала та каять.
19-мĕш ноябрьте пире ирех апат çитерчĕç, 1-мĕш – яшка, тулă кĕрпинчен, купăста çулçи тураса янă, 2-мĕш – тулă пăтти. Пур салтака та 1 эрне пурăнмалăх пĕрер буханка çăкăр салатса пачĕç. Çакăн пек кунне иккĕ çитереççĕ. Çанталăк питĕ сивĕ, сурсан сурчăк çĕре ÿкмест. Кашни кун тенĕ пек юр çăвать. Землянкăра ăшăнкаласа выртатпăр, унта та тулти пекех сивĕ, юртан-çилтен хÿтлĕх кăна.
Тул çутăлса çитсен тÿпере фашистсен «Рама» текен самолечĕ вĕçсе иртрĕ. Вăл курăнми пулсан пурне те вăрманалла тарма хушрĕç. Ман çурăм хыçне миномет сĕтелне çакса ячĕç те эпĕ те тĕк пек вăрманалла тапса сикрĕм. Ман патран вăрман 500-600 метрта çеç. Вăрмана çитсе выртрăмăр. Часах нимĕç самолечĕсем курăнса кайрĕç. Эпир пулнă траншейăсем çине бомбăсем пăрахма тытăнчĕç. Самолет кĕрленĕ сасă чуна шăнтса ярать. Бомба шăхăрса анни пуç çине ÿкессĕн туйăнать. Çĕр кисренет кăна мар, тинĕсри хум вылянă пек чÿхенсе тăрать. Ирĕксĕрех çÿлти Турра «Хăтар мана» тесе хĕрес хуратăп хам çине.
Çур сехетрен самолетсем кайрĕç. Çавăнтах траншейăсене каялла йышăнма хушрĕç. Чупнă май пăхатăп: кĕпер çинче нимĕç танкĕсем, унăн аяккипе салтакĕсем чупаççĕ, переççĕ. Машинасем, тупăсем, мотоциклсем – вĕçĕ те курăнмасть. Пĕр снаряд юнашарах шаплатса çурăлчĕ, мĕнле тăсăлса выртнине те сисмерĕм. Хăранипе çÿç чăшăл-л-л туса вирелле тăрса кайрĕ. Ыттисем мĕн тăваççĕ-ши тесе пуçа çĕклесе пăхрăм. Артиллеристсем вăрман хĕрринченех кĕпер çинчи танксем çине пеме пуçланă. Малти танкĕ пирĕн енчех хура тĕтĕм кăларса çунать. Салтакĕсем тĕлли-паллисĕр каялла тараççĕ. Çыран леш енне минометран та пеме пуçларĕç. Манăн расчет командирĕ, ним пулман пекех, бинокльпе сăнать. Çав вăхăтра пур çĕрте те снарядсем ухлата-ухлата çурăлаççĕ. Юлташсем çине пăхса илтĕм те, пурте каскăсем тăхăнса янă. Манăн пуçра çĕлĕк çук, таçта кайса ÿкнĕ. Çара пуç çине каска тăхăнса лартрăм. Çакăн пек пуçланчĕ мĕн вĕреннине пурнăçа кĕртме.
Йывăç тăрринчен, пирĕн офицер, нимĕçсем ăçта-мĕскер тунине кăшкăрса координатсем парать. Пур çĕрте те мина, снаряд çурăлать, пульăсем вĕçни çерçисем чĕвĕлтетнĕ пек илтĕнет. Фашистсем урнă пек пеме тапратрĕç. Йĕри-тавра çунать. Хĕвел курăнми пулчĕ, каç пулнă пек тĕттĕмленчĕ. Часах пирĕн расчета кăнтăрарах куçма хушрĕç. Снаряд, пуля шăхăрнине пăхмасăр хамăн сĕтеле йăтса траншейăпа ăçта упаленсе, ăçта хырăмпа шуса кирлĕ окопа çитрĕмĕр. Манăн тата мина ещĕкĕсене куçарас пулать. Малтанхи вырăнтан çĕнĕ çĕре 1 çухрăм та пулать. Ещĕксем траншейăран 500-600 метр хыçаларах, юр ăшĕнче. Тупма меллĕ пултăр тесе эпĕ кашни ещĕк çумне хыр турачĕсем тирсе тухрăм. Шыраса вăхăт ирттермелле мар капла. Икшер ещĕк йăтса расчета минăсем парса ĕлкĕртĕм.
Çапăçу 1 сехет е 2 сехете тăсăлчĕ пулмалла. Юхан шыв урлă хывнă кĕпере сирпĕтсе ячĕç. Нимĕç салтакĕсем пăр урлă каçаяççĕ, пăр вăйлă шăннă, салтака кăна чăтать. Каçма шутламарĕç пулмалла, каялла чакса кайрĕç. Пур çĕрте те сĕрĕм-тĕтĕм. Сывлăшра ĕннĕ какай шăрши тăрать. Салтаксем çунаççĕ, çухату питĕ нумай, траншейăра туллиех салтак виллисем. Хамăр хыçра Теярево çунни курăнать.
Пире çула хатĕрленме приказ пачĕç. Çак çапăçура сывă юлнисем 2 рота, çурри – аманнисем. 2 тупă, вĕсене валли 1 ещĕк снаряд. 1 миномет, ăна манăн йăтма тиврĕ. 13 лаша, пилĕк урапа. Унта йывăр аманнисене вырттарчĕç. Наччас хушшинче хама валли винтовка тупрăм, патронсем ниçта та çук. Апат тавраш пулмарĕ, кухня çук. Малтан 20 çухрăм хирпе кайрăмăр, каç пулсан тин вăрмана çитрĕмĕр. Унти сукмакпа хĕвелтухăç еннелле каятпăр. Йывăр аманнисенчен чылайăшĕ çул çинчех вилчĕ, операци тăвакан тухтăр çук, нимĕн те тăваймăн. Никам та шăтăк чавса тăмасть, канава юртан тасатаççĕ те, мĕн сарлакăш кирлĕ, çавăн чухлĕ, вилнисене юнашар вырттарса юрпа витсе хăвараççĕ.
Тепĕр кунхине пирĕн пата тата 1 рота салтак хушăнчĕ. Çакăнта эпĕ апат çитернĕ салтак мана шыраса тупрĕ. Хам та питĕ хĕпĕртерĕм, тăвана тĕл пулнăнах туйăнчĕ. Паллашрăмăр: Петĕр ятлă, Кривошеев, Новгород облаçĕнчен, разведчик. Килте такам та пулса ĕçленĕ: учетчик та, бригадир та, учитель те.
Пыратпăр çапла вăрманпа, çул тавраш çук, кашни 4-5 çухрăм кайсан çырма урлă каçас пулать. Разведчиксем систерчĕç, эпир пыракан çул çине нимĕçсен пĕр батальонĕ килет. Командир хăраканскер пулмарĕ, обоза тата аманнă салтаксене ăçталла каймаллине карттă тăрăх кăтартса пачĕ. Пĕр тупă расчетне чăрăш айне лартрĕç, тепĕрне обозпа ячĕç. Пур салтаксенчен мĕн чухлĕ пур, веçех патронсене пуçтарса илчĕç. Стрелоксене, 10 çынна, вăл шутра мана та патронсем салатса пачĕç. Хăвăртрах нимĕçсем килекен çул хĕррине выртса тухрăмăр. Ытти салтаксем пытанчĕç. Стрелоксен тупă персен кăна пеме пуçламалла. Нимĕçсем килекен çул пиртен 30-40 метрта çеç. Çулпа эпир выртакан хушăра çынсем хăйăр илнĕ пулмалла, тем тарăнăш шăтăк-путăк.
Малта 5 мотоцикл, пулеметсемпе, ун хыççăнах çăмăл танк, 6 бронемашина, брезентпа витнĕ 5-6 машина, татах мотоциклсем. Çаксене веçех пĕтерес пулать. Тупă валли пĕр ещĕк снаряд – 5 штук, миномета валли пĕр 15-20 штук мина. Патронсем те шутлă кăна. Манăн танк хыçĕнче пыракан бронемашина расчетне пĕтерес пулать. Машина çинче пĕтĕмпе 10 салтак, манăн патрон та 10 штук.
Бронемашина кабини тăрринче пулеметчик тăрса пырать. Мана унăн пуçĕ кăна курăнать. Эпĕ машина пынă май винтовкăна та куçарса пыратăп. Мĕнле тупă сасси кĕрлесе кайрĕ, эпĕ те персе ятăм, нимĕçĕн пуçĕ аяккинелле сирпĕнчĕ. Эпĕ çаплах тĕллесе тăратăп, пулемет умне 2-мĕш номер тăмалла. Ăна та лектертĕм, пулемечĕпех тÿнсе кайрĕ. Çапăçу пĕтĕмпе пĕр 10 минутран ытла пымарĕ. 2 çăмăл машини тата 4 мотоцикл çаврăнса тарма ĕлкĕрнĕ. Ыттисене веçех тĕп турăмăр. Салтаксем нимĕçсенне мĕн илме пур, веçех хывса илчĕç. Эпир Петяпа пулеметлă пултăмăр. Пирĕн енчен 5 салтак вилнĕ, вĕсем малти мотоциклсем çине штыкпа тухнă пулнă. Тата 7 салтак аманнă.
Малалла каятпăр. Хутран-ситрен нимĕç самолечĕсем вĕçсе иртеççĕ, «Рама» текенскерсем, çав вăхăтра пытанатпăр. Пуçра апат çиес шухăш кăна, Петя хăйĕн тăрăхĕнчи тавралăх ырлăхĕ пирки каласа пырать. Канса илнĕ вăхăтра махорка туртса хырăма улталатпăр.
Таврана каç сĕмлĕхĕ çапсан хире тухрăмăр. Çулсăр-мĕнсĕрех утатпăр. Хирте вăрмантинчен чылай сивĕ, апат çитменнипе пушшех те.
Пирĕн обоз таçта кайса çухалнă. Эпир вĕсене ниепле те хуса çитеймерĕмĕр. Çĕрĕпе утса аванах сарлака юхан шыв хĕррине çитсе тăтăмăр. Шыв вăйлă юхать, шăнман. Тул çутăлса çитнĕ çĕре йывăç кĕпере шыраса тупрĕç. Кĕпере икĕ енчен те сыхлаççĕ. Çакăнтарах землянкăна вырнаçтарчĕç. Эпĕ мĕнле сĕтеле пăрахнă, çапла вилнĕ пек çывăрса кайнă. Йывăрăшĕ ним те мар, кунĕпе-çĕрĕпе йăтса çавăн пек ывăнтарать, 150 кг тайнăн туйăнать.
Петя вăратрĕ, иксĕмĕршĕн те апат илсе килнĕ, çăкăр та пур. Апат яланхи пекех, эпĕ тиркеместĕп, килте кун пек апат лекмест. Ун хыççăн сухалсене, шинельсене йĕркене кĕртрĕмĕр. Политруксем фронтри ĕçсем пирки каласа параççĕ. Вĕсем каланă тăрăх, пирĕн çарсем нимĕçсене пур çĕрте те çапса салатаççĕ. Ăнланма çук, мĕншĕн хуласене фашистсене парса хăвараççĕ. Чăнахах та тĕрĕс пуль, эпир засада туса нимĕçсен батальонне çапса салатрăмăр.
Каç пулсан çĕнĕ приказ: хыçалалла каймалла. Çурăм хыçĕнче сĕтел, умра винтовка, кунта та патронсемпе тивĕçтермерĕç. Нимĕçсен хĕç-пăшалĕсене кунта хăварттарчĕç. Çапла вара çĕрĕпе утрăмăр. Каçпа питĕ сивĕ. Кана-кана тата тепĕр кун утрăмăр. Юлашкинчен хула çумĕнчи траншейăсене йышăнтăмăр.
