Лаш Таяпари почта çыхăну уйрăмне ертсе пыракан Светлана Романова хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлипе тỹрре кăларма пултарнине ку тăрăхра пурăнакансем — тĕрлĕрен пулăшу ĕçĕсене çыхăну уйрăмĕ урлă илекенсем çирĕплетсех калама пултараççĕ.
Светлана Валерьевна Шăмалак ялĕнче пурăнать, Лаш Таяпари почта çыхăну уйрăмĕнче вăл 3 çул каялла ĕçлеме тытăннă. Хăйне тĕрĕслемелĕх вăхăчĕ те пулнă унăн.
— Малтанласа, чăнах, чунра иккĕленỹ çуралчĕ. «Çак пысăк ялти çынсен кăмăлне курайăп-и, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултарайăп-и?» — тесе те шутларăм. Лаш Таяпа çыннисем пĕр-пĕрне ăнланакан тата кирек хăш вăхăтра та пулăшма пултаракан çынсем пулнине ăнланса илнĕ хыççăн чун-чĕрем лăпланчĕ. Халĕ кашни кунхи ĕçе хавхалунпа пурнăçлатăп, — тет вăл.
Лаш Таяпари территори уйрăмне кĕрекен 3 ялта хальхи вăхăтра эрнере икĕ хутчен тухса тăракан «Елчĕк ен» хаçата 189 килте çырăнса илеççĕ. Зинаида Арефьева, Ольга Иванова, Светлана Канжелева почтальонкăсем ялсенчи çынсене хаçат-журнал валеçнисĕр пуçне, пенси укçипе тата ытти пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтереççĕ. Сăмах май, хальхи вăхăтра вĕсем территори уйрăмĕнчи ялсенчи 189 çын патне кашни уйăхра пенси укçи илсе çитереççĕ.
Çыхăну уйрăмĕнчен те çын татăлмасть, уйăх вĕçленес умĕн вара çынсем черет тăрсах тĕрлĕ тỹлевсемпе — çутăпа, газпа усă курнăшăн, çỹп-çап турттарса тухнăшăн татăлаççĕ.
Çуркунне çывхарса пынă май çыхăну уйрăмĕнче тĕрлĕрен пахча çимĕç вăрлăхĕсене те нумай сутаççĕ. Туянакансенчен нумайăшĕ сортлă вăрлăхсене ыйтнине кура кунта вĕсене нумай илсе килнĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: Светлана Романова пахча çимĕç вăрлăхĕсене сĕнет.