Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мăшăртан хакли никам та çук…

Мăшăртан хакли никам та çук…

Районти ЗАГС пайĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн пуçарăвне тĕпе хурса нумай çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене чысласси ырă йăлана кĕнĕ.

Палăртса хăварар, кăçал районти 60 мăшăр сапфир, 40 мăшăр ылтăн, 29 мăшăр изумруд, 20 мăшăр кевер, 3 мăшăр тимĕр туйĕсене паллă тăваççĕ.

Нумаях пулмасть ЗАГС пайĕн хăтлă керменне 45, 50, 55 çул пурнăç çулĕпе алла-аллăн утакан мăшăрсене «Манăн ĕмĕрлĕх шанчăкăм» уява йыхравланă.

Çĕнĕ Пăвари Леонидпа Елена Головинсем çак кунсенче çемье чăмăртани 45 çул çитнине паллă тăваççĕ. Леонид Михайлович ялти вăтам шкула пĕтерсен Канаш хулинче шофера вĕреннĕ. Виçĕ çул Совет çарĕнче службăра тăнă. Салтак тумне хывсан Елчĕкри крахмал заводĕнче водительте, унтан Мичурин ячĕллĕ колхозра газоэлектросварщикра, каярахпа райпора водительте тăрăшнă. 1979 çултан вара «Урожай», каярахпа «Колос» хуçалăхсенче газоэлектросварщикра ĕçленĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăрăшнă вăл тăван хуçалăхра. Унăн савнă мăшăрĕ — Тĕмер ялĕнче çуралса ỹснĕ Елена Дмитриевна Шупашкарти коопераци техникумне пĕтерсен Елчĕкри райпона ревизора ĕçлеме килнĕ. Çĕнĕ Пăва каччипе çемье çавăрсан Курнавăшри çăкăр пекарнинче, унтан 30 çула яхăн ялти лавккара сутуçăра тăрăшнă. Ялти хисеплĕ мăшăр виçĕ ача çуратса ỹстерсе анлă пурнăç çулĕ çине тăратнă.

Елчĕкре пурăнакан Василипе Зинаида Маловсем те сапфир туй кĕрекине ларнă. Елчĕк каччипе Акчел хĕрĕ районти тĕп больницăра ĕçленĕ чухне паллашнă. Василий водительте, Зинаида медсестрара ĕçленĕ ун чухне. Пурнăç çулĕ кил хуçине тĕрлĕ çĕре илсе çитернĕ. Водитель профессипе тăрăшсах пенсие тухнă. Кирек ăçта та Василий Николаевич ырă ĕçпе палăрнă. Унăн автомашинăпа аварисĕр çỹресе, тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе тивĕçнĕ Хисеп хучĕсем сахал мар.

Зинаида Михайловна ĕç биографине районти тĕп больницăра пуçланă та мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен унта тăрăшнă. Операци сестри çын пурнăçне çăлса хăварас тесе хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Аслă категориллĕ медсестра «Професси енĕпе чи лайăххи» ята, дипломсемпе Хисеп грамотисене сахал мар тивĕçнĕ. Маловсен икĕ ачи те аслă шкул пĕтерсе пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă.

Исемпелĕнчи Николайпа Нина Титовсем — тăван колхоз ĕçĕнче пиçĕхнĕ çынсем. Николай Георгиевич çамрăклах «Победа» колхоза водителе вырнаçнă та юратнă профессинчен мĕн ватăличчен те уйрăлман. Каярахпа вăл фермăра операторта тăрăшнă. Кỹршĕ район хĕрĕпе, Нинăпа, Кушкă ялĕнчи лавккара сутуçăра ĕçленĕ чухне паллашнă. Юрату вут-хĕмĕ хыпса илнĕ çамрăксем çемье çавăрсан шăкăл-шăкăл калаçса пурăнма пуçланă. Пилĕк ача çуратса пăхса ỹстернĕ. Ачисем халĕ хăйсене килĕшекен профессипе тăрăшаççĕ. Шăл тухтăрĕ, медсестра, педагог, çĕршыва сыхлакан та пур çирĕп те туслă çемьере.

