Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăхăн пуянлăхĕпе мăнаçлăхĕ

Халăхăн пуянлăхĕпе мăнаçлăхĕ

Патшалăх символĕсен кунĕ — халăх пĕрлĕхне тата республика территорийĕнче пурăнакан чăвашсемпе ытти наци çыннисен пĕршухăшлăхне, тăван кĕтес шăпишĕн яваплă пулнине палăртакан çутă уяв.

Патшалăх символĕсем пирĕн республикăн хăйне евĕрлĕхне, ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсем улшăнми пулнине çирĕплетеççĕ, чăваш халăхĕн аваллăхĕпе хальхи пурнăçĕ çинчен пĕлме пулăшаççĕ, пуласлăхĕ пирки шухăшлама хистеççĕ.

Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунне эпир 2004 çултанпа паллă тăватпăр. Мĕншĕн-ха шăпах апрелĕн 29-мĕшĕнче? Çак кун 1992 çулта Чăваш Республикин Аслă Канашĕ Чăваш патшалăх символĕсем — Гимн, Герб, Ялав — пирки йышăну кăларнă. Кăшт маларах вара ятарлă комисси 100 ытла проектран чи вырăнлă та килĕшỹллĕ Ялавпа Герба — Чăваш халăх художникĕ, чăваш геральдикин никĕслевçи Элли Юрьев сĕннисене — суйласа илнĕ.

Гербра тĕп вырăнта — геральдика щичĕн варринчи пурнăç йывăçĕ. Унăн тымарĕсем — çĕр айĕнче. Пурнăç йывăçĕ виçĕ халăха пĕлтерекен туратсенчен тăрать: тĕп чăвашсем, вулă çывăхĕнчи; хĕрринчи — чăваш диаспорин турачĕ; çак икĕ турат хушшинчи, тымарсем патне çитейменни — Чăваш Енре хальхи вăхăтра пурăнакан халăхсем.

Республикăн Ялавĕ те хăйне евĕрлĕ. Сарă тĕс — чăвашсен чи юратни, вăл мĕнпур ырлăхпа илеме сăнарлать. Хĕрлĕ тĕспе халăхăн эрешĕн тĕп элеменчĕсене тунă. Ялавăн тĕп эмблемисене — «Пурнăç йывăçне» — витекен çăлтăра виçĕ хутчен ỹкерни чăвашсен «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» ăнлава палăртать.

«Çурхи тĕнче вăраннă чух,
Хаваслă кун шăраннă чух
Чун савăнать, чĕре сикет,
Çĕршывăм çинчен юрлас килет…»

Кам пĕлмест пулĕ çак йĕркесене? Официаллă мероприятисене, пысăк пĕлтерĕшлĕ уявсене уçнă чухне Чăваш Республикин Гимнĕ янăрать те — чунра мăнаçлăх туйăмĕ çуралать. Ăна Илле Тукташ сăввипе Герман Лебедев кĕвĕленĕ.

Тăван çĕршыва юратасси патшалăх символĕсене пĕлнинчен тата хисепленинчен пуçланать. Вĕсем тăван кĕтеспе, Тăван çĕршывпа, историпе, граждан тивĕçлĕхĕпе, тăван чĕлхепе тачă çыхăннă. Патшалăх символĕсем — пирĕн пуянлăхпа мăнаçлăх.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code