Мария Бикулова актриса, Владимир Андреев олимпиец, ỹнерçĕсем — Иван Дмитриев-Эльмек, Юрийпе Олег Ксенофонтовсем, çыравçăсем — Петрпа Василий Сидоровсем, культура ĕçченĕсем — Людмилăпа Юрий Петуховсем — Лаш Таяпа ялĕн мухтавĕ.
Чаплă ушкăна Владимир Петрова та кĕртни вырăнлă-тăр. Ун ятне хальхи çамрăксем пĕлмеççĕ те пулĕ, мĕншĕн тесен вăл пурнăçĕн ытларах пайне республика тулашĕнче ирттернĕ.
В.Петров 1951 çулта Лаш Таяпа ялĕнче 6 ачаллă çемьере çуралнă. Пĕчĕккĕ чухнех ỹнер патне туртăм пулнă унăн: хăйĕн пĕрремĕш ỹкерчĕкĕсене килĕнчи кăмака хăрăмĕпе сăнарланă. Чухăн пурăннăран сăрă хатĕрĕсем туянма та май килмен пулĕ. Ашшĕ çамрăклах чирлесе вилнĕ хыççăн Вова 3-мĕш класран Куславккари шкул-интернатра вĕренме пуçланă. Шăпах кунта пĕрремĕш сăвви çуралать, шкулти стена хаçатне илемлетме хутшăнать. Хулара пĕррехинче ăнсăртран тенĕ пек Никифор Мранькка писательпе паллашсан, çыхăну самаях çирĕпленет. Аслă юлташне çамрăк картинисемпе сăввисене те кăтартнă. «Мĕнпе çыхăнтармалла-ши пурнăçа?» — ыйтнă пĕр тĕл пулура Владимир. «Хăвăн чуну хăш енне ытларах туртать, çавна суйласа ил», — тенĕ çыравçă. Арçын ача вара ỹнер çулĕпе кайма тĕв тунă: И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ỹнерпе графика факультетне вĕренме кĕрет. Диплом ĕçне Берлина çитнĕ Василий Михеев ентеш-партизан скульптурине йывăçран тата гипсран туса хатĕрленĕ.
В.Петров 1976-1985 çулсенче Лаш Таяпари вăтам шкулта ỹкерỹ, черчени, ĕç предмечĕсене вĕрентнĕ, вуншар ачана ỹкерме, тăмран тĕрлĕ кĕлеткесем тума хăнăхтарнă. «Слава» колхоз фермипе машина-трактор паркĕсенчи кану пỹлĕмĕсене капăрлатнă. Çак тапхăрта вăл хăйĕн картинисемпе скульптурисен тăватă куравне йĕркеленĕ.
1985 çулта çемье мăшăрĕ çуралса ỹснĕ тăрăха — Пушкăртстанри Пелепей хулине куçса кайнă. Виçĕ çул унти педагогика училищинче преподаватель, тивĕçлĕ канăва тухиччен шкул ачисен ỹнер студийĕн ертỹçинче тăрăшнă. Пултарулăх ĕçĕнчи çитĕнỹсемшĕн Владимир Васильевича Пĕтĕм Союзри халăх пултарулăхĕн III фестивалĕн лауреачĕн ятне панă. «Автопортрет», «Хула хĕрри», «Асанне портречĕ», «Ватлăх», «Анне портречĕ» ĕçĕсемшĕн вăл Александр Шевченко ячĕллĕ премие тивĕçнĕ.
— Тете хăйĕн шалти туйăмĕсене, чунра пиçсе çитнине ỹкерчĕксем урлă çеç кăтартмастчĕ, сăвăсем çыратчĕ, — тет педагогика ĕçĕн ветеранĕ Валерий Петров.
Ентешĕн хайлавĕсем «Урал сасси» хаçатра пичетленнĕ. 2009 çулта вăл регионсем хушшинче иртекен «Хавхалану çăлкуçĕсем» поэзи фестивалĕнче дипломант пулса тăнă. 2011 çулта «Ĕмĕтсем чĕнеççĕ малалла» кĕнеки вулакан патне çитнĕ.
2015 çулхи пуш уйăхĕнче йывăр чире пула мал ĕмĕтлĕ ентешĕмĕрĕн чĕри ĕмĕрлĕхех тапма чарăннă. «Çынсен асĕнче эпĕ ỹкерчĕкĕмсемпе тата сăввăмсемпе юлăп. Пултарулăх ĕçĕ вăл — вилĕмсĕр», — пулнă унăн юлашки сăмахĕсем. Халĕ унăн картинисемпе скульптурисем Лаш Таяпа шкулĕн тăван тавралăх музейĕнче вырнаçнă, яланах вĕсене ялти тата округри выставкăсенче курма пулать. Пурĕ пĕрле — 150 яхăн ỹкерчĕк, 30 ытла скульптура Лаш Таяпара, Пелепей хулинче упранаççĕ.
Владимир Петров — ансат, çав вăхăтрах никам пĕлми вăрттăн лирика ăсти. Унăн сăввисенче ачаш та мăнаçлă юрату ăшшине туйса тăратăн. Ку поэзин вăйĕ — ачаран чуна çывăх тăрăхри çут çанталăкпа, унти шăпчăк сассиллĕ садсемпе, анлă уй-хирсемпе, улăх-çарансемпе тачă çыхăнса тăнинче. «Тăван ял» сăввин пĕр чĕптĕмĕнче те уççăн курăнать çакă:
…Çитĕнтерет колхоз тыр-пул,
Пухать кăçал та ылтăн мул.
Кур, килчĕ тĕнчене çĕн кун,
Тавах, сана, черетлĕ кун.
«Сăвă мана тĕнчене илемлĕрех, витĕртерех курма пулăшать. Ĕçлеме, пурăнма хăйне евĕр вăй парса тăрать», — тенĕ пултарулăх çулĕпе çирĕп утăмсем тума ĕмĕтленнĕ Лаш Таяпа ывăлĕ.
Николай МАЛЫШКИН.