Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сăваплă Халал сăмахĕсем ĕмĕрлĕх чĕрере

Сăваплă Халал сăмахĕсем ĕмĕрлĕх чĕрере

Апрелĕн 25-мĕшĕнче, Иван Яковлев çуралнă кун паллă тăвакан Чăваш чĕлхи кунĕнче округри хĕрарăмсен канашĕн пайташĕсем те усăллă тĕл пулу йĕркелеме пултарчĕç. Вĕсем Патриархăмăр 1921 çулта чăваш халăхне панă Халал сăмахĕсене аса илчĕç, вăл хальхи вăхăтшăн та мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç.

…Чăваш çырулăхне, чăваш шкулне пурнăç панă, тăван халăхне цивилизаци шайне çĕклеме ĕмĕтленнĕ Иван Яковлевăн Халал сăмахĕсене илтмен çын çук та пулĕ: «…Турра ĕненсе пурăнсан пурнăç хытти этемшĕн хăрушă мар. Ăна ĕненсе пурăнмасан çĕр çинчи пурнăç сивĕ пулать, тĕттĕм пулать», «Вырăс халăхĕ пит ăслă халăх. Вăл ырă кăмăллă, ăслă: эсир ăна итлĕр, юратса пурăнăр. Çак халăх сире тăван вырăнне хурса йышăннă, хăй çемйи тунă…», «Асра тытăр! Пайсăр тăрса юлнă хăвăрăн мĕскĕн чăваш тăван халăхăра эсир пулăшса пурăнмалла, вĕсене ăçтан та пулин катаран пулăшу килĕ-ха, тесе тăмалла мар», «Тăван халăхăн çуклăхĕнчен, начарлăхĕнчен, вăл тĕттĕмре пурăннинчен ан вăтанăр: эсир вĕсен хушшинчен тухнă, ĕçлессе те вĕсемшĕн ĕçлемелле», «Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ», «Чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пикенсе, юратса ĕçлĕр. Пурнăçра курма тỹр килнĕ йывăрлăхсенчен ан кулянăр. Юратса тусан чи пĕчĕк ĕç те чаплăлантарса яма, усă паракан тума пулать, ỹркенсен, ытахальтен анчах ĕçлесен чăн пысăк ĕç те пăрахăçа тухать, хисепрен каять»…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code