Пирĕн çĕнĕ вырăн хула çумĕнче, пĕр çухрăмра. Хула хĕррипе чугун çул иртет Ржев-Мускав, çурçĕр енче вăрман, унта кĕме хушмарĕç, минăсем лартса тултарнă. Кăнтăр енче, пирĕнтен 2-3 çухрăмра, Крюково станци. Хулан хĕвел тухăç енче Ленинград-Мускав автоçул иртет. Тăшмансене çак шоссе çине тухма памалла мар. Зеленоград пирĕн Пăва станци пек, ытларах улăм витнĕ çуртсем, хула варринче чиркÿ те пур.
Эпир киличчен траншейăсене ополченецсем сыхланă.
Салтакăн виçĕ нуша иккенне пĕлтĕм: туртма çукки, патронсем çителĕксĕрри тата хырăм выççи. Çак виçĕ нуша пулмасан салтака çапăçма та çăмăл.
Пире, строй умĕнче,16-мĕш çар командующийĕ Рокоссовский нимĕçсене засада туса çапса салатнăшăн саламлать. Пурте «Ур-р-а!» кăшкăртăмăр. Мĕнле савăнмăн; Кăмăла çĕклет, вăй хушать тата та çирĕп тăма хистет çакă.
Çак хула çумĕнчен приказсăр пĕр утăм та чакмалла мар, çакăнта вилес пулать, пирĕншĕн хыçра çĕр çук.
Тата çĕнĕ салтаксем килсе вырнаçрĕç. Боеприпассем те илсе килчĕç. Патронсем çав-çавах шутлă параççĕ. Манăн çĕнĕ расчет. Хальхи миномет расчечĕ пĕтĕмпех Чулхула облаçĕнчен. Пурте хапха юпи пек, ним мар лаша таканне алăпа пăрса тÿрлетеççĕ. Эпĕ вĕсен умĕнче ачапча пек çеç курăнатăп. Тулта çаплах асар-писер юр çăвать, уйăх та курăнмасть. Эпĕ чугун çул леш енне 10 ещĕк мина пытарса хутăм тата 10 ещĕк окопа купаласа лартрăм.
Ак вăрман хĕррине темĕн чухлĕ машинасем, танксем, тупăсем тухса тăчĕç, шучĕ те çук. Пиказсăр пеме юрамасть. Эпĕ чугун леш енне выртнă та нимĕçсене сăнатăп. Пĕр танкĕ чарăнчĕ, танкисчĕ танкран тухса биноклĕпе пăхма та ĕлкĕреймерĕ, эпĕ персе те ятăм. Леш тÿнсе кайрĕ.
– Кам печĕ, кам печĕ?! – кăшкăрать пĕри, – приказсăр пемелле мар!
Танксем сапаланса пирĕн еннелле килеççĕ, пынă май переççĕ. Снарячĕсем хула хĕррине е хула çине ÿкеççĕ. Эпир ăçта выртнине нимĕçсем пĕлмеççĕ пулас. Танксем 100-150 метр юлсан пирĕн пĕрремĕш тупă печĕ, ытла çывăха янă пек туйăнчĕ мана. Кашни метрта мина, снаряд çурăлать, çынсем кĕлте пек сывлăша сирпĕнеççĕ, тĕрлĕ еннелле вĕçеççĕ пайăн-пайăн таткаланса. Халь хам выртакан çĕре те снаряд ÿкессĕн туйăнать. «Турă хăтарсам» тесе хĕрес хыватăп хам çине. Халех вилсе выртас килмест вĕт-ха, пурăнас килет. Пирĕн те нимĕçсем çине вут-çулăм тăка пуçларĕç. Хăлха шăв-шавпа хупланса ларчĕ, нимĕн те илтместĕп. Мĕн çунмалли пур – пурте çунать, юр та çунать. Сывлăшра кăвайт çинче пĕçернĕ какай шăрши тăрать. Кăкăр тулли сывлама йывăр, пуç çаврăнать. Шăватăп хыçалалла, хам йĕп-йĕпе тара ÿкнĕ. Алла ещĕксем лекрĕç, иккĕшне йăтса окоп патне тапаçланатăп.
– Улттăмĕш, минăсем хăвăртрах! – кăшкăраççĕ пушă ещĕксене аяккинелле ывăтса.
Çанталăк сивĕ пулсан та шинеле хывса петĕм, кансĕр унпа чупма. Тата икĕ ещĕк илсе килтĕм.
– Командир, урăх минăсем çук! – кăшкăратăп эпĕ.
– Шыра! – аллипе кÿршĕри расчет еннелле кăтартса, – вĕсен пулмалла!
Эпĕ хыçалалла тĕк пек вĕçрĕм. Айлăм вырăнта, юра сирсе ещĕк шыратăп. Хула енчен ман паталла пĕр хĕрарăм килет. Ман умах çитсе тăчĕ, тутăр айĕнчи шурă çÿçĕ аван ватă çын иккенне систерет. Саппунĕпе пĕр тупă снарячĕ йăтса килнĕ.
– Ывăлăм, ылханлă фашистсене малалла кайма ан парăр! Пехил паратăп сана, ан чакăр, çирĕп тăрăр! –тесе ман çине хĕрес хучĕ.
Вăл ăнлантарнă тăрăх, çывăхри урамра темиçе ещĕк боеприпассем сапаланса выртаççĕ. Унтах лашипе салтак виллисем пур. Çынсене пуçтарса, боеприпассене кунта илсе килме пулчĕ вăл.
Шырани ахаль пулмарĕ, 1 ещĕк тупрăм. Окопа чупса çитрĕм. Пульлăсем хăлха çумĕнче чив-чив туса иртеççĕ. Эпĕ çитнĕ çĕре пирĕн расчетран окопра пĕри кăна ларать. Ăна та пуçне бинтласа янă, калаçаймасть, пуçне икĕ аллипе хĕстерсе тытса ларать. Çав самантра мана хул пуççинчен такам тĕртрĕ. Çаврăнса пăхрăм, хыçра салтак е офицер, çăварĕнчен юн юхать, шинельне ман пек хывса пенĕ. Мана аллипе кăнтăр енне кăтартать. Пăхрăм, нимĕçсем пирĕн салтаксемпе траншейăра тытăçса ÿксе çапăçаççĕ. Пынă çĕртех винтовка штыкне лартрăм та нимĕçсем çине вирхĕнтĕм. Мана хирĕç нимĕç пĕрре çапсах винтовкăна ывăтса ячĕ. Пуçри каскăна илсе пĕтĕм вăйпа шаплаттартăм. Нимĕçĕн сăмси-çăварĕнчен, хăлхинчен фонтан пек юн сирпĕнчĕ, мана та юнĕпе шăварчĕ.
– А-а-а! – кăшкăрса сиксе ÿкрĕм теприн çине. Сулахай алла кĕреçене илтĕм, ăçтан лекет, мĕнле лекет, шутлама вăхăт çук, фашиста тĕп тумалла. Траншея вĕçне çитсен чарăнтăм, куç айĕн аяккинелле пăхрăм, икĕ атă тăхăннă ура, пирĕннисем çăм атăпа, мĕнле пуçа хыçалалла илме ĕлкĕртĕм, сăмса умĕнчен приклад шăхăрса иртрĕ, ун хыççăн траншейăна нимĕç салтакĕ тÿнсе анчĕ. Пăшалне илсе прикладпа пуçне пĕрре çапсах салатрăм. Затворне уçса пăхрăм, патрон çук.
Пирĕн расчетри салтак юлташне шырать. Траншейăри салтаксене иле-иле ывăтать, хăй чĕп-чĕрĕ юн. Чупса пытăм ун патне, пĕрин кутамккинчен бинтсем тупса малтан пĕрне, унтан тепĕрне çыхса ятăм суранĕсене. Унтан йывăр аманнине çурăмĕ çине йăтса хума пулăшрăм. Вăл чугун çул урлă каçса хула еннелле утрĕ. Вăрçă çулĕпе ăçта кăна çитмерĕм, çак икĕ салтака урăх тĕл пулаймарăм.
Сăнатăп, мĕн чухлĕ танксем, машинăсем çунса тĕтĕм кăларса лараççĕ. Йĕри-тавра туллиех вилесем тĕлли-паллисĕр выртаççĕ, сас паракан, аллисене вылятакансем те пур. Юр тăпрапа хутăш хĕп-хĕрлĕ юнпа витĕннĕ. Ура пусма вырăн çук. Алла-алăн тытăçса çапăçнă вырăнта вилесем тата нумай. У-у-ух, – тесе траншея тĕпне лартăм виле çине, шутлатăп: нумая чăтаятăп-и? Часах санитар хыпаланса çитсе тăчĕ. «Эпĕ аманман», – тетĕп, алăпа пуçа хыпаласа. Çамкана чĕрсе янă иккен, çыхса ячĕ те часах куçран çухалчĕ.
Çурăма сивĕ çапнине туйрăм, шинель çук. Траншейăра çĕлĕк, каскă тăхăнса ятăм. Тăпрапа юр айĕнчен аван шинель тесе вилнĕ салтакăнне çаннинчен туртса кăлартăм. Ак тамаша, салтак Петя пулчĕ кайрĕ.
А-а-а, -аллисемпе чĕлхесĕр çын пек сулкалашать хăй.
Контузи пулнă пулмалла.
– Эй, юлташ, лерелле тата салтаксем пур-и? – ыйтать петлицăллă офицер. Эпĕ ромб, шпал, кубик паллисене вĕрентсен те уйăраймастăп. Маншăн вĕсем пурте – командир.
– Эпир юлашкисем, чĕррисем çук пуль унта, пĕлместĕп, – терĕм эпĕ.
– Хушамату мĕнле санăн?
– Трофимов, – тетĕп.
– Юлташунне пĕлетĕн-и?
– А-а-а, – тет Петя аллисемпе вылятса.
-Госпитале хăваласа яр ăна, кунтан çапăçасси пулмасть.
Петян çар билетне гимнастеркинчен кăларса аран-аран вуласа патăм: Кривошеев Петр Феофанович. Хутла пĕлменни вăрçăра та пĕтерет.
– Сире иксĕре те награда пама списока кĕртетĕп, – терĕ те каялла çаврăнса утрĕ.
– Мана мĕн, эпĕ хирĕç мар, – терĕм хама хам.
Çав самантра снаряд шаплатрĕ. Эпĕ командирăн алли-ури пайăн-пайăн сывлăшалла сирпĕннине çеç куртăм. Пире награда пама пулчĕ, хăй çÿлти атте умне тăчĕ.
Чим-ха, терĕм, нимĕçсене ăçтарах пемеллине калакан пур, çавна тĕп тумалла. Петяна çакăнтах ларма хушса винтовкăна тĕрĕслерĕм те пĕр 30-50 метрта çунакан машина айне вилесем урлă упаленсе майлашăнса выртрăм. Тăшман енче, 1 çухрăм пур пуль: хурăн – кунта мар, вăл çап-çара ларать; хыр – унăн турачĕсем ытла çÿлте, кунта та мар; чăрăш – аялтанах çăра туратсем, пытанма меллĕ, çакăнта вăл, çакна лайăх сăнамалла. Аха, ак кунта вĕсем: пĕри çÿлте, пуçĕ кăна кăштах курăнать, тепри аяларах, вăл телефонпа координатсем парать пулмалла. Петĕм те çакна, аялалла чăмрĕ. Унтан çÿлти те пуçхĕрлех персе анчĕ. Чăрăш умне 2 салтак чупса пычĕç, аллисемпе сулкалашаççĕ. Юлашки патронпа пĕрне персе ÿкертĕм. Çакăн хыççăн тупăсем пеме чарăнчĕç.
Хуларан, хĕрарăмсемпе стариксем тата ача-пăчасем, пĕр 30 çын та пулĕ, çунасемпе снарядсем сĕтĕреççĕ. Каялла йывăр аманнă салтаксене туртса каяççĕ. Вĕсем те снарядсем çурăлнине пăхмасăр, никам хушмасăр, пирĕншĕн тăрăшаççĕ.
Сывă юлнисем окопа пуçтарăнтăмăр, вунпĕрĕн, пĕр командир та çук. Пĕри те тĕрĕс-тĕкел мар, веçех бинт ăшĕнче. Чакма никам та приказ паман пире.
