Çут çанталăк хăйĕн хĕрĕх те пĕр илемрен те чи тулли илемне хĕрарăмсене панă. Вĕсенчен пуçланать те çĕр çинчи мĕн пур ырлăх, вĕсенче тытăнса тăрать çут тĕнче…
Маргарита Алексеева 1949 çулта Элĕк районĕнчи Мăн Тукташ ялĕнче вĕрентекен çемйинче кун çути курнă. Ураскильтри вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Иваново облаçĕнчи Фурманов хулинчи çип арлакан фабрикăра съемщица, 1967-1970 çулсенче Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче планочница пулса ĕçленĕ. Кĕске тапхăрта та хастарлăхĕпе палăрма ĕлкĕрнĕ вăл, ăна «Коммунизмла ĕç ударникĕ» паллăпа чысланă.
Тăрăшуллă хĕр 1970-1975 çулсенче Мускаври пир-авăр институчĕн инженерипе экономика факультетĕнче вĕреннĕ. Пĕррехинче хулана кайнă май пуйăс çинче Тăрăм каччипе — Михаил Алексеевпа паллашать. Çыхăну майĕпен çирĕпленсех пырать. Сăпайлă та чипер хĕр йĕкĕтĕн чĕрине вырнаçсан Миша ăна çемье çавăрас шухăшлине пĕлтерет. Каччă та хĕрĕн кăмăлне кайнă, паллах.
Çапла вара 1975 çулта пĕр ĕмĕт-шухăшлă çамрăксем çемье чăмăртанă. Вăл вăхăтра М.Алексеев «Рассвет» колхозра инженер-механик пулса тăрăшнă. Маргарита унтах бухгалтер ĕçне пуçăннă. Тепĕр çулĕнчех ултă яла пĕрлештерсе «Правда» колхоз йĕркеленĕ. Маргарита Ивановнăна ĕçшĕн тỹлекен экономист тивĕçне пурнăçлама çирĕплетнĕ. 1978-1989 çулсенче — тĕп экономист.
— Колхоз производствине çĕнĕлĕхсем кĕртесси вăй илсе пычĕ, — иртнине аса илет ĕç ветеранĕ. — Ертỹçĕсемпе, тĕп специалистсемпе пĕрле хуçалăх расчетне, бригада подрядне тата ытти енсене çирĕплетессипе сахал мар ĕçлерĕмĕр. Выльăх-чĕрлĕх фермисен коллективĕсене кашни кварталти экономика кăтартăвĕсемпе паллаштарса пыраттăмăр. Çакăн пек уççăнлăх çитменлĕхсене пĕтерме, тĕллевсем палăртма пулăшнă.
Çĕршыв саланма пуçлани пĕрлешỹллĕ хуçалăхсене те ура хумарĕ мар. 1989 çулта «Правда» колхоза та çав шăпа пырса çапать: Тăрăмсемпе Кипеçсем уйрăлса тухса каллех «Рассвета» пĕрлешеççĕ. Хуçалăха ертсе пыма каярахпа Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ ятсене тивĕçнĕ Валерий Кириллова шаннă, тĕп экономиста — М.Алексеевăна. Асăннă должноçра Маргарита Ивановна 2005 çулччен, мĕн пенсие тухиччен вăй хунă.
Икĕ ялтан тăракан хуçалăх йĕркеленнĕренпе ĕçлекенсен шалăвне ỹстерсе пынă, социаллă ыйтусене татса парассине пысăк тимлĕх уйăрнă. Фермăра, уй-хирсенче е ытти тытăмра тăрăшакансем çинче тытăнса тăрать хуçалăх. Çавăнпа унăн вăйне нимĕнле урăх вăйпа та ылмаштарма çук. Çакна шута илсех производство кооперативĕн хастарĕсене хавхалантарассине тĕп вырăна хураççĕ паян та.
Хуçалăх аталанăвĕн сулмаклă кăтартăвĕсене шута илсе тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн М.Алексеевăна 1992 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ» хисеплĕ ят панă.
Алексеевсем пилĕк ача çуратса ỹстернĕ. Аслă пĕлỹ илме пулăшса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паян пурте ура çинче çирĕп тăраççĕ, кашнин хăйĕн çемйи. Шел, мăшăрне юлашки çула ăсатма тиврĕ Маргарита Ивановнан. Çапах та пурнăç малаллах. Ачисем, сакăр мăнукĕ савăнмалăх. Шăпах вĕсем йăх тăсăмĕ.
Людмила ЕНЕДЕРОВА.