Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Ĕç планне çирĕплетрĕç

Ĕç планне çирĕплетрĕç

Елчĕк район администрацийĕн ларусем ирттермелли пĕчĕк залĕнче Елчĕк районĕнче правăна пăсассине асăрхаттаракан комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Унта районти йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Ларăва комиссин председателĕ — Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренỹпе çарăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ертсе пычĕ. Комисси членĕсем кун йĕркине кĕртнĕ икĕ ыйтăва пăхса тухрĕç. Пĕрремĕш ыйтупа Елчĕкри полици пайĕн начальникĕн çумĕ Владимир Мекшеев сăмах илчĕ, 2017 çулта Елчĕк районĕнче правăна пăсассине асăрхаттарас енĕпе пурнăçланă ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Çак темăпах Чăваш Республикинчи айăплава пурнăçлакан управленин уголовнăй ĕçсем тăрăх йышăнусене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан муниципалитетсем хушшинчи Патăрьелĕнчи инспекцин аслă инспекторĕ Татьяна Семенова, Елчĕк район администрацийĕн çул çитменнисемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлессипе ĕçлекен комиссин яваплă секретарĕ Любовь Александрова тата ыттисем те тухса калаçрĕç.

Иккĕмĕш ыйтупа комиссии председателĕ Леонард Левый сăмах илчĕ. Вăл ларăва хутшăннисене Елчĕк районĕнче правăна пăсассине асăрхаттаракан комиссии пурнăçласа пыракан ĕçĕ-хĕлпе паллаштарчĕ. 2018 çулта районта преступленисене асăрхаттарас енĕпе пурнăçламалли ĕç планне çирĕплетесси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулчĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code