Нимĕçсенчен мĕн пуррине веçех пуçтарса илтĕмĕр. Халь тек ниçта та каяймастăн, никам çине те шанаймастăн, çакăнта вилес пулать, чакмалла мар. Каçчен инçе-ха, фашистсем тепре сĕкĕнсен, пĕтрĕ пуç, штыкпа танксене тытса чараймастăн вĕт.
Полк штабĕ хулара вырнаçнă. Кунта мĕн пулса иртнине связистсем телефонпа пĕлтерсех тăраççĕ. Пĕлме те тивĕç. Çапла пирĕн пата политрук çитрĕ, эпир миçине шутласа илчĕ те:
– Чăтăр каç пуличчен, часах пулăшу килсе çитмелле, – терĕ.
– Эсир ахаль ан калаçăр, – терĕ урасăрри, – ăçта патронсем, ăçта гранатăсем? Хăвăр куратăр, пирĕн нимĕн те çук.
– Ăнланатпăр, çуккине ăçтан тупса парас? Часах Крюковăран 1 тупă расчечĕ тата рота салтаксем килмелле. Кунсăр пуçне штабри офицерсемпе салтаксене те кунта куçараççĕ.
Чăнах та тем вăхăтран вăл каланисем килчĕç. Вуншар штук патрон валеçсе пачĕç. Унччен те пулмарĕ, нимĕç самолечĕсем бомба пăрахма тытăнчĕç. Траншейăна шуса çитсе ĕлкĕртĕм, хăçан чарăнать-ши тесе шутласа выртрăм. Пуç шавлать, Траншея стенисем унталла-кунталла чÿхенеççĕ. Тăнлав çурăлса каяссăн ыратать, икĕ алăпа хĕссе лартрăм, чăнахах та çурăлса кайсан?
Тупă пени, танксем куçни илтĕне пуçларĕ. Тăшман пирĕн патах çитрĕ. Ура айĕнче те салтак, те офицер, упаленет, вĕçĕмсĕр темĕскер кăшкăрать. Танк траншейăна çĕмĕрсе малалла кайрĕ. Эпĕ гранатăна ун çине хыçалтан ывăтрăм, гусеници татăлса çаврăнса ларчĕ.
Нимĕçсем пĕр чарăнми персе килеççĕ. Пуçа çĕклемесĕр траншейăра чака пуçларăм, мĕн тумалла; Хам та сисмерĕм, шуса ÿкрĕм. Пĕр салтакăн хырăмне осколок çурса антарнă та пыршисем траншея тĕпĕнче сапаланса выртаççĕ.
– Салтак, персе пăрах, тархасшăн, персе пăрах! –кăшкăрать хăй ним тума пĕлмесĕр.
«Тăхта, часах нимĕçсем çитеç те иксĕмĕре те персе пăрахаççĕ», – шутлатăп хам. Винтовкăна хатĕр тытса, нимĕç пуçĕ курăнсанах, персе ÿкертĕм, унтан тепĕрне. Мĕн вĕрентнине аса илсе, тÿрех траншея кукăрне чупрăм. Халь кăна эп тăнă çĕрте граната шаплатрĕ.
Траншейра пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçса çÿретĕп. Пăхатăп, ман çине танк килет, башнине кăнтăр еннелле çавăрнă, башня механизмĕ ĕçлемест пулмалла, шутларăм эпĕ. Хыçĕнче салтакĕсем те курăнмарĕç. Винтовкăпа хирĕç тухрăм, пулемечĕ те пемест. Аяккинелле пăрăнтăм, хыçалтан сиксе ларатăп тесе шутласа илтĕм кăна, танкран çулăм сирпĕнчĕ. Пите çулăм ĕнтсе илнине астăватăп.
Тăшмансем чугун çул урлă каçса Зеленограда мар, Крюково еннелле кайнă, каç пуличчен ăна йышăннă.
Тăна кĕтĕм, пит пĕçерет, тытма çук ыратать. Юрпа пите сăтăртăм. Тавах турра, куçсем кураççĕ, йĕркеллех. Шинель ĕнсе таткаланса пĕтнĕ.
Чугун çул леш енне вырнаçтарнă тупă хăй вырăнĕнчех. Кам та пулин чĕрĕ юлман-ши тесе унталла танккарăм. Йĕри-тавра сăнатăп, мана юрăхлă шинель, камăнне хывса илмелле? Тупă аяккинче пĕри урине бинтпа чĕркет, пырса пулăшрăм, махорка чĕртсе ятăмăр. Артиллерист сăнран пăхсан манран та çамрăк, командир пулмалла, бинокльпе.
– Снарядсем ав çавăнта пурччĕ, – терĕм юр куписен енне тĕллесе.
– Ăна персе пĕтертĕмĕр.
– Санитарсем килсен лартса яратăп сана госпитале, – тетĕп.
– Часах лашасене илсе килмелле, станцие куçатпăр, пире çавăнта куçма хушнă. Госпиталь кайран.
– Ара, саланнă тупăпа мĕнле перетĕн;
– Ээ, ăнланмастăн эсĕ салтак. Ку пире Бобруйск патĕнче çăлчĕ, – тупă лафетне ачашласа. –Бомба айне пулса çаврăнса çапăнчĕ, çавах майласа лартса нимĕçсене ăшаларăмăр. Вăл пулман пулсан пĕтнĕччĕ эпир.
Пăхрăм ун çине, ну питĕ чăтăмлă, хăрасси пĕрре те çук вĕт-ха унăн. О-о-х, çирĕп шăнăрлă.
Ездовой лашасене илсе килчĕ. Эпĕ вĕсене туппине çаклатма пулăшрăм. Артиллеристсем Зеленоград еннелле кайса куçран çухалчĕç.
Ноябрь вĕçĕ, каçра питĕ сивĕ. Блиндажра та тулти пекех сивĕ. Çак çапăçуран 4-н тухрăмăр, пурте çăмăл аманнăскерсем. Пĕр полкран офицерсем те юлман. Çурçĕр çитменччĕ пуль, пирĕн пата взвод килсе вырнаçрĕ.
Ир-ирех, пĕр 5 сехет пурччĕ пуль, çĕр чĕтренĕ пек тавралăх чÿхенме пуçларĕ. Блиндажран сиксе тухрăмăр. Крюково станци çине снарядсем ÿксе çурăлаççĕ. Ленинград-Мускав автоçул çинчен переççĕ. Пĕтĕм япала çÿллелле сирпĕнет. Çĕр çинче çулăм тăрать. Хуранта яшка вĕренĕ пек сирпĕнеççĕ Гитлер техникисем. Çак тамăкран чĕрĕ юлакан та пур-ши? Ĕненме йывăр. Сасартăк пуçланчĕ, çапла вĕçленчĕ.
Çакăн хыççăн нумаях та вăхăт иртмерĕ, наступлени пуçланчĕ. Станцинче нимĕн те юлман пулин те, фашистсем хирĕç тăраççĕ, çапах техникисене пăрахса тарса саланчĕç. Эпир тăшмансене Истра юханшыв леш енне çитичченех хăваларăмăр.
2-3 кунтан Петя госпитальтен килчĕ. Хăй малтанхи пекех йĕркеллĕ калаçаймасть.
Тăшмана тытса чарса каялла хăвалама пултарнă вырăс салтакĕ: йĕркеллĕ апат çитермен, боеприпассемпе тивĕçтермен, пыйтлă, шăршлă, тăраниччен çывăрман – шăнăрлă салтак, Мускава çăлса хăвартăмăр.
5-мĕш декабрьте контрнаступлени пуçланчĕ. Çавăн чухне кĕрĕксем тăхăннă Çĕпĕртен тата Хĕвелтухăçĕнчен килнĕ салтаксене куртăмăр. Пирĕн çарсем тăшмана 2 уйăх хăваларĕç. Уйăх вĕçĕнче пире канма илсе тухрĕç. Клин хулинчен кăнтăрарах пĕр пысăк усадьбăра тăтăмăр. Кунта лайăх. Хамăра йĕркене кĕртсен киле çыру çырма хушрĕç. Маншăн Петя çырчĕ вырăсла, хамăн çырасси çав таран кăна. Вăрçа кĕнĕренпе пĕрремĕш çыру çыртăм. Килтен çийĕнчех ответ килчĕ. Ефим тете Ленинград фронтĕнче çапăçать. Микефертен нимĕнле хыпар та çук. Чи тĕлĕнмелли, октябрь пуçламăшĕнче эпĕ паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ, Мускав облаçĕнчи Юхнов станци çывăхĕнчи масара пытарнă. Петяна ăнлантарса патăм Чулхуларан яла табак илме кайсан кайран урăх командăна лекнине. Полк списокĕнче ман хушамат пур, хам çук. Писарь çапла вилнисен шутне кĕртнĕ пуль мана.
Январĕн пуçламăшĕнче 1942 çулта пире Калинин фронтне илсе çитерчĕç. Халĕ эпĕ минометчик мар, пехотăра – стрелок. Комисси умĕнче маншăн ытларах Петĕр калаçрĕ.
Январь-февраль уйăхĕсем питĕ сивĕ тăчĕç. Резервра тăратпăр, малти линие кайман-ха. Кашни каçах çĕнĕрен те çĕнĕ салтаксем хушăнса тăраççĕ. Патронсене малтанхи пекех шутлă параççĕ. Çанталăка кура пурне те кĕрĕксемпе тивĕçтерчĕç. Апат енĕпе аптăрамалла мар, йĕркеллĕ çитереççĕ, пĕр пек рацион кашни кун. 15 кунра мунча кĕртеççĕ. Вăрçăри мунча ак çапла. Плащ-палатка караççĕ, урайне юра тасатса чăрăш лăссисем пăрахаççĕ. Кухня хуранĕнче туллиех шыв вĕретеççĕ. Черетпе, пурне те пĕрер котелок вĕри шыв параççĕ. Тулта салтăнатăн та çак шывпа палаткăра çăвăнатăн. Çакă салтакшăн мунча кĕни пулчĕ те.
Ржев хули узловой станци шутланать. Кунта чугун çулсем пĕрлешеççĕ: Мускав-Ржев, Вязьма-Ржев, Великие Луки-Ржев, Ленинград-Ржев. Атăл Ржев патĕнче аван сарлака, 500-700 метр пур. Ун урлă чугун çул кĕперĕ, çынсем, машинасемпе лашасем паромпа каçса çÿреççĕ. Вăрçăччен хулара 40-50 пин çын пурăннă. Çурчĕсем ытларахăшĕ 2 хутлă: пĕрремĕшĕ кирпĕçрен, иккĕмĕшĕ – йывăçран. Йывăç çуртсем питĕ нумай, тăррисене улăм витнĕ. Урамĕсене шлак сарса тухнă, тротуарсене хăмаран тунă, вăл та тĕп урамсенче кăна. Хулана нимĕçсем ноябрьте илнĕ те тепĕр 15 уйăхран эпир ăна ирĕке кăлартăмăр.
Истори кĕнеки çинче хулашăн пынă çапăçу пирки ниçта та, нимĕскер те асăнман. Аслă офицерсем калаçнине илткеленĕ тăрăх, хулана ирĕке кăларсан Сталинград патĕнче çапăçса вилнĕ салтаксенчен те нумай пĕтнине калаçатчĕç. Документсем тăрăх мĕнлине пĕлместĕп. Кунти çапăçусем пирки çакна калама пултаратăп.
Резервра тăнă хыççăн çуркунне малти линие илсе килчĕç. Маларах кунта хаяр çапăçусем пулнине пĕлетпĕр.
Тул çутăлсан пирĕн тупăсем тĕмпĕр-тĕмпĕр туса илчĕç те «Ур-ра!» кăшкăрса нимĕçсем çине илсе кайрĕç. Нумай та каяймарăмăр, тăшман тăхланĕсенчен шăтăксене пытанса выртрăмăр. Командирсем унтан та кунтан хÿтерсе кăларса малалла хăвалаççĕ. Хуллен пулсан та, тăшмана хăйсен окопĕсенчен хÿсе кăлартăмăр. Сасартăк пĕри «Каялла!» тесе кăшкăрса ячĕ.
