Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Елчĕк ялĕ, çулсерен чечеклен!

Елчĕк ялĕ, çулсерен чечеклен!

Тăван ен, çуралнă кĕтес кашни çыншăн хаклă. Çакна ỹссе çитĕннĕ хыççăн ялтан тухса кайса самай аякра тымар янă çынсем уйрăмах лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа та нумайăшĕ çулталăкра пĕр хут иртекен ял уявне мĕн пур ĕçне пăрахса килме тăрăшать.

Сентябрĕн 12-мĕшĕнче иртнĕ Елчĕк ялĕн уявĕнче халăх питĕ йышлă пулчĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ аякран килнĕ ентешсем пулни курăнчĕ.

Çак кун чиркỹ чанĕн сасси ял тăрăх ир-ирех саланчĕ. Елчĕкри Александр Невский ячĕллĕ чиркỹре уява халалласа Александр Сенькин настоятель кĕлĕ ирттерчĕ. Вырăс православи чиркĕвĕ шăп çак кун Александр Невский княçăн çĕрмен ỹтне Владимир хулинчен Петербурга — Александр Невский лаврĕн Троица чиркĕвне куçарнине паллă тăвать.

Пирĕн тăрăхри халăх уяв умĕн хăнасене тивĕçлĕ кĕтсе илес тĕллевпе кил-çуртне тата та тирпейлĕрех тăвас, хăтлăх кĕртес тесе ăшталанать. Ял уявне ирттерес умĕн те çавах. Елчĕк ялĕнче пурнăçланă кăçалхи пысăк ĕçсен шутне Советская, Октябрьская урамсенче çуран çỹрекенсем валли тротуар тунине, Северная урамри 21-мĕш çуртран пуçласа А.Игнатьев ячĕллĕ урамăн 1-мĕш çурчĕ таран çул-йĕр, Мир, Советская тата ытти урамсенчи нумай хваттерлĕ çуртсен картиш территорийĕсене тирпей-илем кĕртнине, Северная, Кооперативная, Мир урамсенчи çỹп-çап хумалли контейнерсен лаптăкĕсене тирпейленине кĕртмелле. Çавăн пекех Привокзальная урамри Таябинка юхан шывĕ урлă каçакан кĕпере юсама вăй çитернĕ.

Ĕçлеме анчах мар, кăмăллăн канма та пĕлет Елчĕк халăхĕ. Кăçалхи уява районăн 95 çулхи юбилейне, Чăваш Енре иртекен Паллă ентешсен çулталăкне халалларĕç.

Уяв программи анлă та интереслĕ пулчĕ. Пур ỹсĕмри çын кăмăллăн канма пултарчĕ çак кун. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта вĕренекенсем чи малтанах çăлтăрпа пĕрле ирхи зарядкăна тăчĕç. Кăçал вĕсем хусканусене хамăр ентешпе — чăваш эстрада юрăçипе Алексей Московскипе пĕрле турĕç. Алексей чи малтанах хăй вĕреннĕ шкулăн паянхи пурнăçĕпе паллашрĕ, вĕренекенсемпе тата педагогсемпе тĕл пулчĕ.

Пĕрремĕш класра пĕлỹ илекенсем вара асфальт çине ỹкерчĕксем турĕç — хăйсен тăван ялĕн капăрлăхне мĕнле курнине кăтартса пачĕç. Елчĕкри искусство шкулĕ умĕнче асăннă шкулăн, ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн, Елчĕк шкулĕн воспитанникĕсен яла тата унăн çыннисене сăнарланă ỹкерчĕкĕсенчен хатĕрленĕ, мухтавлă ентешсене халалланă курав ĕçлерĕ. Тăван тавралăхăн тата тăван ялăн илемне, унăн çыннисен пултарулăхне курма пултарчĕç унпа паллашакансем.

