Район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутачĕсен пухăвĕн пĕрремĕш суйлавĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ларăва Елчĕк муниципалитет округĕн Депутачĕсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков ертсе пычĕ. Унта Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене пурнăçлакан Алина Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç.
Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 12 ыйтăва пăхса тухрĕç. Чи малтанах халăх суйлавçисем Елчĕк муниципалитет округĕн гербĕ тата ялавĕ çинчен калакан Положенисене çирĕплетрĕç.
Иккĕмĕш ыйтупа вĕсем «Елчĕк районĕн 2022 çулхи тата планпа пăхнă 2023, 2024 çулĕсенчи бюджечĕ çинчен калакан» йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç. Йышăну проекчĕпе райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина паллаштарчĕ. Йышăнăва черетлĕ хут улшăнусем кĕртесси республика бюджетĕнчен тĕрлĕ сферăна тĕревлеме хушма укçа-тенкĕ уйăрнипе çыхăннă. Тỹрлетỹсем кĕртнĕ хыççăн Елчĕк районĕн кăçалхи бюджечĕн тупăш пайĕ малтан палăртнинчен 57657,3 пин тенкĕ ỹссе 548918,9 пин тенкĕпе, расхутсен пайĕ 57657,3 пин тенкĕ ỹссе 577409,6 пин тенкĕпе, дефицит 28490,7 пин тенкĕпе танлашать. Тупăшсен пайĕнчи 91465 пин тенки — налук тата налук шутне кĕмен тупăшсем, вĕсен ỹсĕмĕ 2400 пин тенкĕ. Республика бюджетĕнчен килекен каялла тавăрса памалли мар укçа-тенкĕ виçи — 457453,9 пин тенкĕ (55257,3 пин тенкĕ ỹсет). Çав шутран вĕрентỹ, культура, физкультурăпа спорт тытăмĕсенчи вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пурнăçлама — 252495,3 пин тенкĕ уйăрĕç. Шыв башнисемпе шыв скважинисене тĕпрен юсама (Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче — 3 башня, Кĕçĕн Таяпа — 2, Елчĕк — 5, Аслă Пăла Тимеш — 1) 23593,9 пин тенкĕ тăкакланĕ. Çавăн пекех укçа-тенкĕ шкул ỹсĕмĕчченхи ачасен, шкул ачисен вĕрентĕвне тỹлевсĕр тивĕçтересси, ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен ачисене шкулта тỹлевсĕр 2 хут апат çитерме, ĕç укçи ỹстерме тата ытти тĕллевпе тăкакланĕ.
Тăрăм тата Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсен Депутачĕсен пухăвĕн «Чăваш Республикин Елчĕк районĕн Тăрăм ял тăрăхĕн 2022 çулхи тата планпа пăхнă 2023, 2024 çулĕсенчи бюджечĕ çинчен», «Чăваш Республикин Елчĕк районĕн Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн 2022 çулхи тата планпа пăхнă 2023, 2024 çулĕсенчи бюджечĕ çинчен» калакан йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртнĕ хыççăн халăх суйлавçисем Елчĕк муниципалитет округĕн çул-йĕр фондне тăвас ыйтăва пăхса тухрĕç.
Малалла депутатсем 2022 çулта муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли прогнозлă плана улшăнусем кĕртрĕç, 2023 çулта муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли плана (сутлăхра Курнавăш ялĕнчи малтан ача сачĕ пулнă тата Аслă Пăла Тимеш ялĕн шкулĕ пулнă çуртсем) йышăнчĕç. Йышăнусен проекчĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, райадминистрацин экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова паллаштарчĕ.
Ял тăрăхĕсем малашне муниципалитет округĕн тытăмне кĕрĕç, вĕсен администрацийĕсем округ администрацийĕн территори пайĕсем пулса малалла ĕçлĕç.
Елчĕк муниципалитет округĕн Депутачĕсен пухăвĕн кăçалхи 4-мĕш кварталти планне çирĕплетесси те тĕп ыйтусен шутĕнче пулчĕ.
Район администрацийĕн йĕркелỹ ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Ирина Аникина малашне ялсенче территори общество хăй тытăмлăхне туса хурас проектпа паллаштарчĕ, ку енĕпе депутатсем тивĕçлĕ йышăну кăларчĕç.
Ларура ытти ыйтусене те тишкерчĕç.
Е.ПЕТРОВА.