Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çамрăкăн ĕмĕчĕсем çунатлă

Çамрăкăн ĕмĕчĕсем çунатлă

«Çын ĕçпе илемлĕ», – теççĕ халăхра. Çак каларăша тивĕçлĕ çынсенчен пĕринпе, Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра ялта хăй ĕçне йĕркелесе пурăнакан ĕç паттăрĕпе – ĕçрен хăраман, пысăк ĕмĕт-тĕллевпе малалла ăнтăлакан çамрăкпа – Денис Юрьевич Александровпа вулакансене паллаштарас кăмăлăм пысăк.

Ачасем ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илеççĕ. Ĕçчен çемьери ача-пăча та тăрăшуллă, пуçаруллă пулса çитĕнет. Александровсем – Юрий Витальевичпа Лариса Ильинична та пултаруллă, тавçăруллă çынсем пулнипе палăрса тăраççĕ. Кил хуçи самана улшăнса кайнă вăхăтрах халăхран сĕт пуçтарас ĕçе йĕркелесе ячĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, çĕр лаптăкĕсемпе ирĕккĕн усă курма май пулнă тапхăрта, ял халăхĕпе калаçса татăлса вĕсен 129 гектар çĕр лаптăкне тара илчĕ. Лариса мăшăрĕ вара Елчĕкри тĕп больницăра шăл техникĕнче тăрăшнăскер, тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн ялти халăха тĕрлĕ таварпа тивĕçтерсе тăракан лавкка ĕçне ертсе пыма пуçларĕ. Ашшĕпе амăшĕ çемье ырлăхĕшĕн канăçĕсене пĕлмесĕр вăй хуни пĕтĕмпех Дениспа Сергей ывăлĕсен куçĕ умĕнче пулса иртнĕ, паллах. Вĕсем те тăрăшса ĕçлесен ялти пурнăç хуларинчен кая мар хăтлă пулма пултарассине ун чухнех лайăх ăнланса илнĕ. Çакна асра тытса иккĕшĕ те Шупашкарти ял хуçалăх академине вĕренме кĕнĕ. Денис вара алла диплом илнĕ хыççăнах яла таврăннă, ашшĕн ĕçне малалла йĕркелесе пыма йышăннă. Тавçăруллă çамрăк темиçе çул каяллах хăйĕн бизнес-планĕпе ЧР Ял хуçалăх министертви ялта хăй ĕçне йĕркелесе пыракансене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ конкурса хутшăнса 1 миллион та 100 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса Аслă Пăла Тимеш ялĕнчен аякра та мар вырнаçнă хуçалăх таварĕсемпе сутă тунă райпо лавккине илсе реконструкци тунă, кунта сурăх ĕрчетме тытăннă. Чулхула облаçĕнчен Романовский ăратри сурăхсене малтанласа 50 пуç кÿрсе килнĕ. Пĕрре суйласа илнĕ çул-йĕртен пăрăнман, çак çулсенче вĕсен хисепне ÿстерсе анчах пынă. Хальхи вăхăтра Д.Александровăн ферминче 250 пуç сурăх шутланать. Сăмах май, ĕлĕкхи вăхăтра уйрăм хушма хуçалăхсенче те килĕрен тенĕ пекех сурăх йышлă усранă пулсан, халĕ аплах калаймăн. Халăх сурăхран писрĕ, темелле-и. Денисшăн вара чун-чĕрипе суйласа илнĕ çак ĕç юратнă професси пекех чи çывăххи пулса тăнă. Урăхла пулма та пултараймĕ, юратман, кăмăлламан ĕçе малалла та яраймăн.

Сурăх ĕрчевлĕ выльăх шутланать. Çакна кура вĕсене Д.Александров кашни çул нумай сутать: аш-какай валли, усрама та туянаççĕ.

Тара илнĕ усă куракан çĕр лаптăкĕсем çинче малтанхи вăхăтра курăк ÿстернĕ пулсан, халĕ ăна ял халăхне тырăпа тивĕçтерес тĕллевпе усă кураççĕ. Çĕр ĕç культурисене çитĕнтерме техника та çителĕклĕ: 2 трактор, комбайн, груз турттаракан автомашина. Çĕр пайĕшĕн паракан курăка та çынсене хăй транспорчĕпе килĕсене çитерсех парать. Хĕрÿ вăхăтра уй-хирте ĕçлеме 5 çынна вырăн тупса парать. Иккĕмĕш аслă пĕлÿ илекен Сергей шăллĕ те çуллахи тапхăрта çанă тавăрсах уй-хирте пиçĕхет. Пĕр çынтан икĕ çын тумалли вăхăтра ашшĕпе амăшĕ те май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ ывăлĕсене. Пĕрлĕхре – вăй тенине лайăх ăнланать çемье.

Александровсен ывăлĕсем иккĕшĕ те мăшăрланса çемье йĕркеленĕ. Ялта ÿснĕ хĕрсен хĕрĕсене мăшăр пулма суйласа илнĕ. Денисăн мăшăрĕ Катя – экономист, дистанци мелĕпе Мускаври пĕр фирмăра ĕçлет. Нумаях пулмасть йыш хутшăнчĕ, çĕр çине тепĕр паттăр – ывăл килчĕ. Асаттепе асанне ятсене тивĕçрĕç аслă Александровсем.

Пĕрле тĕл пулсан çамрăк фермер:

– Юлашки çулсенче ял хуçалăхне аталантарас ĕçе патшалăх енчен тимлĕх уйăрни тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать, ĕмĕтсене пурнăçлама çăмăллăх парать. Техника хатĕрĕсене туяннă чухне пулнă тăкакăн 40 процентне субсиди шучĕпе каялла тавăрса пани те ал-урана тăсма пулăшать. Ку чухне тата хавхаланса тимлес килет, çĕнĕ ĕмĕт-шухăшсене пурнăçа кĕртес килет, – терĕ. Унсăр пуçне, виçĕм çул Денис республика Пуçлăхĕ ятран палăртса уйăракан стипендине те тивĕçнĕ.

– Укçи мар, ят-сумĕ хаклă, ун пек чухне епле япăх ĕçлеме пултарăн? Пытармастăп, хавхаланса ĕçлес кăмăлăм пысăк. Çуралса ÿснĕ ытарайми тăван кĕтес хама пуçĕпех хăй аллипе çавăрса илнине вара лайăх ăнланатăп, – тесе хушса каларĕ. Мĕнех, малаллахи пурнăçра çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçа кĕртме те ырлăх-сывлăх сунар мал ĕмĕтлĕ çамрăк фермера.

З.ПОРТНОВА,
Аслă Пăла Тимеш ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code