– Ма тартăн?
– Пурте тараççĕ вĕт, команда панă, – тетĕп йĕри-тавра пăхкаласа.
Пурне те строя тăратрĕç. Пĕр офицер приказ вуласа пачĕ: тăшманăн хĕç-пăшалĕсене салатманшăн, илнĕ позицине пăрахса хăварнăшăн полк командирĕпе комиссара персе пăрахма йышăннă. Командирăн пуçне бинтпа çыхса янă, строй умĕнче тăрать.
– Эпĕ ĕлкĕреймерĕм, амантрĕç мана, хăвăр куратăр. Хамăн айăпа йышăнатăп, юнпа тÿрленетĕп.
Урăх калаçтармарĕç, иккĕшне те персе пăрахрĕç.
– Пурне те, тепре çапла хăтлансан, персе пăрахатпăр! – терĕ офицер.
Каскăсем çине пĕрер ывăç патрон салатса пачĕç, пĕр 20-25 штук пулать. Сĕтел çинче гранатăсем, кама кирлĕ çав илет. Çĕнĕрен мĕн тумаллине ăнлантарса пачĕç.
– Халь малалла, сурăхсем! – терĕç. Вăрçнă чухне пурне те анне патне яраççĕ.
Эпир, Петяпа иксĕмĕр, гранатăсем пиçиххи хушшине те, кутамккана та чикрĕмĕр. Запас кĕсьене туртмасть. Ăçта чупса, ăçта шуса, нимĕçсем патнелле çывхартăмăр. Шăтăк хĕррине чавса илсе пуçа çĕклемесĕр пеме вырăн турăмăр. Эпĕ стрелок-ха та, пĕчĕккĕн шаплаттарап. Вĕçĕмсĕр переççĕ тата, ăçтан кăна патронсем çитереççĕ, мурсем; Пăртак вăхăт иртсен вĕсене шăтăкĕсенчен пурпĕр кăлартăмăр.
Нимĕçсен траншейисене пĕрремĕш хут куртăм. Эпир кукăр-макăр чаватпăр, вĕсем тÿп-тÿрĕ тăваççĕ. Траншейăран, пирĕн еннелле 1-2 метр кĕрсе, кашни салтак вырнаçмалăх ячейкăсем чаваççĕ. Аманас-вилес пулсан вăл çавăнтах юлать. Пирĕн вилнисем траншейăра выртаççĕ, куçнă чухне кансĕр. Нимĕçсен меллĕ те лайăх пек туйăнчĕ мана.
Позицисене вырнаçрăмăр. Часах пирĕн çине минометсенчен, тупăсенчен вут-çулăм тăка пуçларĕç. Уйрăмах шрапнель текен мина хăрушă. Вăл пĕр 10 метр çÿллĕшĕнче çурăлать те çĕр çине сĕлĕ пĕрчи пек осколкăсем тăкăнаççĕ. Унран блиндажсенче кăна пытанма пулать. Эпĕ хам çине 2 нимĕç виллине майлаштарса хутăм та ячейкăра выртатăп. «Отче наш» кĕлĕ вулатăп, турăран хама çăлма ыйтатăп. Вилĕм вăл коммуниста та, мусульмана та, православнăйне те пĕр пек çулать, никама та тиркемест.
Пирĕн фронтра тăшманăн танкĕсем çук, бронемашинисем çеç. Салтакĕсем пирĕн çине çавсен хÿттипе килеççĕ. Пирĕн минометчиксем çапма пуçласан, вĕсем кĕлте пек сирпĕне пуçларĕç, аванах сайралчĕç. Çухатусене пăхмасăр пурпĕрех малалла сĕкĕнеççĕ. 50-60 метр юлсан, малтанах калаçса татăлнă пек, эпĕ фуражка тăхăннисене перетĕп, Петĕр – салтаксене. Гранатăсене ывăтса машинисене чартăмăр. Çавăн хыççăн каялла чакма пуçларĕç.
Çапла вара, кунĕпе, пирĕн полкран 1 батальон кăна тăрса юлчĕ. Фронт 2 çухрăм сарлакăш, çакна тытса тăрас пулать вĕт. Пире пулăшма çĕнĕ батальон килчĕ. Нимĕç тата икĕ хут килсе пăхрĕ, эпир чакмарăмăр. Хальхинче хыçран хăвалама пуçларăмăр. Çапла вара тепĕр траншейине ярса илтĕмĕр. Анчах мĕн усси, батальонсенчен 6 çын çеç тăрса юлтăмăр. Пурте салтаксем, пĕр офицер та çук. Чакма юрамасть, пурпĕр персе пăрахаççĕ. Тăшмана хирĕç тăма гранатăсем те, патронсем те çук, никамăн та. Мĕн тумаллине пĕлместпĕр. Телее политрук килсе тухрĕ. Полк штабне илсе кайрĕ. Эпир аманман пулин те, ал-урасене бинтпа чĕркенĕ: осколка, пуля чĕрсе янăскерсем. Шинельсем таткалансах пĕтнĕ, йытă кăшланă евĕр. Штабран политрукпа офицер тухрĕç, медсанчаçе кайма хушрĕç. Эпир пĕчĕк сурансем тесе кайма килĕшмерĕмĕр.
Апрель уйăхĕнче çанталăк ăшă енне. Эпир бомба шăтăкне вырнаçрăмăр та çывăрсах кайнă. Мĕн тапхăр, пĕлместĕп. Вăрантăмăр та апат çиес тесе черет тăтăмăр. Повар çитермест. Пирĕн полк пĕтнĕ. Пире палламаççĕ. Юрать-ха ĕнерхи политрук хушу пачĕ. Апат çинĕ хушăра пĕлтĕмĕр: тата 3 батальонран 10 салтак сывă тухкаланă.
Апат хыççăн стройра ăнлантарчĕç: нимĕçсем пиртен кăнтăр тата çурçĕр енчен фронта татса хупăрласа илме хăтланаççĕ иккен. Унка лекес мар тесен 20-25 çухрăм хĕвелтухăç еннелле, ним тăхтамасăр, чакас пулать. Кĕскен каласан, кунтан тармалла.
Утатпăр, чупатпăр çапла. Часах çул юппине çитрĕмĕр. Вăрман хĕррипе кăштах кайсан аван сарлака юхан шыв хĕррине çитсе тăтăмăр.
Строя тăратрĕç, лару-тăрупа паллаштарчĕç. Фронта татса кĕнĕ фашистсене резервпа усă курса çапса салатнă иккен, халĕ пирĕн хамăр вырăна каялла кайса йышăнас пулать.
– Камăн хĕç-пăшалĕ çук 3 утăм малалла, -приказ пачĕ асли.
Стройран 10-12 салтак тухрĕç. Винтовкисем çеç мар, шинелĕсене те ывăтса хăварнă.
– Сире халăх, выçă ларать пулин те, тумлантарать, çитерет, хĕç-пăшал парать, а эсир пăрахса хăваратăр. Çакăн хыççăн тăшмана хирĕç çапăçас тетĕр? Устава пăхăнманшăн, присягăна пăснăшăн пурне те персе пăрахма йышăнатăп!
Персе пăрахрĕç. Салтак пурнăçĕ пĕрре туртма чĕркенĕ махорка тĕшне те тăмасть.
Тăшманпа тытăçса ÿксе те çапăçнă, танксене хирĕç те тăнă, никамран та хăраман, стройра тăнă чухне питĕ хăрарăм, урасем чĕтрекен пулчĕç.
Килнĕ çулпа каялла сĕнкĕлтетрĕмĕр. Апат çитермерĕç, кантармарĕç. Тавах турра, те сиснĕ, те сисмен нимĕçсем, çавăнтах тăраççĕ. Çак арпашу март вĕçĕнче пулса иртрĕ.
Апрельте шинель вырăнне фуфайка пачĕç, кирза атăсем. Пирĕн кунта 1 батальон кăначчĕ, ик-виç кунтан икĕ полка яхăн хушăнчĕ. Улшăнусем пулаç пулмалла.
Пире çурçĕрелле куçарчĕç. Ржев таврашĕнче пирĕн патĕнчи пек тÿрем вырăн çукпа пĕрех, сăртлă вырăнсем, вăрмансем, кÿлĕсемпе çырмасем нумай.
Шыв-шур пуçланчĕ. Салтаксен наступление мĕнле каймалла; Штабри генералсем шутланă пулĕ, салтак чăтать, салтак приказа пурнăçлать.
Çапла çĕнĕ çĕрте 2 полк наступление кайрăмăр. Ур-р-ра! кăшкăрнипе тăшман нимĕн чухлĕ те хăрамасть. Пĕр чарăнми вут-çулăм тăкать. Эпир, 4-5 салтак, бомба шăтăкне шуса анатпăр. Унта çурри таран шыв. Пĕринчен тухатпăр те теприне чăматпăр. Çакăн пек куçнă чухне манăн атă тĕпне осколка хăйпăтса кайрĕ. Мĕнле урана татса кайман; Питĕ тĕлĕнтĕм. Вилнĕ салтакăн аттине хывса тăхăннă май эпĕ ыттисенчен кăштах юлтăм. Нимĕçсем траншейисене пăрахса тарнă. Пирĕннисем, яланхи пекех, сикеççĕ унта. Кам сикнĕ пурте пĕтеççĕ. Фашистсем окопсене минăсем лартса хăварнă пулнă. Чылай салтак пĕтрĕ унта.
Çакăнта шыв-шур типиччен тăтăмăр. Тăтăшах хире-хирĕç наступленине тухатпăр. Кунĕпе çакăн пек чÿхенсе илнĕ хыççăн 2 полкран 1 батальон кăна тăрса юлчĕ. Юрать-ха патронсемпе гранатăсем аван пачĕç.
Тăратпăр çапла пĕр-пĕрин çине шăл хăйраса. Эпир атакăна каймастпăр, салтаксем çитмеççĕ, нимĕçсем хăйсен позицине çухатасран хăраççĕ пулмалла.
Пĕр кунхине эпĕ тăракан вырăнтан инçех мар нимĕç салтакĕ ахлатса выртни илтĕнчĕ. Мĕнле лекнĕ вăл унта; Хăйне те лайăх куратăп. Персе пăрахсан патрон сая каять, кинжалпа чикетĕп те, ан вырттăр нушаланса. Унăн-кунăн пăхкаласа шуса çитрĕм. Çап-çамрăк, шеллерĕм. Урине çапса салатнă. Мана курсан куçĕ çамки çине тухса ларчĕ. Автоматне илтĕм, кинжала кăларсан куçне хупрĕ. Шăлаварне касса илтĕм те урине бинтпа йăваласа çыхрăм. Хам пурпĕр айкинелле пăхатăп, малтан приманкă мар-ши тесе те шутларăм. Шыв та ĕçесси килнĕ иккен, ĕçтертĕм. Хам вырăна шуса çитсен командир çитсе те тăчĕ:
– Ăçта пулнă эс;
– Хам нушапа ав çав тĕм хыçĕнче пултăм.
Нимĕçсем çине тăтăшах атакăна яраççĕ пире. Татти-сыпписĕр персен те хырăмпа шуса та пулин малалла куçатпăр.