Вăрăмхăвари Владимирпа Лидия Никоноровсен ылтăн туй кĕрекинче савăнмалăх пур. Пилĕк ачи, 9 мăнукĕ Владимир Артемьевичпа Лидия Михайловнăн пурнăç тĕрекĕсем пулса тăраççĕ, хăйсене пурнăç пилленĕшĕн тав тăваççĕ. Епле ырă кăмăллă та ĕçчен-ха вĕсем! Владимир ăста алăллă арçын. Тăван колхозра тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ вăл. Бригадир пулăшаканĕнчен пуçласа тĕп инженера çитнĕ. Вăлах вăрлăха хурт-кăпшанкăсенчен им-çамламалли агрегат шутласа кăларнă. Ял çыннисем халĕ те çĕр ĕçĕнче çав агрегатпа усă кураççĕ.

Тăван хуçалăхра сысна ферминче пăрчăкан пек вăр-варлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрнă пĕр кас хĕрне (вĕсен пỹрчĕсен чỹречисем те пĕр-пĕрин çине хире-хирĕç пăхса ларнă) кăмăлланă Владимир. Лидия та хăйĕнчен пилĕк çул аслă маттур каччăна килĕштернĕ. Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланакан мăшăрăн паян та пит-куçĕнче савăнăç кулли çиçсех тăрать.

Яманчỹрелĕнчи Сергейпе Анастасия Рахмуллинсем мăшăрлă пурнăç урати урлă каçса пĕрремĕш утăм туни 55 çул çитнĕ. Çак тапхăрта иккĕшĕ те ĕçре киленĕç тупса тăватă ача çуратса пăхса ỹстернĕ. Сергей Васильевич çамрăклах тăван колхоз ĕçне кỹлĕннĕ те мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех унта тăрăшнă. Анастасия Арсентьевна ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче тирпейлỹçĕре ĕçленĕ. Паян хисеплĕ ватăсем Юрий ывăлĕн çемйипе килĕштерсе пурăнаççĕ. Аслă ывăлĕ, Владимир, «Яманчурино» ООО директорĕнче вăй хурать. Аркадипе Галина Шупашкарта тĕпленнĕ. Рахмуллинсен 10 мăнук, 2 кĕçĕн мăнук.

Уява пуçтарăннă хисеплĕ мăшăрсем ЗАГС пайĕнчи юбилярсен Хисеп кĕнеки çине алă пусрĕç. Хаклă мăшăрсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин саламларĕ. «Пĕр-пĕрне юратмасан, упрамасан нумай çул пурăнма çуках. Ашшĕ-амăшĕн юратăвне курса ачисем ырă тĕслĕх илеççĕ. Çакă чи кирли», — терĕ Николай Петрович кашни çемье пуçлăхĕн ĕçпе кушăрханă аллисене ăшшăн чăмăртаса парнепе чысланă май.

Чăннипех те мухтанмалла пирĕн ялсенчи хисеплĕ мăшăрсемпе. Вĕсем пурте «Ĕç ветеранĕ» ятсене тивĕçнĕ, ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕ. Халĕ вĕсен йăх-несĕлне мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем малалла тăсаççĕ.

Юбилярсене районти хĕрарăмсен, ашшĕсен канашĕсен председателĕсем Евгения Михайловăпа Юрий Смирнов, хисеплĕ мăшăрсем пурăнакан ял тăрăхĕсенчи пуçлăхсем, мăшăрсем ĕçленĕ вырăнсенчи ертỹçĕсем, культработниксем, ачисемпе тăванĕсем саламларĕç. Лилийăпа Иван Шурбинсем, Сергей Баранов илемлĕ юрăсем шăрантарса мăшăрсене савăнăç парнелерĕç.

В.СПИРИДОНОВА.
В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: юбилярсемпе пĕрле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code