Ырă çемье ял çинче хисеплĕ. Кивĕ Эйпеç ялĕнчи Владимирпа Зинаида Кожевниковсем ырăлăхпа, ĕçченлĕхĕпе тата тăрăшулăхĕпе палăрнă.
– Пирĕн хушамат тир сăмахран тухнă, йăхра тир-сăран тăвассипе ăстасем пулни пирки калатчĕç аслисем, – палăртать çемье пуçĕ Владимир Кожевников, ĕмĕрне тăван хуçалăхра водительте ĕçлесе ирттернĕскер.
Владимир Иванович йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕ Иван Алексеевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăл хатĕрлев кантурĕн тытăмĕнче тăрăшнă май халăхран тир, çăм тата ытти япала пуçтарассипе тимленĕ. Амăшĕ – Евдокия Павловна Аслă Елчĕк хĕрĕ пулнă. Кожевников аслисем 5 ачана кун çути парнеленĕ. Ачасем ашшĕ-амăшне курса пĕчĕкрен пур ĕçе те вĕренсе, йывăрлăхсенче тĕрĕсленсе кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен çирĕпленсе, пурнăçа ăнланса пынă, пĕри тепринчен харсăр çитĕннĕ. Килти е колхозри пĕр ĕçрен те ÿркенсе тăман. Александра, Зинаида хĕрĕсем ял каччисемпе пĕрлешсе çемье çавăрнă, хуçалăх ĕçĕнче пилĕк авса ĕмĕрĕсене ирттернĕ. Николай тĕп хуламăрта авиазаводра тăрăшнă, Вениамин – предприниматель.
Владимир çемьери тăваттăмĕш ача. Шкул хыççăн пĕр хушă тăван колхозра тăрăшнă. Салтака кайма ят тухсан çар ретне тăнă. Служба тивĕçне Псков облаçĕнчи сывлăш-десант çарĕнче пурнăçлать çамрăк. Десантниксем уйрăмах яваплă çар заданийĕсене пурнăçланипе, çирĕп кăмăл-туйăмпа, чăтăмлăхпа, хăюлăхпа палăрса тăраççĕ. Владимир парашютпа пурĕ 28 хут сикнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ывăлĕ службăра тăракан çар чаçĕн командованийĕнчен тивĕçлĕ салтак çитĕнтернĕшĕн Тав çырăвĕ те илнĕ. Яла сержант званипе таврăнать каччă.
Килне таврăнсан ашшĕ-пе амăшĕ ывăлне авланма хистеççĕ. Амăшĕ инвалид пулнă май ăна кил-çуртри тĕрлĕ ĕçе пурнăçлама ансат пулман. Вара Владимир хăй куç хывнă Питтĕпел хĕрне Зинаида Парамоновăна мăшăр пулма ыйтать. Çивĕч ăслă, илемлĕ сăн-питлĕ, ĕçчен, çаврăнăçуллă та тирпейлĕ çĕнĕ кин киле кĕрсен амăшĕн пурнăçĕ те чылай çăмăлланать. Хĕр хăй те йышлă çемьере çитĕннĕ – 5 ывăла тата пĕр хĕре пурнăç парнелесе анлă çул çине кăларнă Парамоновсем.
Тăван колхозра тăрăшакан Владимир мăшăрланнă хыççăн пĕр çулталăкран кÿршĕллĕ Патăрьел районĕнче шоферсен курсĕнче вĕренет, унтан «Победа» хуçалăхра тăрăшма пуçлать. Малтанах ГАЗ-63 автомашина рулĕ умне ларать вăл, ăна тикĕссĕн ĕçлеттерет, юсавлă тытать. 30 çула яхăн ырми-канми вăй хурать шофер.
– Ялта малтанхи вăхăтра пĕр автомашина анчахчĕ. Ĕçрен тĕттĕм пулмасăр та таврăнаймастăмччĕ. Апат çисе çывăрма кĕрсе выртаттăм анчах, ял çыннисем хăш вăхăтра чÿречерен килсе шаккатчĕç: пĕрин арăмĕн çăмăлланма вăхăт çитнĕ, тепри йывăр чирлесе ÿкнĕ… Вăштăр-ваштăр тумланса ача çуратма аптăранă хĕрарăмсене, чир çапса ÿкернисене пĕр тăхтаса тăмасăр пульницăна леçеттĕмччĕ. Ялти миçе çынна Аслă Пăла Тимешри тата Елчĕкри пульницăсене леçмен-ши? – ăшшăн аса илет вăл вăхăтсене водитель. – Кăмрăк-вутă илме, çурт-йĕр хăпартакансем валли стройматериалсем турттарма ăçта кăна çитмен-ши тата? Хуçалăхра та ертÿлĕх мĕн хушнине яланах яваплăха туйса пурнăçланă. Ака-вырма вăхăчĕсенче киле çывăрма анчах таврăннă.
Хытă сийлĕ çул-йĕр пулманран кĕрлĕ-çурлă çанталăкра, хĕллехи тапхăрсенче çул-йĕр çинче сахал мар нушаланнă шоферсем. Владимир Иванович Кавал ялĕ таран хытă сийлĕ çул пулнине, йĕпе-сапара, пылчăклă е пăрлă çанталăкра çак яла чарăнса автомашинăн хыçалти кустăрмисем çине сăнчăр çыхса килне çитнине пĕлтерет.
Владимир Кожевниковăн пархатарлă ĕçне çĕршыв тивĕçлипе хакланă – унăн кăкăрĕ çинче III степень «Ĕç Мухтавĕ» орденпа чылай медаль ялкăшаççĕ. Вăл çулсеренех çитĕнÿсемпе палăрса пынă, икĕ хут Мускавра халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен выставкинче пулнă, кашни çулах санатори-курортсенче канма путевкăсене тивĕçнĕ. Пĕринче Çăлтăр хулинче пулса паллă космонавтсемпе курнăçма та пÿрнĕ ăна шăпа.
Мăшăрланнăранпах килĕшÿре тата çураçура пурăнаççĕ Кожевниковсем, юратупа шанчăклăха çирĕп тытса пыраççĕ, пĕр-пĕрне калас сăмахсене чылай чух куçран пăхсах ăнланаççĕ. 1967 çулта ялта пуçласа кирпĕч çурт çавăрма вăй çитернĕ вĕсем. Хуçалăхĕ пысăк. Ĕмĕрĕпех ĕçре пиçĕхнĕскерсем хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп, хур-кăвакал усраççĕ. Пилĕк ачана кун çути парнеленĕ ашшĕпе амăшĕ халĕ ачисемпе тата мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ. Сăмах май, Кожевниковсен Людмила хĕрĕ – тĕрĕ ăсти. Л.Балтаева чăваш халăх тумĕн уйрăм пайĕсене çĕлес енĕпе республикăра анчах мар, ун тулашĕнче те палăрнă.
Е.ПЕТРОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Владимир Кожевников.