Госпитальтен Петя таврăнчĕ. Ури веçех тÿрленмен пулин те чаçе килнĕ. Иксĕмĕр çакăн пек калаçса татăлтăмăр: эпĕ шăватăп, вăл персе тăрать, эпĕ пенĕ вăхăтра вăл куçать. Çапла улшăна-улшăна, шăтăкран шăтăка куçса нимĕçсен траншейи патне çывхаратпăр. Гранатăсем ывăтса лешсене траншейăсенчен хÿсе кăларатпăр. Атака аванах аталанса пыратчĕ. Умра дзотсенчен пеме пуçланипе шăтăксене выртма хистерĕ. Çур сехет иртрĕ-и, пирĕн тупă тĕртсе килчĕç те дзотсене тÿррĕн персе салатма пуçларĕç. Эпир граната ывăтатпăр та тупă тепĕр дзота пĕтернĕ вăхăтра малалла шăватпăр. Пĕрисем хыçалта, теприсем таçта малта, тăшмансемпе хутшăнса пĕтрĕмĕр. Унччен те пулмарĕ – танксем, миçине шутламан. Пире вĕсене пĕтерекен граната паман, çынсене хирĕç кĕрешмелли çеç. Вĕсен хыçĕнчен салтакĕсем пĕр вĕçĕмсĕр персе чупаççĕ.
Пирĕнпе юнашар сержантпа тепĕр салтак пырса выртрĕç. Утă уйăхĕ, курăк çур метр çÿллĕш ÿссе кайнă. Пĕр-пĕрин çине пăхатпăр, камăн хăтăлмалли мел пур; Умри 10-15 метрти çунса пĕтеймен улăм ури патне шуса çитсе, тĕрлĕ çĕре чакаланса кĕрсе выртрăмăр. Çара ÿте пĕçерттерет, сывлама йывăр. Ну чăтас пулать. Нимĕçсем улăм урине перкелерĕç те малалла кайрĕç. Хăлха çумĕнченех иртсе кайрĕç пульлисем. Эпĕ шăла çыртрăм, персе пăрахсан лайăхрах, тыткăна кайни мар.
Тавралăх лăплансан нимĕçсен енчи çырма еннелле шурăмăр. Çырми сарлака, шывĕ вара тĕпĕнче кăна юхать. Икĕ çыранне те хăяхпа хăвасем, шĕшкĕсем пусса илнĕ. Тĕттĕмлениччен çакăнта пытантăмăр. Петя разведчик пулнă май, вăл ертсе пырать çĕрле. Тул çутăласпа пытанатпăр тăватсăмăр та. Çырман ячĕсене пĕлместпĕр. Ялсене кĕме хăратпăр, хырăм выççи унта сĕтĕрет пулин те.
Çул çинче тăваттăмĕш каç пыратпăр. Хамăр шутланă тăрăх, нимĕçсен фронт текен вырăна çитсе пыратпăр. Телее çумăр çума тытăнчĕ. Ял патне пырса тухрăмăр. Хĕрринчех брезент карнă хÿтлĕх. Мотоцикл, аяккинче хуралçă. Çывăхрах пырсан 3-ĕн иккенни курăнчĕ. Эпир 4-ăн вĕт. Тĕп турăмăр кусене. Ялтан пăрăнса темиçе çырма урлă каçса вăрмана кĕтĕмĕр. Пурте тăсăлса ÿкрĕмĕр, çумăр та лăпланчĕ.
Сержанта иккĕн патакпа йăтатпăр, ăна улăм ури патĕнче амантнăччĕ, Петя патакпа çула тĕрĕслесе пырать, нимĕçсем мина лартма пултарнă. Кÿлĕ хĕррине çитсе тăтăмăр. Тупăсем пени те илтĕнет. Тÿрĕрен каçсан хамăрăннисем патне тухатпăр пуль тетпĕр. Выçă хырăм та тÿрĕрен каçма хистет. Çапах та тÿрĕрен мая килмест, тарăн, сержанта каçараймастпăр. Пăрахса хăварма юрамасть, санпа çакăн пек пулсан; Ал туни хулăнăш хăрнă йывăçсене пуçтартăмăр. Салтăнса пăрахса пиçиххисемпе, гимнастеркăсемпе, шăлаварсемпе çыхса сулă майлаштартăмăр. Çавăн çине сержанта вырттарса майĕпен леш çырана каçса ÿкрĕмĕр. Тавах турра! Пиллĕкмĕш суткара хамăр салтаксем патне тухрăмăр. Пире, тĕпченĕ хыççăн, çакăнтах хăварчĕç.
Çапла сухал хырма пикеннĕ те йывăç çумĕнче, пăхатăп, тăвалла 3 машина хăпарать. Кузов çинче туллиех салтак. Пĕри хамăр ял каччи сăнлă.
– Ваççук! Ваççук Михеев! Эпĕ ку, Трофимов! – хам хыççăн чупатăп. Сиксе анчĕ те:
– Венямин тете, эсĕ кунта-и?
– Кунта, январьтенпех.
– Эпир каятпăр, – икĕ куçĕнчен те куççулĕ тухрĕ.
Вăл 19-мĕш çулхиччĕ, таврăнаймарĕ. 1942 çулта çак тăрăхра вилнине киле таврăнсан пĕлтĕм.
Пĕр эрне иртсен мана штаба чĕнтерчĕç. Петя та юлмарĕ.
– Так, салтак, мĕншĕн киле çыру çырмастăн? – ыйтать офицер.
– Грамотă çук манăн, хутла вĕренмен, çыруне çыркалатăп эпĕ, мĕн çырмаллине пĕлместĕп.
Çемье пирки ыйтса пĕлчĕç те хăйсемех çырчĕç çыру. 10 кунтан ответ килчĕ те. Вуланă хыççăн штаба мĕншĕн чĕнтернине те ăнлантăм. Эпĕ 25-мĕш июньте 1942 çулта Тăван çĕршывшăн çапăçса паттăрла вилнĕ. Зубцев районĕнчи Михеево ялĕнчи масара пытарнă. Çапла мана иккĕмĕш хут «вĕлерчĕç».
Кĕрхи çанталăксем пуçланчĕç, сивĕ. Сентябрь вĕçĕнчех юр çуса лартрĕ. Çав-çавах Калинин фронтĕнче çапăçатпăр. Манăн ура сарлака. Яланах ура çинчен шутлас пулать. Хĕсĕк атăпа ура йăлтах шыçса кайрĕ, утайми пултăм. Госпитале ячĕç. Врач мĕн тутăр вăл, пысăкрах атă тăхăнма хушрĕ, мазь сĕрсе ячĕ.
Чаçе çитсен старшинана ăнлантарса патăм. Склада кайрăмăр хĕллехи тум пăхма. Атă тупкаларăм. Шурă кĕрĕк тăхăнса ятăм. Пурте фуфайкăпа, эпĕ кăна кĕрĕкпе. Командир курчĕ те манăн кĕрĕке хывса илчĕ.
– Сана, салтака, фуфайка та каять, – терĕ.
1942-1943 çулхи хĕллехи уйăхсем те питĕ сивĕ килчĕç. Блиндажра çывăрса-выртса тăратпăр. Çапла декабрь вĕçĕнче çывăрнă çĕртенех строя тăратрĕç. Пĕри пурне те списокпа шутласа илчĕ.
– Майор юлташ, стройра çирĕм саккăрăн.
– Мĕнле? Çирĕм çиччĕн пулмалла!
Тепĕр хут тĕрĕслерĕç.
– Камăн хушамачĕ тухмарĕ?
– Манăн, – терĕм стройран тухса.
– Эсĕ, салтак, коммунист-и? – ыйтрĕ командир.
– Апла пулсан мая килмест, коммунистсем кăна каяççĕ.
– Командир юлташ, мана мĕншĕн уйăратăр?
– Эпир унпа Мускава хÿтĕленĕ, командир юлташ, – хутта кĕчĕ Петя. – Питĕ шанчăклă вăл, ăста стрелок.
– Партине кĕрсен кайма ирĕк паратпăр.
Кăптăр-каптăр Петя заявлени çырчĕ, эпĕ алă пусмалли тĕле пысăк пăнчă лартрăм. Çар билетне патăм та васкаса документсене хатĕрлеме тытăнчĕç.
Çав вăхăтра пĕри штаба хыпаланса кĕчĕ те:
– Хăвăртрах ман хыççăн, тул çутăлать.
Шурă халатсем тăхăнтăмăр. Пурин те автомат, манăн – винтовка. Ăçта каяссине каламаççĕ. Апат илнине шутласан пĕр 10 куна е 2 эрнене каятпăр пуль.
Нимĕçсен малти линине чиперех каçрăмăр. Вăрманпа умлă-хыçлăн пыратпăр. Хытă калаçма юрамасть. Çырма урлă каçсан пĕр уçланкăна çитсе тухрăмăр. Фронт çывăхĕнчи ялсене тăшман тĕппипех çунтарса янă. Çын тавраш курăнмасть: те персе пăрахнă, те хăваласа кайнă. Çунăк, сывлама йывăр. Кăнтăрла чăрăш айне юртан тасататпăр та çывăрма выртатпăр. Çĕрле малалла. Тем шыратпăр – каламаççĕ. Тепĕр яла шыраса тупрăмăр. 3-4 килĕ сыхланса юлнă, çыннисем çук. Çапла тăватă çĕр çÿресен тепĕр яла çитсе тухрăмăр. Каçĕ уйăх çутипе çап-çутă. Урамĕсенче хуралçăсем çÿреççĕ. Пысăк чаç вырнаçнă пек туйăнать.
Пире 3 пая пайларĕç: пĕрисем ял варринчи пысăк çурта шăппăн тытаççĕ, теприсем – клуба, пирĕн ушкăн кашни çурта кĕрсе нимĕçсем пулсан, пемесĕр тĕп тумалла.
Эпир 8-ăн, тăватшар, урамăн икĕ енĕпе кашни çурта кĕрсе тухрăмăр. Пĕринчен тухсан малтан клубра, унтан ял варринчи çуртра гранатăсем шаплатса çурăлчĕç. Нимĕçсем асар-писер пеме пуçларĕç. Эпĕ выртса ĕлкĕртĕм, малта пыракан командирпа Петя лĕнчĕртетсе тăсăлса ÿкрĕç. Юлташа йăтса илтĕм те çурт хыçне чупрăм. Унăн çамки çинче пĕчĕк çеç шăтăк пур. Бинтпа çыхса яма пикентĕм те, хыçалти пуç пайĕ веçех саланса кайнă.
Эпир тăракан вырăна ытти разведчиксем пере-пере чакса килеççĕ. Эпĕ Петя умĕнче чĕркуçленсе ларнă та ним тума аптăратăп.
– Халь текех ăна пулăшаймастăн, -терĕ пĕри. –Эсĕ тата эсĕ, ман хыççăн.
Эпир икĕ салтак ун хыççăн. Бронемашина пиртен хăвăртрах чупать, персе юр çине пусарса хучĕç. Командир уçă çĕрелле кайма кăтартрĕ. Ман шутпа вăрманалла кĕмелле. Вăл çĕкленчĕ кăна «а-а-ах» тесе йăванса кайрĕ. Бронетранспортер çинчи пулеметчика тĕп турăм. Çав вăхăтра чарăннă машини патне тепри йăраланса çитрĕ. Гранатăна ун çине вăркăнтартăм. Салтакĕсем чупкалаççĕ, шуйхашаççĕ. Эпир те вăрманалла тапса сикрĕмĕр. Юлташ чарăнчĕ те, шĕшкĕ тĕмĕ çине каялла кайса тÿнчĕ. Эпĕ ÿкрĕм те çурăм çине çаврăнса выртрăм. Пуçа кăшт çĕклесе петĕм. Хыçаларах килекенни каялла тапса сикрĕ. Перес, ман патрон çук иккен. Кутамккана яла пăрахса хăварнă. Вилнĕ нимĕçĕн автоматне, мĕн пуррине илсе шуса, упаленсе вăрман хĕррине çитсе выртрăм. Ял çунни курăнми пулсан чăрăш айне кĕрсе пытантăм.
Сывлăш çавăрса ятăм. Шутлатăп мĕн тумаллине. Кутамкка çук – апат çук. Кĕсьере пĕр граната пур. Автомат рожокĕсене веçех çухатса хăварнă. Автомачĕ çумĕнче 18 штук патрон. Кинжал пур, çĕлĕкпе алсасем çук, çурăм хыçĕнче кĕреçе пур. Мĕн пуррипе усă курас пулать, чăтас пулать.
