Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Санăн яту вилĕмсĕр

Санăн яту вилĕмсĕр

Аттелĕхĕн Аслă вăрçине Тăрăм ялĕнчен 74 çын тухса кайнă, вĕсенчен çурри ытла каялла таврăнайман.

Вăрçа хутшăннисенчен пĕри манăн мăн асатте, 1901 çулта çуралнă Флегонт Кириллович Кириллов. Фронта кайиччен вăл Тăрăм ял совет председателĕ, Елчĕкри крахмал завод директорĕ пулса ĕçленĕ. Флегонт Кириллович çав тери сăпайлă, анлă тавра курăмлă, ăста ертỹçĕ пулнă. Фашистсем пирĕн Тăван çĕршыв çине сĕмсĕррĕн тапăнса кĕрсен вăл хăйĕн ирĕкĕпе вăрçа тухса каять. Унăн «бронь» пулнă, апла пулин те: «Эпĕ те вăрçа каятăп, эпĕ сывă çын», — тесе мăшăрĕпе, 5 ачипе уйрăлнă вăл.

Манăн мăн асатте стрелоксен 139-мĕш дивизийĕнче çапăçнă. Ăста снайпер хăюлăхпа палăрнă. Сăмах май, çак дивизире чăвашсем питех те йышлăн пулнă.

Флегонт Кириллович мăшăрĕ патне янă пĕр çырăвĕнче: «Тискер вăрçă пуçланнăранпа çулталăк çитрĕ. Анчах унăн вĕçĕ-хĕрри çаплах курăнмасть. Вăрçа пĕтерес тесен фашистсене хăваласа ярас пулать: каймаççĕ пулсан вĕсене эпир çапса аркататпăр. Унсăрăн вăрçă чарăнасси пирки шухăшламалли те çук».

Фашистсене пуçĕпех тĕп тăвас тĕллеве асра тытса Флегонт Кириллов вăрçă вутне кĕнĕ. Анчах çак çапăçуран вăл чĕррĕн тухайман — 1942 çулхи августăн 19-мĕшĕнче Тăван çĕршывшăн çапăçса пуçне хунă.

Çĕнтерĕве çывхартас тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр, выçăллă-тутăллă пулнине пăхмасăр тылра ытти çынсемпе пĕрле Флегонт Кирилловăн çемйи те тар тăкса ĕçленĕ.

Унăн мăшăрĕ Хĕрлĕçырти Варламовсен йăхĕнчен пулнă, вĕсем 4 ывăл та 1 хĕр çитĕнтернĕ. Асли — Михаил Тăрăмри Фадеевсен хĕрĕпе пĕрлешсе Свердловск хулинче ĕçлесе пурăннă. Вĕсен Анатолий ывăлĕ Мускаври пĕр институтра вĕреннĕ. Унăн ачисем вара Канадăра пурăнаççĕ. Василий ывăлĕ Анисия Ильинана качча илнĕ. Вĕсем Караганда хулинче шахтăра ĕçлесе пурăннă. Вĕсем 3 ача пăхса çитĕнтернĕ. Сергей ывăлĕ Германире, хĕрĕсем Караганда облаçĕнчи Гагарин хулинче пурăнаççĕ. Хĕрĕсем хăйсен çемйисемпе çулла ашшĕпе амăшĕ çуралнă яла — Тăрăма килсе курас ĕмĕтлĕ. Ялти тăвансем вĕсем патĕнче темиçе те пулнă.

Валентин çамрăклах, шахтăра ĕçленĕ чухне сарăмсăр вилнĕ. Вера Тăрăм ял ачинех качча тухнă. Вăл Калистрат Ильинпа çемье çавăрса 5 ача çуратса ỹстернĕ. Хальхи вăхăтра Вера аппа кĕçĕн ывăлĕпе — Вячеславпа пĕрле пурăнать. Унăн 10 мăнук.

Владимир — манăн асатте. Вăл тĕп килĕнче тĕпленнĕ. Манăн асанне Питтĕпелĕнчи Облесовсен хĕрĕ. Асатте — Владимир Кириллов «Рассвет» хуçалăхра тимĕрçĕ пулса ĕçленĕ, асанне фельдшер пунктĕнче 35 çул тирпейлỹçĕ пулса тивĕçлĕ канăва тухнă. Асатте 15 çул каялла çĕре кĕнĕ. Вĕсем 3 ача пăхса ỹстернĕ. Асли — Юра Питĕр хулинче «Водоканал» фирмăра инженерта ĕçлет. Иккĕмĕш — манăн атте — Валерий Шупашкарта тĕпленнĕ, уйрăм предприниматель. Галина хĕрĕ Мускавра ĕçлесе пурăнать.

Пĕр тăванăн ачисем çĕршыв тăрăх саланнă. Эпир 2015 çулта, вăрçă чарăннăранпа 70 çул çитнине уявланă вăхăтра, 800 çухрăма хыçа хăварса мăн асаттен вил тăпри çине çитсе куртăмăр. Юрийпе Володя Питĕр хулинчен килчĕç. Эпир вĕсемпе Тверь облаçĕнчи Ржев хулинче тĕл пултăмăр. Вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк вара Сухуша ялĕнче. Манăн мăн асатте шăпах çак масарта канлĕх тупнă. Сухуша ялĕ вăрман варринче вырнаçнă, унта питех те хăрушă çапăçусем пынă. Вăрçă кĕрленĕ вырăна çитсе тăрсан тĕлĕнсех кайрăмăр. Мĕн чухлĕ вилнĕ салтак ячĕ! Эпир вĕсем хушшинче хамăрăн мăн асаттен ятне те шыраса тупрăмăр. Майăн 9-мĕшĕнче кунта Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан, çак вырăнта паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă салтаксен мăнукĕсемпе мăнукĕсен ачисем килсе çитрĕç. Ял çывăхĕнче пулса иртнĕ çапăçу çинчен, çын виллисем хирте те, ялта та пĕр эрне выртни çинчен каласа кăтартрĕ çак ỹкерчĕке хăй куçĕпе курнă хĕрарăм. Ун чухне вăл хăй те 7 çулта анчах пулнă.

Палăк умĕнче пурин те куçĕсем шывланмалла чĕререн тухакан сăмахсем янăрарĕç. Эпĕ те хумханса сăвă каларăм.

Чĕрĕ чечек кăшăлĕсем палăка илемлетрĕç. Çĕнтерỹ кунĕнче кăçал та тăвансемпе пĕрле унта çитсе курас кăмăллă эпир.

Хамăр çемьепе эпир кашни çулах «Вилĕмсĕр полк» акцие те хутшăнатпăр. Çывăх çыннăн портретне йăтса утни мăнаçлăх çуратать…

Ольга КИРИЛЛОВА,
студентка.

Сăн ỹкерчĕкре: Флегонт Кириллов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code