Районти тĕп вулавăш ĕçченĕсем «Эпĕ юрататăп Елчĕке», «Ман юратнă Елчĕк ен — 95 çулта» ятпа сăн ỹкерчĕксен тата вырăнти авторсен кĕнекисен выставкипе паллашма йыхравларĕç. Тарават библиотекарьсем килен-каяна хамăр тăрăхра ỹсекен тутлă та сиплĕ курăксенчен хатĕрленĕ чейпе сăйларĕç.

Райадминистрацин ЗАГС пайĕнче тĕрлĕ çулсенчи туй кĕписенчен хатĕрленĕ курав хăйнеевĕрлĕхпе тыткăнларĕ. Ăна ял уявне тата ЗАГС органĕсене туса хунăранпа 105 çул çитнĕ тĕле халалланă. Пай ертỹçи Надежда Баймушкина пĕлтернĕ тăрăх, курава йĕркелессинче тĕрлĕ ялти хĕрарăмсен канашĕсен ертỹçисем пысăк пулăшу панă. Хĕрарăм пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ самантра — туй кунĕнче тăхăннă, каярах арчасенче типтерлĕн упраннă кĕпесемпе ял халăхĕ кăмăлласах паллашрĕ.

Паян тĕрлĕ технологи çиçĕмле хăвăртлăхпа аталаннă тапхăрта пурăнатпăр та, чылай мероприяти онлайн мелĕпе иртнине палăртса хăварар. Интернетри тĕрлĕ социаллă сетьсенче вĕренỹпе культура ĕçченĕсемпе шкул ачисем Александр Невский çветтуйăн пурнăçĕпе çапăçури паттăрлăхне çутатрĕç, мухтавлă ентешĕмĕрсене сăнарлакан вулавсем, уçă уроксем, тĕл пулусем иртни пирки каласа кăтартрĕç. «Солнышко», «Чебурашка», «Шевле» ача сачĕсен воспитанникĕсем вара ашшĕ-амăшĕпе пĕрле килти пахчара çитĕнтернĕ чечексенчен тĕрлĕ композици йĕркелерĕç. Вĕренỹ тытăмĕнчи çамрăксен канашĕн членĕсем те аякра юлмарĕç — вырăнти поэтсем Елчĕк ене халалланă сăвăсене вуларĕç. Патриотизм туйăмне çĕклес, хамăр тăрăхран тухнă паттăрсен кун-çулĕпе паллаштарас тесе Елчĕк шкулĕн педагогĕсем вĕренекенсене Елчĕк районĕнчен тухнă Совет Союзĕн Геройĕсен — С.А.Андреев, А.Ф.Беляев, Н.П.Иванов ячĕпе хисепленекен урамсенче экскурси йĕркелерĕç.

Çак кун Тĕп лапам илемлĕ кĕвĕ-çемĕпе тата ача-пăчан хавас сассипе кĕрлесе анчах тăчĕ, кунтах суту-илỹ точкисем ĕçлерĕç. Уяв официаллă майпа 19 сехетре уçăлчĕ. Елчĕк халăхне тата килнĕ хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Смирнова, Елчĕк ен ентешлĕхĕн ертỹçи Юрий Карпов, ял старости Сергей Пчелов тата ыттисем те саламларĕç.

Леонард Васильевич хăйĕн сăмахĕсенче Елчĕк ялĕ чечекленсех пынине, çулсерен çĕнĕрен те çĕнĕ ĕçсем пурнăçланнине, халăх тирпей-илем çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнине каларĕ.

— Пурте пĕрле ĕçленĕрен ума лартнă тĕллевсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Ĕнер Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутачĕсен пухăвĕн пĕрремĕш созывĕн суйлавне ирттертĕмĕр. Унта хастар хутшăннăшăн кашнине пысăк тав сăмахĕ калатăп. Тивĕçлĕ депутатсене суйлани районăн малашлăх аталанăвне тỹпе хывассинче пысăк вырăн йышăнать. Пурнăç пахалăхне ỹстерес ĕçре ял халăхĕ, уйрăмах çамрăксем тăрăшни, тĕрлĕ сĕнỹпе тухни савăнтарть, — палăртрĕ вăл.

