Кỹршĕллĕ Мари Республикинчи халăх предприятийĕсен «Звениговский» пĕрлешĕвĕ Раççейре кăна мар, Европăра та — чи курăмлисен йышĕнче. Унăн ертỹçи — паллă çыравçă-поэт Петĕр Хусанкай çуралнă Сиктĕрме ялĕнче тĕнчене килнĕ тата çитĕннĕ Иван Казанков (пĕчĕкле Йăван Ванькки тесе чĕннĕ ăна) — самай çулланнă пулсан та, хăйĕн ĕçĕпе, пултарулăхĕпе тата пуçарулăхĕпе такама та тĕлĕнтерет. Çавна май ăна, анлă тавра курăмлă, ырă кăмăллă, чăтăмлă та пиçĕ чăваша, тăван чĕлхене хытă юратакан тата шăкăлтатса калаçакан пуçлăха, редакци тĕпелне чĕнтĕмĕр.
Ĕçшĕн лайăх тỹлесен тав сăмахĕ çеç илтетĕн
— Каçарăр та, Иван Иванович, эпир иксĕмĕр те пĕр çулаллисем, вăрçă ачисем шутланнăран, тĕрĕсрех каласан, чунпа-юнпа çывăх пулнăран, сăмаха ачалăха аса илнинчен пуçласшăн. Кам сĕнĕвĕ е мĕнле асра юлнă пулăм Сире пурнăçри çул-йĕре тĕрĕс суйласа илме тата çирĕппĕн тытса пыма хистет?
— Атте, вăрçăра йывăр аманнăскер, шăпах эпĕ çуралнă кун, 1942 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче киле таврăннă. «Çĕнĕ кайăка» мĕн ятлă хурасси пирки ыйтсан вăл пĕр шутласа тăмасăрах: «Иван!» — тесе персе ярать. «Эпĕ фронтран таврăнаймасан та Иван Иванович юлтăр ялта», — хушса хурать тепĕр самантран. Атте кăштах çăмăллансан вăрçа тепĕр хут каять те киле Çĕнтерỹпе таврăнать. «Куратăр-и, епле паттăр çитĕнет пирĕн, Иван Иванович!» — тенĕ пулать вăл мана алла илсен…
Анчах атте, суранĕсем те пирчесе çитменскер, пирĕнтен 52 çултах уйрăлса кайрĕ. Эпĕ вара, çамрăклах Иван Иванович ят илнĕскер, ырă атте-анне ятне çỹлте тытасчĕ тесе, сакăр теçетке çул урлă каçрăм пулсан та, вăй тата ăс çитнĕ таран пысăк пĕрлешĕве ăнăçлă ертсе пыма тăрăшатăп.
Акă мĕншĕн…
Лайăхах астăватăп: вăрçă хыççăнхи çулсенчен пĕринче çемьери чи кĕçĕнни, Куля ятли, выçлăха пула йывăрлансах çитрĕ. Кукаçин шăллĕ, медпунктра ĕçлекенскер, ăна больницăра сиплекелеме, кăштах вăй кĕртме май тупрĕ. Анчах темиçе кунранах ача каçса кайсах макăрма тапратрĕ. «Манăн пайанкă çиеç килет», — тет хăй чĕлхипе. Нина аппа, хире шăннă-çĕрнĕ крахмал шырама кайнăскер, алăкран пырса кĕчĕ те ача часах шăпланчĕ. Эпир те лăплантăмăр. «Мана часах крахмал пашалăвĕ çитереççĕ», — ăнланчĕ пулас пĕчĕкскер.
Тепĕр пулăм та куç умĕнчен каймасть. Те вăрçă вăхăтĕнчи çивĕчлĕх пĕтменрен — пĕр вăхăт вырмана тухнă çынсене те çăкăрпа кирлĕ пек тивĕçтерейместчĕç. Ĕçлекенсене вара кĕсьери темиçе пучахшăнах е шĕкĕлченĕ тырăпа тытсанах питех те хытă айăплатчĕç, тĕрмепе хăрататчĕç. Уполминзаг текенни (таçтан янă хатĕрлевçĕ хуçа) ĕçрен таврăнакансене хăй те ухтарма вăтанман. Анчах вăрçăран аманса таврăннă Степан Афанасьев председатель, çынсен выççине лайăх ăнланнăскер, хирте тар тăкакансене кăштах та пулин пулăшма хăтланнă.
«Паян уполминзаг мунча кĕрет. Лайăхрах, тăрăшарах ĕçлĕр!..» — тенĕ вăл хăй çине пăхакан çынсене куç хĕссе. Çакна ăнланнă хресченсем, чăнах та, пикенерех ĕçленĕ, анчах çав кун пĕри те киле пушă кĕсьепе таврăнман… Çавăнтан вара эпĕ яланлăхах çакна ăнланса юлнă: ĕçлекене кирек мĕнле пулсан та тăранмалăх кăна тỹлемелле мар, чунтан хавхаланса ĕçлеме тата пурăнма пулăшмалла.
