Июнĕн 10-12-мĕшĕсенче Аслă Таяпа ялĕ çумĕнчи Хулашра Атăлçи тăрăхĕнчи тĕрлĕ хуласенчен килнĕ çарпа истори клубĕсен «Несĕлĕмĕрсен мĕлкисем» XI фестивалĕ пулса иртрĕ. Вăл культура пуçарăвĕсен Президент фончĕн пулăшăвĕпе йĕркеленнĕ, ăна Раççейри халăхсен культурин еткерлĕхĕн çулталăкне халалланă.
X-XIII ĕмĕрсенчи Чăваш Енĕн чи пысăк археологи палăкĕсенчен пĕринче йĕркеленнĕ фестиваль хăнасене, район халăхне йышлă пуçтарчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый уçрĕ. Вăл кашнинех уявпа саламланă май çарпа истори клубĕсен членĕсене пысăк тав сăмахĕ каларĕ:
— Эсир пархатарлă ĕç пурнăçлатăр. Çакăн евĕр уявсем историн паллă тапхăрĕсене сăнарлăн аса илтерсе халăх асĕнче упраса хăварма май параççĕ, çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре витĕмлĕ вырăн йышăнаççĕ. Воспитани ĕçĕнче патриотизм паян — тĕнчери тăнăç мар вăхăтра — уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Салам сăмахĕсем çумне фестиваль йĕркелỹçи -Шупашкарти «Драконы морей» истори клубĕн ертỹçи Евгений Васильев (тĕп хулари 5-мĕш гимназин истори учителĕ) хутшăнчĕ. Вăл чи малтанах истори клубĕсемпе паллаштарчĕ.
Пĕрремĕш кунхи тĕп мероприятисем юланутçăсем çапăçусене сăнарланинчен пуçланчĕç. Çапăçусен саманчĕсем, хĕç-пăшал чăн вăрçă хирне аса илтерчĕç. 13 регионти тĕрлĕ хуларан — Волгоград, Вологда, Чулхула, Арзамас, Смоленск тата ытти те — килнĕ клубсен членĕсем (пурĕ 110 çын) çавăн пекех темиçе ĕмĕр каялла авалхи Руçăн, Атăлçи Пăлхарăн, Скандинавипе Византин тата ыттисен йăли-йĕркипе тата культурипе тĕплĕн паллаштарчĕç. Кунтах клубсен парадне, массăллă ытти çапăçусене, истори костюмĕсене, ремесла ăстаçисен ĕçĕсене, сувенирсене курса савăнма май пулчĕ. Ачасем валли выляв уйĕсем ĕçлерĕç, курма килнĕ халăх клуб членĕсемпе юнашар тăрса сăн ỹкерттерчĕ. Лашасен ăмăртăвне сăнама уйрăмах кăмăллă пулчĕ.
Фестиваль вăхăтĕнче ярмăркка-курав ĕçлерĕ. Тăмран, йывăçран, пусмаран тата ытти хатĕртен çĕлесе, ỹкерсе тата чĕнтĕрлесе хатĕрленĕ алă ĕçĕсем хăйсем патне йыхравларĕç.
Клуб членĕсемпе курса калаçнă май çакă паллă пулчĕ. Вĕсен пысăк пайĕ клуб тытăмĕнче чылай çул тăрать. Ытларахăшĕ мероприятисене пĕтĕм çемйипех туслăн хутшăнать. Вологда хулинчен килнĕ пĕр çамрăк çемье вара 9 уйăхри ачипех вăрăм çула хыçа хăварнă.
Фестивале Аслă Таяпа ял тăрăхĕн, Тỹскелти артистсен, Шупашкарти Людмила Петухова ертсе пыракан «Янтал» ушкăнăн членĕсен, Юрий Кашкăрăн юрри-кĕвви илемлетрĕ.
Вулакана аса илтерер. Хулаш территорийĕнче икĕ эрне ытла археологи тĕпчевĕсем иртнĕ. Ку ĕçе Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн тата Хусанти археологи институчĕн ĕçченĕсем ĕнер вĕçленĕ.
Е.ПЕТРОВА.
Хулашра — семинар
Таяпа хулашĕнчи археологи экспедицийĕн никĕсĕ çинче регион шайĕнчи семинар иртнĕ. Унта Шупашкарти, Хусанти, Самарти тата Пензăри ăслăлăхпа тĕпчев организацийĕсен сотрудникĕсем, аслă шкулсен преподавателĕсем хутшăннă.
Ăсчахсен йышлă ушкăнне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн директорĕ, философи наукисен кандидачĕ Петр Краснов тата ыттисем саламланă.
Семинарта калаçу Аслă Таяпа, Пенза, Ульяновск тăрăхĕсенчи пăлхарсемпе çыхăннă палăксемпе хулашсене тĕпчесси тавра пынă.