Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йывăр ĕçре тар тăкнă

Йывăр ĕçре тар тăкнă

Елена Игнатьева Анатри Тимеш ялĕнче пурăнать. Çитес вăхăтра 100 çул тултараканскер хура-шурне сахал мар курнă. Мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ хĕр вăрçă çулĕсенче те, ун хыççăн та ырми-канми тăрăшнă.

1941 çулхи чÿк уйăхĕнче Елена аппана Улатăр тăрăхне окоп чавнă çĕре илсе кайнă.

– Унта çитсенех эпир хĕр-тантăшсем – Нина Титова, Лидия Захарова, Антонина Измайлова, Зинаида Грибова, Елена Ертмакова /Çĕнĕ Пăва/ баракра пурăнтăмăр. Çĕр çине улăм пăрахнă та хывăннă-хывăнман выртса çывăраттăмăр. Кашни бригадăра 25-шер хĕрччĕ. Бригадира та хамăр хушăранах суйларĕç.

Хĕл питĕ сивĕччĕ. 40 градус çанталăкра пите тăм илетчĕ, çапах та ир пуçласа каçчен тар тăкнă. Ĕç пĕр минутлăха та чарăнман. Шартлама сивĕре шăннă çĕре лумпа, пуртăпа сĕтел пысăккăш тăваткăлласа касаттăмăр та хирсе кăлараттăмăр. Çĕре ăшăтма кăвайт чĕртни те пулнă. Сăр хĕрринче хăш-пĕр вырăнта çĕр лаштăр ишĕле-ишĕле анатчĕ.

Раштав сиввисем çитсен эпир хамăр ял хĕрĕсемпе пĕччен пурăнакан хĕрарăм патне хваттере кĕтĕмĕр. Унăн икĕ ывăлĕ те вăрçăраччĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ пире хĕрхенетчĕ. Кунĕпе ĕçленĕрен тумтир йĕпенетчĕ. Пирĕн тумсене, атă-пушмака, тăла-çăпатана кăмака çине хуратчĕ, вырăн çитменрен кăмака çумĕнчи кантраран алсасене çакатчĕ. Алăран кĕреçе, лум кайманран ал тупанĕнчен юн сăрхăнатчĕ, ал-ура каçсерен сурса ырататчĕ, – иртнине куç умне кăларчĕ Елена Савостьяновна.

Киле таврăнсан хĕр ыттисемпе танах хĕлле вăрман касма кайнă. Çамрăклах пилĕкне авса асапланнă вăл.

– Эпĕ лаша çавăтса çÿреме пуçларăм. Пĕренесем питĕ йывăрччĕ, пысăккисене пĕрер, пĕчĕкреххисене икшер-виçшер – пысăк пĕренесене лаша çуни çине пĕренен пĕр пуçне, тепĕр вĕçне кĕске çуна çине тиеттĕмĕр. 40-50 см хулăнăш кĕрешсене те турттарнă. Лашасем аран-аран çÿретчĕç, путса ларатчĕç. Лава туртайманнипе пĕренесене çуна çинчен антараттăмăр та малтан лашана кăлараттăмăр, унтан пĕренесене сĕтĕреттĕмĕр.

Колхоз лашине алăран вĕçертмен. Мĕн чухлĕ кĕлте, вутă, утă-улăм турттарман-ши? Икĕ хĕр ачапа 3 арçын ачана Шупашкара колхоз валли краççын турттарса килме шанса яратчĕç. Лавсем çинче тулли пичкесем. Халь аса илме те хăрушă, – нуши-тертне самантлăха та асран кăлармасть ватă.

1943 çулта ял канашĕ хушнипе Елена Савостьяновна Тюмень облаçне торф кăларма кайнă. Çул çинче эрне иртнĕ. Торф электростанцисене тата заводсене ĕçлеттерме кирлĕ пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче Тюмень облаçĕнче çав тери нумай торф кăларнă. Вăй питти ÿсĕмре пулнăран хĕрсем пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă.

– Çулла уй-хирте вăй хунă: суха тунă, акнă. Кĕркунне тырă вырнă. Кунĕпе ĕçлесе ывăннине пăхмасăр каçсерен улах лараттăмăр, хăйă çутипе фронт валли алсиш-нуски çыхаттăмăр. Çуркунне юр кайсанах çĕр улми ани тăрăх çÿреттĕмĕр. Иртнĕ çул тăрса юлнă çĕр улмие пуçтараттăмăр. Ăна хырса çăнăхпа хутăштараттăмăр та пашалу пĕçереттĕмĕр. Пахчари мăян, чĕкĕнтĕр çулçисене яшкана ярса çиеттĕмĕр. Вăрçă çулĕсене аса илме те йывăр, – терĕ пĕр ĕмĕре такăрлатакан сумлă хĕрарăм.

Елена Иванова /хĕр чухнехи хушамачĕ/ Çĕнĕ Пăва ялĕнче 1921 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче çуралнă. Çемьере çичĕ пĕр тăван çитĕннĕ. Икĕ тетĕшне фронта ăсатнă: асли вăрçă хирĕнчех выртса юлнă, тепри киле аманса таврăннă.

Мирлĕ тапхăрта, 1949 çулта, харсăр пике Анатри Тимеш каччипе, Андрей Игнатьевпа çемье çавăрнă. Андрей Васильевич вăрçăран инвалид пулса таврăннă.

Игнатьевсем 7 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Николай ывăлĕ пĕчĕккĕллех сарăмсăр вилнĕрен ашшĕпе амăшне хытах хуçса хăварнă. Ыттисем пурте çемьеллĕ. Тыл ветеранĕ паян 15 мăнукĕпе тата вĕсен 17 ачипе савăнать. Мăнукĕсем пурте аслă пĕлÿ илнĕ – йăх-несĕлре тĕрлĕ професси çыннисем пур. Халĕ Елена аппа ывăлĕпе тата кинĕпе пурăнать.

– Кин мана шăнаршăри ача пек пăхать. Пурте ман сывлăхшăн пăшăрханаççĕ, эмелсемпе тивĕçтерсех тăраççĕ. Эпĕ, ав, нумай çул пурăнтăм, каллех çурхи хĕвеллĕ те ăшă кунсене чунтан кĕтетĕп, – терĕ ĕмĕрĕпе типтерлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе, маттурлăхĕпе палăракан ĕç хĕрарăмĕ.

Елена Игнатьеван пархатарлă ĕçне хакласа ăна патшалăх тĕрлĕ наградăпа чысланă.

Людмила ЕНЕДЕРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Е.Игнатьева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code