Халь манăн хамăрăннисем патне çитсе ÿкесси. Вăрманпах каймалла, ăшăрах та хиртинчен. Çĕрлехи вăхăтпа усă курмалла. Шурă халата пуçа çыхрăм.
Тăватă каç утрăм. Хамăрăннисем патне çитейместĕп. Малта чугун çул пулмалла, те юр айне пулнă; Ниепле çитейместĕп унта. Хырăм выççи утма та, çывăрма та памасть, тем çинчен те шутлаттарать. Усал тĕлĕксемпе аташа пуçларăм. Автомат та 2 пăт таякан пулчĕ. Чăрăш айне кĕрсе выртрăм та шухăша путрăм. Мĕн сăлтавпа час çитейместĕп? Аташса кайрăм-ши? Ун пек чухне ваттисем умри çăпатана улăштарса тăхăнма хушаççĕ. Эпĕ те çапла турăм, «Отче наш» вуларăм.
Чăрăш айĕнчен тухса çак вырăна тĕплĕн тĕрĕслерĕм. Эпĕ кашни каç çакăнталла çаврăнса тухнă иккен, апла тăк кăнтăрла та утмалла. Чылай кайсан чугун çул хĕррине тухрăм. Фашистсем çулăн икĕ енĕпе те йывăçсене урлă-пирлĕ йăвантарнă. Амбразурăсем туса тултарнă. Кăвайт умĕнче – хуралçăсем. Кунтан хамăрăннисем инçех мар. Савăннипе ÿт-пĕве ăшă çапрĕ. «Юлташсем, эпĕ кунта, кунта!» – тесе кăшкăрас килчĕ.
Çĕрле хырăмпа шуса тухрăм. Тул çутăличчен тепĕр енне каçса ĕлкĕрмелле. Кĕреçепе йывăçсен айне чавса шума çул тăватăп, чарăнса тăнлатăп, аякра тупăсем кĕрлесе тăнине илтрĕм. Çапăçаççĕ иккен-ха.
Çĕрĕпе нушаланса каçрăмах. Халь кун çутипе те утатăп, кирлĕ чух хырăмпа шăватăп. Пенĕ сасăсем те çывăхланса пыраççĕ. Ыйхă килми пулчĕ. Канатăп та малалла шăватăп, упаленетĕп. Ак, умра кăвайт çутисем куртăм. Асăрханса шăватăп. 4 нимĕç салтакĕ сиккелесе тăраççĕ. Кунта тыткăнрисене шăтăк чавтарса персе вĕлернĕ пулĕ. Халĕ çырмаран икшер нимĕç пирĕн вилнĕ салтаксене сĕтĕрсе хăпараççĕ. Вĕсем тарса ĕлкĕреймен пуль ĕнтĕ. Çывăхарах шуса пытăм. Кăвайт çине гранатăна ывăтрăм та унтан хам сиксе ÿкрĕм, леш тĕнчене кайма пулăшса кинжалпа вашлаттартăм. Çав вăхăтра тепĕр кăвайт патĕнчисем кунталла килеççĕ. Автоматпа шăлса ывăтрăм кăна вĕсене, хыçалта «Хальт!» терĕ такам. Çаврăнтăм та, нимĕç тăра парать. Карабин штыкĕ йăлтăртатса илчĕ. Манăн сулахай фуфайкă çаннинчен кĕрсе алла пĕçертсе ячĕ. Карабинне пĕр алăпа тытрăм та нимĕç персе те ячĕ, нимĕн те туймарăм. Тепĕр алăпа та пăшалне тытса приклачĕпе çамкинчен çапрăм, нимĕç йăванса кайрĕ, штыкĕпе кăкăрĕ çине тăрăнтарса хутăм.
Çанăран шăпăртатса юн юхать. Кинжал ал лаппинчен пуçласа чавса таран чĕрсе, шăмă курăнмалла тунă. Нимĕçĕн ранецне уçса силлерĕм, бинтпа йĕри-тавра туртса çыхрăм, çакăн витĕр те юн юхать. Тепĕр пакет бинта çавăрса çыхрăм. Ранецра чышкă пысăкăш салă, пĕр плитка шăккалад, çăкăрне шырарăм – тупаймарăм. Вара тÿрех малалла чупрăм. Сывлăш çавăрнă май автомата тĕрĕслерĕм. 2 патрон юлнă, кĕреçе çумра, штык çук.
Алă туртса ыратать, çывăрас та килет. Миçе кун апат çимен, выçă-выçах, пуçра пĕр çиес шухăш кăна. Шăккалада çийĕнчех çисе ятăм, шыв вырăнне юр та каять. Алă кĕсьенех кĕрет, салăна кăларса пĕр çăвар кăна çыртса илетĕп те каялла чиксе хуратăп, тетĕп хама-хам. Пĕрре çыртрăм, тепре, çисе те ятăм. Çавах, хăть халь, хăть кайран – пĕр хырăма кĕрет.
Вăрманта урлă-пирлĕ çÿресе икĕ каç ирттертĕм. Ир енне сăмсана кил шăрши çапрĕ, пĕр ял хĕррине çитсе тухрăм. Автомата хатĕр тытса хуралçа сас патăм. Вăл мана вырăсла чĕнчĕ. Савăннипе ăна ыталаса йăтса илтĕм, куçран куççуль тухрĕ. Çăлăнтăм!
Салтак мана пĕр пÿрте ертсе кĕчĕ. Шалта питĕ ăшă, çавăнтах шăнтса ячĕ, кăкăр кĕсйинчен билета кăларса параймастăп. Сиксе чĕтретĕп, алăсем итлемеççĕ. Салтак документсене кăларса командира пачĕ, мана медсанчаçе илсе кайма хушрĕ.
Медсанчаçре аванах ватă хĕрарăм, мана курсан, тăванне тĕл пулнă пек ăшталанма пуçларĕ. Стакана çуррине спирт, çуррине шыв ячĕ те мĕнле ĕçмеллине ăнлантарчĕ. Эрехе ĕçсе курнă-ха, кун пек шĕвеке ĕçсе курман. Мĕнле ĕçсе ятăм, çапла сывлăш пÿлĕнсе ларчĕ, аран сывлăш çавăрса ятăм. Унтанах штаба ертсе кайрĕç. 4-ăн лараççĕ.
– Сана хăçан вăрçа илнинчен пуçласа каласа пар, – терĕ пĕри.
Каласа патăм.
– Ан васка-ха, – асли пулмалла, – эсĕ вулама-çырма пĕлместĕн-им?
– Вăй пур, сывлăх енчен аптăрамастăп, мана, колхозника вĕренни мĕн тума? – спирт пуçа кайрĕ пулмалла, чĕлхене салатса ячĕ.
– Çар билечĕ çине нимĕн те çырман, – тет асли.
– Пĕлместĕп, – тетĕп тĕлĕннине кăтартса.
Пĕр офицерĕ сĕтел хушшинчен тухса ман пата пырса тăчĕ:
– Сана мĕнле ĕненмелле? – кăшкăрать хăй. – Эсĕ каланă çĕрте нимĕçсен танксем те, тупăсем те çук! Ăçта ытти юлташусем? Нимĕçсене сутрăн-им?
Эпĕ çухалса кайрăм, мĕн каламалла кунта? Çав вăхăтра мана чышкипе янахран шаплаттарчĕ. Эпĕ сулăнса кайрăм, ÿкмерĕм-ха. Урипе тапса урайне ÿкерчĕ, тапа-тапа хĕнеме пуçларĕ. Эпĕ çăмха пек кукленсе выртрăм, ыратнине туймарăм. Малтан тĕлĕннĕччĕ, мĕнле тулта шартлама сивĕ пулсан та штабрисем кирза атăсемпе.
Çапла чылайччен хĕнерĕç, пуçа стена çумне те çапа-çапа минкĕретрĕç. Аманнă алла та чылай лекрĕ. Мĕскершĕн хĕнеççĕ, ăнланмарăм. 12-14 кун апат çимен, аран тăратăп, эх-х, урăх çĕрте пулсан-и, тăваттăшне те тĕп тăвăттăм, -шутлатăп хам шăла çыртса.
– Юрĕ, çитĕ, – терĕ пĕри.
Лайăх илтетĕп, сăмах хушса калаймастăп. Пуç, янах, шăм-шаксем йăлтах ыратаççĕ. Пÿртри стенасем, сĕтел, çынсем чалăша-чалăша каяççĕ. Хамăн пĕр чĕптĕм вăй çук.
– Çук, эпĕ ăна йышăнтаратăп. Ак çапла, халь ларса допрос çыратăп хамра кирлĕ пек, алă пустаратпăр та персе пăрахатпăр. Пĕр салтак нумай, тепри çитмест, ним те мар, пирĕн салтаксем нумай. Манăн çÿлтисем умĕнче ĕçленине кăтартмалла. Орден илмелле вĕт, звани ÿстерсен те ытлашши пулмасть, – тет çамрăкки.
– Орденпа звани илес килсен малти линине кайăр, унта мĕн кирлине пурне те илме пулать, бомбăпа снаряд айĕнче веçех пур, – йĕкĕлтет тепри.
– Ан кул, эпĕ штабра ĕçлесех çĕршыв умĕнче ырми-канми тăрăшатăп.
– Ман шутпа, – итлетĕп калаçăва малалла, – салтак офицер умĕнче – тарçă, унăн нимĕнле право та çук. Эпĕ кунта званипе те, должноçпа та чи асли, мĕнле йышăнатăп, çапла пулать.
Мана иккĕн хулран тытса медсанчаçе леçсе пăрахрĕç. Çывăрнă вилнĕ пек. Аманнисем малтанхинчен те нумай. Тăрса шыв ĕçес-ха терĕм, ĕçеймерĕм. Тĕкĕр умĕнче хама пăхрăм, тĕкĕр çинчи çын эпĕ мар пуль терĕм. Мĕн курнине каламастăп, тăнлав çинчи çÿç кăвакарнине куртăм. Ир ватăлтăм, кая юлса ăса кĕтĕм. Çамрăк чухне çанна тавăрса вĕреннĕ пулсан çак нушана курман пулăттăм. Ăраскал çичĕ юс, пурнăç пĕр пус, теççĕ халăхра.
Киле таврăнсан мана вăрçăра партине илнине, нимĕçсен тылне разведкăна кайнине никама та каласа кăтартман, хăранă.
Тепĕр кунхине мана ытти аманнă салтаксемпе пĕрле тыла ăсатрĕç. Январĕн 1943-мĕш çулĕ пыратчĕ. Шаховская станцине илсе çитерчĕç, вăл Волоколамск-Ржев чугун çулĕ çинче ларать. Пĕр эрне кашăкпа шыв ĕçсе пурăнтăм, çав вăхăтра алла çĕлесе ячĕç. Пĕчĕккĕн апат çиме хăнăхрăм. Кашни эрнере комисси пулать, сывалса çитнине пăхмасăрах фронта ăсатаççĕ. Фронта çитсен калăр мĕн ыратнине теççĕ.
Çыру çыртартăм пĕр салтака. Килтен килнĕ çырура чылай хыпар пĕлтĕм. Эпĕ Калинин фронтĕнчи çапăçура хыпарсăр çухалнă иккен. Вилнĕ тесе ăнланмалла, вăрçă пĕтесси палли те çук, мана виççĕмĕш хут вилни çинчен хыпарлаççĕ. Ăнланатăп, килте мĕнле татăлса йĕнине, кайран савăннине. Хăйсем епле ухмаха тухмаççĕ тулĕк.
Февраль пуçламăшĕнче алă çĕввине илчĕç те машинăсем çине лартса фронта илсе кайрĕç, уйăх та тытмарĕç.
Пĕр ялта каçчен тăтăмăр, кун çутипе кайма юрамасть. Чунра питĕ йывăр, хампа мар, урăх çынпа пулса иртнĕн, эпĕ аяккинче сăнаса тăнăн туятăп. Фронта çитсенех автоматсем пачĕç, эпĕ винтовка пама ыйтрăм, стрелок иккенне пĕлтерĕм. Пĕр патрона кăкăр кĕсйине чиксе хутăм, хама валли. Чун лăштах пулчĕ, халь тыткăна-мĕне çакланмастăп, перĕнсе вилме пултаратăп.