Ялăн илемне ỹстерессишĕн куллен тăрăшакансем те тимлĕхсĕр юлмарĕç. Тирпей-илемшĕн пыракан тупăшура «Чи лайăх нумай хваттерлĕ çурт» номинацире Комсомольски урамри 8-мĕш çуртра пурăнакансем çĕнтерчĕç. «Чи лайăх урам» çĕнтерỹçисем — Молодежная урамра пурăнакансем. «Чи лайăх хушма хуçалăх» номинацире Çĕнтерĕве — 50 çул урамри 10 çуртра пурăнакан Валентинăпа Виталий Тимофеевсен хуçалăхĕ палăрнă. Çĕнтерỹçĕсене кашнинех парнесемпе тата ырă сăмахсемпе чысларĕç. Çавăн пекех ялти чи аслă çынсене — 94 çулхи Роберт Иванович Бобылевпа 98 çулхи Клавдия Владимировна Сергеевăна парнесем пачĕç. Чи çамрăк мăшăр — çак кунсенче туй кĕрекине ларакан Дмитрий тата Вера Кривовсем Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн саламне йышăнчĕç. Милана Сергеевна Баранова — ялти чи çамрăк çын. Кунтах пушар сỹнтерме хастар хутшăннă Алексей Юрьевич Лукина тав сăмахĕ каларĕç.

Елчĕк ен ентешлĕхĕн ертỹçи Юрий Карпов общество ĕçĕнче хастаррисене сумларĕ, парнесемпе тата Тав хучĕсемпе хавхалантарчĕ.

Уява хатĕрленсе ирттерес ĕçе ялти яш-кĕрĕм кашни çулах активлă хутшăнать. Елчĕк çамрăкĕсен фончĕ ялта çуралса ỹснĕ 200-е яхăн çамрăка пĕрлештерсе тăрать. Унăн ертỹçи Сергей Пчелов. Вĕсемех тăван тăрăха, тăван яла хитре сăн-сăпат кĕртес ĕçре тăрăшулăхпа палăраççĕ. Çак уява йĕркелесе ирттерме те çуллен пысăк пулăшу параççĕ.

Спорт тата халăх вăййисем кашни уявах капăрлатаççĕ. Вĕсем яланах хаваслă иртеççĕ, çынсене йышлăн пуçтараççĕ. Спорт мероприятийĕсен пысăк пайĕ культурăпа кану паркĕнче иртрĕ. Мини-футбол вăййинче Аслă Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем çĕнтерчĕç. Арçынсем нардă, бильярд вăййисене хутшăнчĕç. Канат туртассипе те ăмăрту хĕрỹ пулчĕ. Тĕрлĕ урамра пурăнакансем вăйлăрах пулма ăнтăлни туйăнчĕ. Хĕрарăмсем 6 сантиметртан кая мар çỹллĕшлĕ кĕлеллĕ пушмаксемпе чупса ăмăртрĕç. Ку тупăшура Наталья Муллина (Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕн культорганизаторĕ) мала тухрĕ. Наталья асăннă ăмăртура чылай çул малти пулнине палăртма кăмăллă.

Концерт программи те анлă пулчĕ. Вырăнти артистсемпе Шупашкартан килнĕ эстрада çăлтăрĕсем уява хутшăннисене хаваслă кăмăл-туйăм парнелерĕç. Елчĕкри «Туслăх» халăх хорĕ, Патреккел халăх хорĕ, Елчĕкри искусство шкулĕн коллективĕ, «Тускил» вокалпа инструмент ансамблĕ, Юрий Кашкăр, Алексейпе Дмитрий Московскисем, Алина Варна, Алина Выйгетова, Натальйăпа Вениамин Муллинсем, Евдокия Егорова тата ытти юрăçсем, ташăçăсен ушкăнĕсем куракана хавхалантарчĕç.

Уяв фейерверкпа тата дискотекăпа вĕçленчĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code