— Халĕ Сирĕн манăн каярахпа пама хатĕрленĕ ыйтăва анлăлатмалли çеç юлать. Сирĕн предприятисенче темиçе пин çын ĕçлет. Кашнин — хăйĕн специальноçĕ, тивĕçĕ… Паллах, яваплăх тĕп вырăнта пулни пуринчен те пахарах.
— Тỹрех палăртам. Ĕçшĕн тỹлесси тата пухăнакан укçа пĕтĕмĕшле хушусемпе пĕлтерĕшсенчен тăракан положенипе, йĕркепе тейĕпĕр эппин, нихăçан та шăп та шай килмест. Çынсен тĕнче курăмĕ, ĕç туртăмĕ, хавхаланăвĕ тата чун туртăмĕпе ĕçченлĕхĕ тĕрлĕрен. Апла пулсан ĕç укçин шайĕ, эпĕ уншăн чи явапли пулсан та, пĕр манран кăна килмест. Урăхла каласан, ăна хăйсен ĕçне чунтан парăннă специалистсем татса параççĕ. Çапла вара пирĕн — коллективлă хуçа. Çав йыша чикĕленнĕ яваплăхлă юлташлăхсен директорĕсем (управляющийĕсем), участоксемпе цехсен ертỹçисем тата ытти вун-вун çын кĕрет. Пирĕн общество организацийĕсем те пĕр тĕллевпе, алла-аллăн тытăнса ĕçлеççĕ, ĕç ушкăнĕсем, профсоюз комитечĕпе пуçламăш организацийĕсем, парти ушкăнĕсемпе партком та… пĕр тĕвве пĕрлешсе, çирĕп тĕллевпе вăй хураççĕ. Шăпах çакă пире ăнăçу çулĕпе кайма хавхалантарса пырать.
Çав пĕрлĕхе, килĕшỹлĕхе пула, тĕпрен илсен, пур отрасльпе участокра та палăртнă тĕллевсем ăнăçлăн ĕçе кĕреççĕ. Апла пулсан уйăхри вăтам ĕç укçи 65-70 пин тенкĕпе (хушма тỹлевсемпе пĕрле унран та иртет) танлашнинчен ним тĕлĕнмелли те çук. Рабочисене кашни кунах ĕçе, ĕç хыççăн киле автобуссемпе илсе çỹрени, кунсерен столовăйсенче тỹлевсĕр паха апат çитерни тата ытти çăмăллăх, ĕçе вырнаçакансене пĕрлешỹ тунă хваттерсене вырнаçтарни, хăйсем çурт лартас текенсене процентсăр кивçен укçа уйăрни те — вырăнлă пулăшусем. Ĕçлекенсене пурне те уйăхсерен 5-шер килограмм какай е какай продукцине тỹлевсĕрех парасси те тĕллевлĕн пулса пырать. Санаторисемпе кану çурчĕсене каякансене тỹлевсĕр путевкăсем е тĕллевлĕ тỹлев уйăратпăр. Акă мĕншĕн пирĕн нумай пинлĕ (пĕтĕмпе 5000 яхăн) коллективра специалистсемпе тĕп рабочисен йышĕ ылмашăнса тăмасть.
— Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, ĕç уйрăмах хĕрỹ пынă тапхăрта механизаторсем талăкра темиçешер пин тенкĕ ĕçлесе илеççĕ.
— Тĕрĕсех. Калăпăр, вырма вăхăчĕ пырать. Тырă пысăк лаптăксенче ĕлкĕрсе çитнĕ. Синоптиксем паян-ыран çанталăк пăсăласси пирки пĕлтереççĕ. Кун пек чухне, комбайнерсемпе вĕсен пулăшуçисем, машинăпа тырă турттаракансем е йĕтемре ĕçлекенсем ыйхă мĕнне те манаççĕ темелле. Анчах хĕрỹ тапхăрта икĕ-виçĕ сехет çеç канса илекен, паллă ĕнтĕ, каярахпа веçех ывăнса çитет. Çапах лайăх тỹлевпе хавхалантару мелĕсем ăна ырă кăмăл тата савăнăç туйăмĕ парнелеççĕ.
Тепĕр тесен, пирĕн патăмăрта кăткăслăх хирти ĕççи вăхăтĕнче кăна мар, ытти производствăра та (аш-какай е сĕт комбиначĕсенче, хутăш апатсен заводĕнче, выльăх пусакан, продукцие тирпейлекен цехсемпе участоксенче) пулать. Чăннипе, ял çыннисенчен ытларахăшĕ смена е кун тăршшĕне асăрхасах та юлаймасть. Çакна шута илсе ĕçшĕн тỹлессине час-часах ỹстерме хушусем кĕртетпĕр.
Çакна та калам, реформăсен малтанхи çулĕсенче рабочисене ĕçшĕн тỹлеме май тупас тесе хамăр продукцие таçти хуласемпе инçетри Çĕпĕр таранах кайса сутнине е ытти таварпа ылмаштарнине тỹссе ирттернĕ. Мухтав Турра, халĕ хамăрах ура çинче çирĕп тăратпăр.
«…»
Анатолий ТИМОФЕЕВ,
журналист, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.