Малти лининче тăнă чухне юра ирĕлтерсе шыв ĕçесчĕ-ха тесе блиндажран тухрăм. Нимĕçсем перкелесех тăраççĕ-ха. Пĕшкĕнсе нумай та каймарăм:
– Вырт! – кăшкăрчĕ хуралçă. Эпĕ траншея тĕпне самантрах тăсăлса выртрăм. Çарт, турĕ пуçри каскă. Выртнă çĕрте хывса пăхрăм, хăлха хыçĕнчен шăтарса кĕнĕ, çĕлĕк хăлхи ăшĕнчен пульлине кăларса илтĕм.
– Кĕпепе çуралнă, – терĕ хуралçă.
Темиçе çеккунт тăнă пулсан эпĕ пĕтнĕччĕ, шутларăм турра тав туса.
Мартра тапăнас тавраш пулмарĕ. Уйăх вĕçĕнче пурне те строя тăратса тĕреклĕ салтаксене пуçтарса илчĕç, мана та. Понтон-кĕперсем туса çÿрекенсем пулса тăтăмăр, вĕсем батальонсем çине пайланнă. Эпĕ йывăçран пуçтаракан батальона лекрĕм.
3-мĕш майра 1943 çулта Ржев хулинчен нимĕçсем кайсан, Атăл урлă понтон кĕпер пуçтарма илсе пычĕç. Хуларан нимĕн те юлман, пĕтĕмпех çунса кĕлленнĕ.
Кĕпере паромпа каçса çÿренĕ вырăнта тума пуçăнтăмăр. Пирĕн рота понтонсене баржăпа илсе килчĕ. Атăл аван сарлака, пĕр çухрăм та пулать. Баржăпа çурçĕрелле хăпарса, Селигер кÿлли патне çитиччен тата 7 кĕпер пуçтартăмăр. Пире баржа çине хăварчĕç. Мĕн кирлине тиетпĕр те малалла ишетпĕр. Çакăнта 10 пăт таякан якорь пурччĕ. Çавна малтан иккĕн шыва ывăтнă, халĕ вара эпĕ ăна пĕччен кăкăр çине йăтса илетĕп те шыва пăрахатăп. Ман пеккисем тата пурччĕ, анчах эпĕ кăна якăра пĕччен шыва ывăтма пултараттăм.
Август вĕçĕнче черетлĕ кĕпер хывма пуçăнтăмăр. Пĕр çырантан тепĕр çыран курăнмасть. Кунта фронт çук, дозорсем кăна çÿреççĕ. Пĕр рота кимĕсемпе тепĕр çырана каçнăччĕ, çур çухрăм пек кăна пуçтармаллаччĕ, тул çутăлчĕ. Нимĕçсем бомба тăкма пуçларĕ. Бомба лекмесен те хумĕ 2 метр çÿллĕш килсе çапать те кĕпере ниепле те пуçтараймастăн. Унтан тупăсенчен хĕртме тытăнчĕç хăяматсем. Рота салтак нумай мар çав, çыран хĕррине чакса килсе выртрĕç. Туса пĕтермен кĕпер çинче танксем килеççĕ. Пĕтрĕ пуç, шыв тарăнăшĕ 2 метр, танк путать кунта. Пурте шыва сикрĕмĕр. Брус пĕр вĕçĕнчен 6-ăн, тепĕр вĕçĕнчен те çавăн чухлех тытрăмăр. Кашни çур метртан тăрса тухрăмăр, бруссем çине тата брус çыхса пычĕç. Танк майпен шыва анчĕ, шывра япаласем çăмăл вĕт, алăпа тытса тăрса ирттерсе ятăмăр вĕсене. 2 танкне каçарсан салтаксене те çавăн пекех каçартăмăр. Понтонсем илсе килсен ытти пайне часах пуçтарса пăрахрăмăр. Батальонри салтаксене çак ĕçшĕн пурне те «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе чысларĕç.
Понтонерсем хушшинче вилекенсем пехотăринчен нумай. Кĕпер пуçтарнă чухне бомба-снарядсенчен ниçта та пытанаймастăн, санитарсем çук кунта.
1943-мĕш çулта, декабрьте, 3 батальон понтонерсем, Селигер кÿлли патĕнчен тÿрех 3 çул тума пуçларăмăр. Хушши пĕрер çухрăм пулмалла. Вĕсемпе 1-мĕш Прибалтийский фронтăн куçас пулать.
Кухня хамăрпа пĕрлех куçать. Вăхăтлă, кунне виççĕ çитереççĕ. Ура çинчех çиетпĕр. Повăра 1 машина кĕрпе илсе килеççĕ те, вăл унран пăтă та, яшка та пĕçерет. Урăх апат пĕçермелли çук та унăн. Эпĕ çакăнта хăçан тăраниччен, кăмăл туличчен çăкăр çисе кураясчĕ тесе шутлаттăм.
Ытларах чухне çĕрĕпе ĕçленĕ. Çавăнпа ура çинчех çывăраттăмăр, çамрăк пулнă çав, чăтнă.
1943-1944-мĕш çулăн хĕл çемçе килчĕ, январĕн 1944-мĕш çулĕнче юрпа хутăш çумăр çурĕ. Çанталăка тиркеместăп, пире ытлашши нушалантармарĕ.
Эпир малаллах куçатпăр. Бычиха станцийĕнчен шоссепе кайсан Городок станци пулать, вăл Канаш пысăкăш. Çакăнта нимĕçсен машинисем çине ларса хĕвеланăç еннелле кайрăмăр. Пĕрле жандарм тумĕ тăхăннă партизансем те ларса пычĕç. Брезент çурăкĕнчен пăхкаласа пыратăп, ялсем витĕр тухнă чухне, фашистсем окопсем чавнине, тупăсем майлаштарса лартнине куртăм. Пĕр-пĕринпе калаçма хушман, ыттисем мĕнле ларса пычĕç пуль, пĕлместĕп, эпĕ вара хĕл варринче йĕп-йĕпе тара ÿкрĕм. 4-5 ял витĕр тухсан, кашни ялтах, нимĕçсем машинăсене чараççĕ, темшĕн тĕрĕслемеççĕ. 20 çухрăм пек кайсан партизансен пĕр ушкăнĕ кĕтсе илчĕ.
Çакăнта шыв урлă каçă тумалла. Çырма сарлакăшĕ 20-30 метр пулать. Пĕр рота пĕр çырана ăшăхлатать, тепри – тепĕр çырана, виççĕмĕшĕ шыври валунсене куçарать кустарса. Машина тентне хывса 4 пая касса вакларăмăр, щебень йăтмалли наçилка пулчĕ. Пирĕн ротăн шыври валунсене кăларас пулать. Çăм атăсене хывса, çарран, шăлаварсене тавăртăмăр. Тулта 12-15 градус сивĕ тăрать. Çара ураллисене пурне те 200 грамм «Наркомовский» ĕçтерчĕç.
Кунта килекен çулсене партизансем сыхлаççĕ. Пĕтĕм ĕçе тĕттĕм пуличчен туса пĕтертĕмĕр.
Городок станци енчен нимĕçсем чакса килни курăнсан, пире вăрмана пытанма хушрĕç. Часах пирĕн умран машинасем, мотоциклпа, лашасемпе тăшман салтакĕсем ирте пуçларĕç.
Капитан патне шуса пытăм та:
– Эпĕ стрелок, офицерĕсене кăна шаплаттарам-и?
– Юрамасть, – терĕ юнашарти партизан, – вĕсен хушшинче пирĕн разведчиксем, пеме юрамасть.
Каярах пирĕн машинăсем те килчĕç.Тĕттĕм пуличчен Шумилино станцине кĕтĕмĕр.
Нимĕçсем чакнă май та хирĕлеççĕ. Çуртсенче вăйлă оборона тытаççĕ. Витебскра та çапла пулчĕ. Анчах пилĕк кун çапăçнă хыççăн парăнчĕç, 3 генерала тыткăна илнине пĕлтĕмĕр. Эпир çав 5 кунра 6 кĕпер пуçтартăмăр.
Хулана ирĕке кăларнă хыççăн пире канма илсе тухрĕç. Вăрман уçланкинчи тем пысăкăш икĕ хутлă çурт. Пÿлĕмсенче 2 ярлă койкăсем. Çакăнта 700 салтак вырнаçать, пурте понтонерсем.
Çапла 2 эрне кантăмăр. Тухтăрсем килсе сывлăха тĕрĕслеççĕ. Веçех салтăнатăн те кĕретĕн тухтăр кабинетне. Ăçта, кам, миçемĕш çул фронтра ыйтаççĕ те çыраççĕ. Пуçа хыпашласа пăхаççĕ, пыйтлă. Пыйтăпа салтаксем çеç мар, офицерсем те нушаланаççĕ.
– Мĕскер ыратать?
Ыратать пулсан, калатăн мĕн ыратнине. Ман урана курчĕ те:
– Ара, мĕн япала ку;
– Ура лаппи сарлака, атă тăвăр, – тетĕп.
Манăн ура ахаль те тарлать. Кунĕпе чупса тăвăр атăпа, урасем чĕп-чĕрĕ юн пулаççĕ. Çавăн чухне çерçи пек сиксе çÿретĕп, утаймастăп.
Вăрçать тухтăр, сĕтел çапса вăрçать. Старшина кĕрсе тăчĕ.
– Ма пĕлместĕн хăвăн салтакна, мĕнле тумтир кирлине; Манăн пĕлмелле-им ăна; Эсĕ старшина пуль, сысна кĕтÿçĕ мар вĕт!
Лешĕ çурта пек тăрать, тухтăр званипе – полковник, сана тем те тума пултарать. Кунта иксĕмĕр те айăплă-ха.
Пирĕн комнатăра 18 салтак. Пулла кайма шутларăмăр çапла. Материрен майлаштарса атма турăмăр. Лейтенант хуралçăсемпе калаçса татăлнă. Манăн аялти койка çинче Азербайджан каччи, Бакуран, Абу ятлăскер, йышăннăччĕ. Вăл нефть кăларнă çĕрте чăвашсемпе ĕçленĕ, чăваш ачисене юрататчĕ. Мана та питĕ хисеплетчĕ. Алă тытса мар, ыталаса саламлатчĕ.
Ирхине пурте тăтăмăр, эпĕ тăратрăм ăна, темĕскер мăкăртатса тепĕр еннелле çаврăнса выртрĕ. Виççĕн пымарĕç.
Февраль вĕçĕ, пăр тапраннă кăна, чăнах та пулă тытма мая килмест. Кăштах пурпĕр леккелерĕ. Эпĕ нихăçан та пулă тытса курман, кунта пĕрремĕш хут, çапах мĕнле тытмаллине вĕрентетĕп хам. Пĕр 3-4 сехет хушшинче çур витре тытрăмăр. Тата та ăначчĕ пуль, урăх çĕрте бомбăсем ÿксе çурăлнипе пуçтарăнтăмăр хыпаланса. Çитрĕмĕр те, пирĕн çурта ишсе пăрахнă, алăк умĕнче 3 виле выртать. Мĕншĕн пулă тытма пымарĕç; Лайăх çынсемччĕ. Çиес çăкăрĕ çакăн пек пулчĕ пулĕ.
Шыв турттаракан салтак лашипе килчĕ те вилесе тиеме пулăшрăмăр. «Госпитале илсе каятăп, унта пĕлеççĕ ăçта пытармаллине», – терĕ хăй.
Апата кайсан та, апат хыççăн та çак виçĕ салтак пирки кам мĕн пĕлет çавна аса илетпĕр. Витебска илнĕ чухне понтонерсем кăна пĕр батальон салтак вилчĕ, вĕсем çинчен нихăçан та никам та аса илмен, вилнĕ – пĕтнĕ. Кунта виç салтак вилнĕ те 3 кун аса илетпĕр. Мĕншĕн?
