Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Анне пулсан — тĕнче хитре

Анне пулсан — тĕнче хитре

Мария Николаевна хăнăхнă йăлапа ир-ирех тăчĕ те чỹрече патне пырса ларчĕ. Кĕрхи тĕттĕм кунсенче урамра никамах та çỹремест, çапах тăван тавралăха сăнама меллĕ. Умри пахчари йывăçсене шухă çил аванах силлет. Юлашки çулсенче урама пит тухса çỹреймест вăл, урисем хытнă. Алла патак тытса пỹртре утса çỹренине те аван тесе шутлать 86 çулхи хĕрарăм.

— Вăхăтĕнче хамăра уяма пĕлмен çав. Фермăра ĕçленĕ май ураран резина атă кайман. Хĕл кунĕнче атă шăнса хытса ларатчĕ те аран-аран хываттăмăр, — тет Мария Сидорова иртнине аса илнĕ май.

Марье аппапа чылай çул каялла тĕл пулнăччĕ. Элпуçне ятарласа килнĕрен ял-йыш хисепне тивĕçнĕ хĕрарăмăн сывлăхĕпе интересленес килчĕ. Пĕччен пурăнакана Светлана Лапшина пăхса, пулăшса тăрать. Ватăна тутлă апат пĕçерсе çитерес тесе ăшталанать. Ачисем кашни эрнерех килсе çỹреççĕ. Холодильнике апат-çимĕçпе тултарса хăвараççĕ.

— Кỹршĕ-аршă тăван пек пăхать мана, — тет ватă кăмăллăн.

— Марье аппа, хăнасем килчĕç-ха, — терĕ Светлана Петровна пире малалла иртме сĕнсе.

Чỹрече умĕнче ларакан хĕрарăмăн пит-куçĕ ăшшăн çуталчĕ. Хăнасене тарават кил хуçи.

— Сана тем тăруках паллаймарăм-ха, — терĕ ватă манран куç илмесĕр.

Хĕрарăмсем манпа паллаштарнă хыççăн:

— Ара, эпĕ сана паллатăп вĕт, — терĕ те вăл, часах сĕтел сарми айĕнчен сархайса кайнă район хаçатне туртса кăларчĕ.

— Эсĕ манăн кун-çул çинчен çырса кăларнăчччĕ. Питĕ типтерлĕ упратăп çав хаçата. Ачасем вара çав статьяна рама ăшне вырнаçтарса хăйсен хваттерĕнчи стенисем çинех çакса хунă…

Район хаçачĕн 1999 çулхи мартăн 23-мĕшĕнчи «Анне, тавах сана» статйине аса илтĕм. Унтанпа нумай шыв-шур юхса иртрĕ. Çак тапхăрта та Марье аппан чунĕ хытман — уçă, çепĕç, тарават вăл кашнийĕнпе.

Мария Николаевнăна хĕл каçма ачисем хулана илсе каяççĕ. Çавăнпа вăл хулана кайма пуçтарăннă.

— Паян-ыран Рудик килмелле. Вăл Наташăсем патне илсе кайĕ. Ачасем пит лайăх пăхаççĕ мана, — терĕ вăл çепĕççĕн.

Ватлăхра ачасен пархатарне курнинчен, вĕсем ăшăлăх парнеленинчен ырри мĕн пултăр!

Тĕмер ялĕнче çуралса ỹснĕ Мария Сидорова çичĕ класс пĕтерсен фермăна ĕçлеме кĕнĕ. Малалла та вĕренес килнĕ унăн, анчах çемьери йывăрлăхсене пула ĕçе кỹлĕнме тивнĕ. Малтанах пăру пăхнă, унтан дояркăна вырнаçнă. Ĕçре киленĕçпе савăнăç тупнăран хĕрĕн çемье çавăрас шухăш нихăçан та пулман. Евчĕ янă маттур каччăсене те хирĕçленĕ. Хăйпе пĕр тăванĕсен ачисене пăхма пулăшнă ăшă чунлă аппăшĕ. Мĕн пĕчĕкрен юратнă вăл шăллĕн ачисене, хăйĕн чун ăшшине парнеленĕ. 20 çул дояркăра тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекен Мария Сидорова «Хисеп Палли» орден илме тивĕçнĕ.

Çулсем хăвăрттăн малалла шуса иртсен те 40 çултан иртнĕ хĕр хăйĕн шухăш-кăмăлĕпе хытă тăнă. Анчах малашлăхра мĕн кĕтессине кам пĕлейĕ? Элпуçĕнчи Александр Павлов мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕрсен çичĕ ачипе тăрса юлнă. Арçын сак тулли ачана епле пĕччен пăхса ỹстерейтĕр. Килте хĕрарăм ăшши те, ачасене пăхакан та кирлĕ. Пĕринче çапла тăванĕсем Тĕмерти Мария Сидорова пирки аса илнĕ. Саньккан тăванĕсем хĕр патне калаçма та кайнă. Яхăнне те яман харсăр доярка. Вăхăт иртнĕ май Павловсен Галя хĕрĕ Маня аппа патне пĕрре пынă, тепре, хăйсем патне пырса пурăнма йăлăннă. Çемçе кăмăллă Мария Николаевна хăйне мăйран ыталанă хĕр пĕрчин куççулĕсене чăтса тăрайман, тăлăхсене шелленĕ. Çапла вара ирĕксĕрех хăйĕн шухăшне улăштарма тивнĕ. Амăшĕсĕр тăрса юлнă тĕпренчĕксене епле хĕрхенмĕн?! «Турă çапла çырнă пулĕ», — лăплантарнă вăл хăйне. Шăллĕн ачисене вăл хăйĕнни пек юратать пулсан ют ачасем пулмаççĕ тени тĕрĕсех.

1977 çулхи кăрлач уйăхĕнче Мария Павловсен çемйине пырса кĕнĕ. Çичĕ ача. Асли, Анатолий, 22 çулта. Кĕçĕнни, Наташа, иккĕре. Вăл килте мар, ăна ача çуртне леçнĕ. Чи малтанах амаçури амăшĕ кĕçĕннине тăван киле илсе килес тесе ăнтăлнă. Хĕр пĕрчи пиччĕшĕсемпе, аппăшĕсемпе çума-çумăн, тăван килте, ашшĕ-амăшĕн çунатти айĕнче çирĕпленсе ỹснинчен ырри мĕн пултăр-ха? Хăйне хăнăхтăр тесе ача çуртне кайса çỹренĕ Мария. Часах Наташăна тăван килне илсе килнĕ. Çăмăл пулман çĕнĕ амăшне пĕчĕкскере çемье ăшшине хăнăхтарма. Йывăрлăхсем вара хĕрарăма тата вăйлăрах пулма хистенĕ.

Киле ĕçчен хĕрарăм кĕрсен Павловсен кил-çурчĕ хаваслă кулăпа тулма пуçланă. Мария хăй пухса пынă 4 пин тенкĕ укçана та çĕнĕ çемье çине янă. Мăшăрĕпе, Александр Евгеньевичпа, ачасемшĕн тăрăшса пурăннă. Çĕнĕ çĕрте те пĕр колхозри харсăр доярка фермăна çул тытнă. Александр Павлов паркра хуралçăра тăрăшнă. Пĕчĕккисем ытларах амăшĕ çумне тĕршĕннĕ.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

В.КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code