«Нумай вулатăн – нумай пĕлетĕн», – тенĕ ваттисем. Анчах та хальхи ачасене кĕнекене юратма, илемлĕ литература произведенийĕсене вулама хăнăхтарасси пĕрре те çăмăл мар. Сĕтел çÿллĕш те ÿсеймен шăпăрлан паян кĕнеке вырăнне алла компьютер тытать. Садике çÿрекенскер те ăна ăçтан пусса ямаллине пĕлет. Çавăн пекех телевизор умĕнчен кайма пĕлмеççĕ пĕчĕкскерсем. Пĕр хăпми 2-3 сехет мультфильм пăхакан ача аслисене интереслентермест те тейĕн. Ара, вăл никама та чăрмантармасть, телевизор ăшнех «путнă» та. Çакă, сывлăхшăн питĕ сиенлĕ пулнине халĕ мар, кайран кăна ăнланса илетпĕр. Шкул ачисем хушшинче япăх куракансем йышланни çакна çирĕплетет мар-и?
Нумай вулакан ача уроксенче яланах ыттисенчен пĕр утăм маларах пырать. Кĕнеке нумай вулани ача тавра курăмне ÿстерни пирки тăтăшах калатпăр. Анчах ун пирки шкулта кăна калани çителĕксĕр, ашшĕ-амăшĕн те ывăл-хĕрне кĕнекене юратма вĕрентмелле. Калăпăр, кĕçĕн классенче вĕренекен ачана юмах, калав вуласа пама ыйтни, унăн пĕр-пĕр сыпăкне ашшĕ-амăшĕ хăй вулани, паллах, илемлĕ литературăна юратма вĕрентес ĕçре пысăк утăм. Ачана вулаттарас ĕçе яланах пĕр çын, амăшĕ, çеç мар, ыттисен те хутшăнмалла. Вуласа пама ыйтмалла, унпа интересленнине кăтартмалла. Класри ачасем ашшĕ вĕсемпе кĕнеке вуланине епле мухтанса каласа параççĕ. Апла пулсан ашшĕсен çирĕп сăмахĕ те вырăнлă ку чухне. Ача алла кĕнеке тытсан телевизора чарма манмалла мар. Юратнă сериал пырсан та вăл вуланине итлеме тăрăшмалла. Тĕпренчĕкĕр кĕнеке тытнинчен ырă ĕç çуках. Телевизора кайран та курма пулать.
Нумай вулани диктантсене тĕрĕс çырма та, сочиненисенче тĕрлĕ пулăмсене илемлĕ сăнласа пама та пулăшнине асра тытмалла.
Шкул ачисене эпир мĕн пĕчĕкрен библиотекăна çÿремеллине аса илтеретпĕр. Ашшĕ-амăшĕн те ачисем библиотекăран кĕнеке илсе вуланипе интересленмелле. Мĕнлерех кĕнекесем килĕшеççĕ ăна. Юлашкинчен мĕнле кĕнеке вуланă вăл?
Пирĕн тата ашшĕ-амăшĕн хамăрăн тĕпренчĕксен интересĕсене пĕлсех тăмалла. Акă, ачăр юлташĕ патне çуралнă куна кайма хатĕрленет. Мĕнле парне илсе памаллипе сирĕнпе канашлать. Кун пек чухне чи пысăк парне кĕнеке пулни çинчен ăнлантарсан питĕ аван пулмалла. Тем тĕрлĕ кĕнеке те пур паян.
Эпĕ, ĕнерхи вĕренекен, чăваш чĕлхипе литература учителĕ каланине нихăçан та асăмран кăларас çук. «Кашни ĕç укçи илмессерен пĕр кĕнеке туянăр, унтан пысăк парне пулмĕ сирĕншĕн», – тетчĕ вăл яланах. Унăн сĕнĕвне пуçран кăларса ывăтман, кашни уйăхрах пĕр кĕнеке туянатăп. Халĕ килте пысăк библиотека. Кирек мĕнле ыйту сиксе тухсан та камран канаш ыйтмалли пур манăн.
Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн пепкине вĕреннĕ, анлă тавра курăмлă çын тăвасшăн. Нумай вулакан çынпа калаçма та интереслĕ, вăл кирек мĕнле темăпа та калаçу тытса пыма пултарать. Çавăнпа та ачасене вулама юратма вĕрентессишĕн тăрăшар. Çакă вăл ырана хăвармалли ĕç мар. Хальхи вăхăтра шăпах ача-пăча кĕнекин эрни пырать. Çавăнпа та шкулти, ялти библиотекăсенче ачасене хаваспах кĕтеççĕ.
В.МОЛОСТВОВА,
Елчĕкри пуçламăш классен вĕрентекенĕ.