Тепĕр 2 кунтан фронтри пурнăç пуçланчĕ. Август уйăхĕн варринче 1944-мĕш çулта Белоруссинчен Литвана кĕтĕмĕр. Пурне те строя тăратрĕç.
– Кунти халăх сире апат-çимĕç сĕнеççĕ пулсан нимĕн те ан илĕр, ан çийĕр. Юнашар дивизинчи салтаксем шăпах отравăпа вилнĕ. Асăрханăр! Халăха ан кÿрентерĕр, ан вăрçăр, вăйпа ним те ан илĕр. Трибунал лекме пултарать. Эсир совет салтакĕсем, фашистсем мар, – терĕ комиссар строй умĕнче калла-малла утса.
Литва граници çывăхĕнче кĕпер пуçтарнă чухне нимĕçсем бомба пăрахса кайрĕç. Вилекенсем, аманнисем пулчĕç. Манăн сулахай алла осколок кĕрсе ларчĕ. Бинтпа хамах йăваласа çыхрăм, госпитале каймарăм, кĕпере пуçтарса пĕтерер-ха терĕм. Ĕçе вĕçлесен хайхи нимĕн те тытаймастăп. Взвод командирĕ госпитале кайса килме ирĕк пачĕ. Операци тутарма черет тăмалла. Йывăр аманнисене илсе килеççĕ те маларах кĕртсе яраççĕ.
Каç пулчĕ. Август уйăхĕ, каçпа та ăшă. Эпĕ, ывăннăскер, хÿме çумне таянса ларнă та çывăрса кайнă. Машина сассипе куçа уçрăм.
– Ăçта апат çитереççĕ кунта? – юнашар ларакан салтакран ыйтатăп.
– Иккĕмĕш кун ним те çук, – куçне уçмасăрах пĕлтерет вăл. Çук тăк çук, пĕр мана кăна мар вĕт. Тăрса унталла-кунталла уткалатăп. Черет вăрăмми мана лайăх, эпĕ госпитальте.
Ман умма хĕсĕк куçлă, ураран аманнă салтак пырса тăчĕ. Казах пуль терĕм. Махорка ыйтать. Кĕсье тĕпĕнчен кăларса патăм. Таçтан хаçат тупнă. Табакĕ пурин валли те çитмест, сарă хурăн çулçисене йăваласа, вĕтетсе чикарка чĕркерĕç те мана та пачĕç. Улттăн хырăм выççипе кĕрешетпĕр çапла.
– Халь вăйпа кĕретĕп, – терĕ хĕсĕк куçли. – Халь кĕмесен урана касма пултарĕç, гангрена. Сунара мĕнле каятăп эпĕ хăрах урапа;
– Хăштисем вара эсир;
– Буряти, Байкал леш енчен. Хăвăр ăçтан?
– Чăвашран.
– А-а, пĕлетĕп, Чукоткăпа юнашар.
– Çук, Чулхула çумĕнче, – ăнлантаратăп ăна.
Чим-ха, шутлатăп хам, манăн та гангрена пулма пултарать, кама кирлĕ эпĕ хăрах алăлăскер.
Алăк умĕнче тăракан медсестрана тĕртсе ярса шала кĕтĕм.
– Черетсĕр кĕме юрамасть, – сĕтĕрет мана.
Хăйне тĕттĕм коридортан тула кăларса ятăм та алăка хупса хутăм. Пĕр пÿлĕме кĕретĕп. 4-5 сĕтел çинче операци пырать.
– Кĕме юрамасть, кайăр кунтан!
– Ăçта?
– Малалла, – аллине сулса кăтартрĕ пĕри.
Тепĕр пÿлĕмре те операци пырать.
– Мĕн кирлĕ? – илтрĕм эпĕ.
– Осколкăна алăран кăлармалла.
Оля ятли сурана пускаласа пăхрĕ. «Ыратать», – терĕм.
Тепĕр майри пычĕ те:
– Акă сана кашăк, çăвартан кăларса ан ÿкер, çырт, ăнлантăн-и?
– Ăнлантăм.
Сĕтел умне ларма хушрĕ, хăй манăн алă çине хăпарса ларчĕ.
– Так, ак çапла салтак, аллуна туртса илсен килне хăрах аллупа каян, ăнлантăн-и?
Мĕн тес ĕнтĕ. Аран-аран чăтрăм.
– Тепĕр эрнере кил, çĕввине илсе яратпăр.
Каялла кайма тухрăм. Вăрман хыççăн хирпе пыратăп. Патакпа ут кăшкарĕ шырама тытăнтăм. Сисмен те, машина пырса чарăнчĕ. Генерал лара парать. Эпĕ чеç паратăп. Вăл мана тĕпчет.
– Батальон командирĕн званийĕ мĕнле?
– Майор, майор Байдачный.
– Кунта мĕн шыран?
– Вырăсла калама пĕлместĕп, чăвашла: ут кăшкарĕ. Выçлăх çулĕнче çакна çисе вилесрен хăтăлса юлтăмăр, -ăнлантартăм эпĕ.
Генерал офицера темĕскер каларĕ те лешĕ кутамккинчен 1 буханка çăкăр тăсса пачĕ. Эсир, коммунистсем, турă çук тетĕр, эпĕ хама турă çăкăр пачĕ пулĕ терĕм.
Декабрь уйăхĕн 1944 çулта Литвари Даугава шывĕ урлă понтон кĕпер пуçтарма илсе пычĕç. Çырми питĕ сарлака, хирĕç çыранĕ чăнкă. Ирхине çырмасем пăрпа витĕнеççĕ, 2-3 сехетрен пăр ирĕлсе те пĕтет. Вăхăт нумай та иртмерĕ, нимĕç самолечĕсем кĕпере сиен турĕç. Леш енне çитме 300 метр юлсан понтон кĕпере пуçтарма май килмест, шыв тарăнăшĕ 1 метр ытларах кăна. Кун пек кĕпер пуçтарма 2 метр е унтан ытларах кирлĕ. Малалла сăвай çапса пуçтарма йышăнчĕç. Хамăр пурте кăкăр таран хĕллехи шывра ĕçлетпĕр. Пĕтертĕмĕр. Самолетсем татах бомбăсем тăкса хăварчĕç. Лерен халь бронемашинăсемпе мотоциклсем, салтаксем пирĕн çине персе килеççĕ.
– Салтак, эсĕ стрелок-и? – ыйтрĕ капитан, çурăмри винтовкăна курса пулĕ.
– Иванов, ил взводна, акă сана стрелок, тытса чарăр нимĕçсене, – пулчĕ приказ.
200 метр шыва шампăлтаттарса хĕррине тухрăмăр. Тĕрлĕ майпа, эпĕ усăнса тăракан тымартан туртăнса çÿлелле хăпартăм. Манăн задача – координат параканнисене тĕп тăвасси, атту тупă-минометсенчен пире йăлтах çулса тăкаççĕ вĕт. Тĕрлĕ точкăри 3 салтака тĕп турăм çапла.
Нимĕçсен те патронсем пĕтрĕç пулмалла, виçĕ йĕр тăрса пирĕн çине килеççĕ. Приказ пачĕç: штыксемпе тухмалла. Пĕтĕрĕнтĕмĕр, йăвалантăмăр, шурă юра юнпа хĕретрĕмĕр. Ăçта штыкпа, ăçта кĕреçепе, хăш самантра мĕнле майлă, çавăн пек çапăçатпăр. Юнашар понтон кĕпер пуçтаракан батальон килсе юлашки нимĕç салтакĕсене тыткăна илчĕç. Пĕтĕм чапĕ вĕсене лекрĕ.
1945 çул пуçламăшĕнче вăрçă пĕтесси пирки калаçа пуçларĕç. Киле таврăнсан мĕнле лайăх пурнăç пулассине ĕмĕтленеççĕ. Эпĕ пит хутшăнман, ĕмĕтленмен. Вăрçă хăçан пĕтессине кам пĕлет;
Март вĕçĕнче Кенигсберг хулинчен 80-100 çухрăмра чарăнтăмăр. Çĕмĕртсем шап-шурă çеçкере. Вăрманти кайăксем кунĕпех юрă шăрантараççĕ. Эпир нимĕç çĕрĕ çинче, пĕр ялта. Унти çуртсем кирпĕçрен, чаплă. Асфальт сарнă, ик айккипе тротуар. Ялĕ пĕчĕккĕ пулсан та лавккасем нумай. Çыннисем çук. Эпир килте пылчăк çăратпăр, ураран атă каймасть, кунта нимĕçсем чăнахах та пурăнаççĕ. Çак уйрăмлăх тÿрех куçа тăрăнать.
Кашни кун çапăçу пырать, кашни каç малалла куçатпăр. Халь 41-мĕш çулхи мар, нимĕçе капитальнă хĕртетпĕр. Пирĕн капитан тата 2 салтак шурă ялавпа нимĕçсем патне кайнă, çапăçусăр парăнма ыйтнă. «Пĕлĕт йăтăнса ансан та крепость парăнмасть, тăрать», – тенĕ лешсем.
16-мĕш апрельте ир-ирех пирĕн самолетсем бомбăсем тăкма тытăнчĕç. Тÿпене пăхсан пĕлĕт курăнмасть, туллиех вĕсем. Унтан сехет ытла тупăсенчен печĕç. Вара танксемпе салтаксем хускалчĕç, атака пуçланчĕ, юлашки. Камăн та пулин çакăнта выртса юлмалла пулать.
Пире каçран çапла ăнлантарчĕç. Хулана 2 пая пĕр çырма пайлать. Атака тăваканнисемпе пĕрле пырса салтаксемпе танксем каçма кĕпер пуçтарас пулать.
Урампа пыратпăр, ытти салтаксемпе малалла шăватпăр. Пĕр çуртран тепĕр çурта çапăçса илеççĕ пирĕннисем. Умра уçă вырăн, малта çырма. Пирĕн машинасем çаврăнса, кутăн малалла куçаççĕ. Кĕпер çакăнта пуçтаратпăр пулмалла, тесе шутларăм. Малта мĕскер-ши тесе пуçа кăшт кăна çĕклерĕм, юнашар снаряд çурăлнине курса юлма ĕлкĕртĕм, урăх нимĕн те астумастăп.
Госпитальте 10-мĕш кунне тăна кĕнĕ. «Нимĕçсем парăнма пуçларĕç», – терĕ мана сестра. «Вçо, вăрçă пĕтрĕ, – шутларăм эпĕ, – тамăк хуранĕнчен çур пуçа пăрахса хăварса тухрăм, ыттисем çамрăк пуçĕсене Çĕнтерÿ пÿлмине хума шеллемерĕç…»
Сергей ТРОФИМОВ çырса илнĕ.
Лаш Таяпа.
Редакцирен:
Венямин Иванович Трофимов тăван яла Çĕнтерÿпе таврăннă. Паттăр салтак мирлĕ тапхăрта та хастар пулнă, «Слава» колхозăн хисеплĕ колхозникĕ» ята тивĕçнĕ.
Автора – Сергей Веняминович Трофимова – пĕлтерĕшлĕ ĕç хатĕрленĕшĕн тав тăватпăр.
Аслă Çĕнтерĕве халалласа нарăсăн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 1-мĕшĕччен калем ăстисен конкурсне те ирттертĕмĕр. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, комисси Лаш Таяпари Сергей Трофимова çĕнтерÿçĕ тесе палăртрĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Николай Алексеев, виççĕмĕш – Алексей Петров.
Сергей Вениаминович хатĕрлесе панă «Тамăк хуранĕнче» аса илÿсен пуххи хаçатăн 14 номерĕнче çапăнчĕ. Редакцие вăл 12 листаран тăракан тăкăс çырса тултарнă çичĕ тетрадь илсе килчĕ. «Ара, кăна мĕнле çапса пĕтерĕн?» – чи малтанах çак ыйту пуçа перĕнчĕ. Вулама пуçласан вара алăран ярас килмерĕ.