Ачасемпе ашшĕ-амăшĕ… Вĕсем хушшинче сиксе тухакан йывăрлăхсем унччен те, халĕ те çивĕч шутланаççĕ. Агрессивлăх ача пурнăçне пачах та тĕрĕс мар йĕрпе кустарма, унăн пĕтĕм ĕмĕт-пурнăçне çапса-хуçма пултарать.
Паллах, агрессивлăх йĕркеллĕ лару-тăрура сиксе тухмасть. Унăн сăлтавĕсене пĕлмелле. Ачасен агрессивлăхĕ вăл – чуна е ÿт-пĕве ыраттарнă хыççăн ача хăйне мĕнле тытни. Ашшĕ-амăшĕ ачи-пăчи хăйсене пĕр сăмахранах ăнланмалла тесе шутлать. Ытларах чухне пирĕн пурнăçра мĕнле пулса пырать-ха; Ача тÿрех итлемесен е вăл хирĕç каласан, ун çине сас хăпартма пуçлатпăр. Çапла майпа ачан калас шухăшне, кăтартас кăмăлне пусарса хуратпăр. Анчах та ку проблемăна татса пани пулмасть. Ача тарăхнине урăх çĕре яма тăрăшать: чĕрне кăшлать, ыйхи канăçсăрланать е пĕрмаях куçĕсене мăчлаттарма пуçлать. Хăйне ялан кÿрентернине пула вăл ыттисене, калăпăр, йытă-кушака кÿрентерме пултарать. Ача хăйне канăç паман ыйтусенчен пăрăнас тесе вăхăта ытларах компьютер умĕнче ирттерме пуçлать. Каярахпа вара вăл çăлăнăçа эрех черккинче е урăх сиенлĕ йăлара та тупма пултарать.
Куçăм тапхăрĕ ачашăн ахаль те çăмăл мар. Кирек епле пулăма та çивĕчлетсе йышăнма пултарать. Çавăнпа та вĕсемпе тимлĕ пулмалла. Агрессивлăхăн сăлтавĕсем тĕрлĕрен пулма пултараççĕ. Чи малтан çакна астуса тăмалла: агрессивлăх чунра лăпкă мар пулнинчен пуçланать. Çав чунри лăпкă мар лару-туру вара ăна депресси патне илсе çитерет.
Çакна асра тытар – епле те пулсан ачана депрессие кĕртсе ÿкермелле мар. Ăна мĕн хумхантарнине, унăн сăлтавĕсене тÿрех тишкерсе пĕрле ăшшăн калаçса сÿтсе явмалла. Ачана вăл е ку лару-тăру тивĕçтермест пулсан, ăна çав йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшмалла. Ачана ăнланма тăрăшни пĕлтерĕшлĕ кун пек чухне. Ăна вăрçсан та вăл хăйне мĕншĕн вăрçнине ăнлантăр. Хăйне алăра тытма пултаракансем çеç вăйлă тесе ахальтен каламаççех. Паян ачасене хăйсен проблемисене çĕнтерме вĕрентмелле. Çавăн пекех унăн çемьере авторитет пулмалла. Килте тĕслĕх илмелли çын çукки вара уншăн пурнăçăн хаклăхне çухатниех пулать. Çемьери час-часах пулакан харкашусем те ăна усаллăха вĕрентеççĕ.
Манас марччĕ, усал пуласси чи малтанах чун ыратăвĕнчен пуçланать. Çавăнпа та хамăрăн тĕпренчĕксен чунĕ ыратмалла лару-тăру туса хурас марччĕ. Çакăн пек каларăш та çÿрет халăхра: кашни çынрах хĕвел вырнаçнă. Ăна çутатма çеç майсем туса памалла. Чунра хĕвел пайăркисем выляççĕ пулсан, йывăр шухăшсем валли вырăн çук унта.
Л.САЙКИНА,
педагог-психолог.